Амăшне кĕтсе илĕç-ши?
Çитмĕл çулти Верук аппа çĕрĕпе пĕр чĕптĕм те куçне хупаймарĕ. Ытти чухне те ыйхă çук-ха унăн, паян пушшех пĕрре те канман. Пуçра тĕрлĕ шухăш çавра çил пек çаврăнать: «Ăçта йăнăшрăм-ши, мĕншĕн çичĕ ача çуратса, кăкăр çитерсе пĕри те паян ман çумра çук? Ытла та кансĕр-çке, тĕнче кисренмелле кăшкăрса йĕрес килет, анчах сасси тухмасть. Тепĕр хут силлесе илес, хĕрарăмăн чăтăмлăхĕпе çирĕплĕхне тĕрĕслес тет-ши?» – хăйпе-хăй калаçнине туйса ăс-тăнпах выртнине ăнланчĕ вăл.
Çĕнĕ кун пуçланнине систерсе кăмака патĕнчи чӳречерен çутă кĕме пуçларĕ. «Мăнукăмсене вăратмалла. Шкултан тăрса юлĕç тата?» – тесе шухăшларĕ:
– Мăнукăмсем, улттă иртрĕ, тăратăр пулĕ? – терĕ.
– Кукамай, тăратпăр. Эсĕ паян каллех пĕрре те çывăрмарăн-и? Паçăрах вăраннă эпĕ, санăн койка сас парса чĕриклетет çеç, – терĕ Вика кайри пӳртри çутта çутса.
Пĕртăвансем шалта çывраççĕ, кукамăшĕ кайри пӳртре, кăмака пулнăран ăшăрах та, унта выртать.
– Кукамай! Эпир телейлĕ вĕт. Кăрлач уйăхĕнчех вутă пĕтнĕччĕ пирĕн. Пăртак-пăртак хутнипех хĕл каçрăмăр. Халĕ урамра çуркунне. Сивĕ мар вĕт? – тет ура çине тăнă Эдик та.
Вăл шкула каймасть-ха, ултă çулта. Хăйне чăн-чăн арçын пек тытать, кукамăшĕ каланă кашни сăмаха итлет. Ирхине аппăшĕсем хуппипе е шуратса пĕçернĕ çĕр улмине ăшăтса çиеççĕ, арçын ача вара вĕсем тухса кайсан каланкка хутса ярать. Кукамăшĕ малтан мĕн тумаллине вĕрентсе, кăтартса тăрать – Эдик пĕтĕмпех ĕçлет. Кунĕпе кукамăшне ăшă пӳртре лартĕччĕ вăл, анчах пӳрт енчи хуралтине те вутта сӳтсе пĕтерчĕç. Юрать ырă çынсем, йыснăшĕ пулăшаççĕ вĕсене. Вуттине çурса параççĕ.
Вика – пиллĕкмĕш, Ира виççĕмĕш классенче вĕренеççĕ. Кашни кунах кӳршĕ яла шкула утаççĕ. Хуп-хура çĕмĕрт куçлă, сывă хĕрпĕрчисене амăшĕн хитре те таса тăхăнтартса, çӳçĕсене илемлĕ якатса шкула ăсатмалла та – çук вĕт, çав ырлăха, амăшĕн çепĕç те ăшă аллисене кураймаççĕ, сăмахĕсене илтеймеççĕ вĕсем. Тухса каять те амăшĕ пĕр-ик кунлăха хăнана, уйăхран та, иккĕрен те... килсе каймасть. Ачисем те, инвалид амăшĕ те шухăшлаттармасть çамрăк хĕрарăма. Уншăн тĕнче илемлĕ – илĕртӳллĕ юрату. Арçын ытамĕнче пулассине нимпе те танлаштарма пултараймасть вăл. Паян пĕри, ыран тепри, е пĕр кунрах темиçе арçын «юратать» ăна. «Пĕринпе пурăнаймасть ахăр вăл. Халиччен миçе арçын курнине шутне те пĕлмест пулĕ ĕнтĕ», – теççĕ ял çыннисем чипер те çивĕч ăслă ачасене пăрахса хăварнинчен тĕлĕнсе.
Паян çеç мар аскăнчăк юрату танатинче çапкаланма пуçланă Виктория, шкул парти хушшинчех илемлĕ сăн-питлĕ, япшар чĕлхеллĕ хĕре арçынсем куç хывнă. Хĕр пулса каçхине ял урамĕ тăрăх алла-аллăн тытса утма тӳр килмен ăна, тӳрех мунча пăлтăрне илсе кайнă, çăмăл машинăллисем вара вăрман еннелле вĕçтернĕ. Халĕ те вăл пĕр тутарпа тухса кайнине калаçаççĕ ялта. Кирек кампа тухса кай-ха, суд тумалли çук пирĕн, тарама эсĕ, анчах виçĕ ача, инвалид амăшĕ хӳтлĕхсĕр-çке.
Тĕлĕнсе каятăн: епле пурăнаççĕ-ха вĕсем? Кил-çуртĕнче пĕр таса япала çук, чӳрече каррисем нихăçан та шыв курман, кăмаки хăрăмпа юрăхсăрланнă. Апат пĕçерсе çиес – газ баллонĕ тахçанах пушаннă. Электроплита йĕркеллĕ ĕçлемест. Хырăм вара кашни кунах выçать. Ачасен тутлă та çиес килет. Кукамăшĕн пенси укçийĕ нумая пыраймасть. Пенси илнĕ кунах лавккаран апат-çимĕç илсе килеççĕ – ăçтан çиттĕр вăл пĕр уйăха? Выçă та лараççĕ пĕртăвансем.
Верук аппа тăваттăмĕш çул вырăнпа выртать. Сылтăм аллипе ури пачах та ĕçлемеççĕ. Утса çӳрейменрен вырăн çинче унăн пурте. Пĕчĕк мăнукĕсем пăхаççĕ-ха ăна, мăшкăлтăк шывне те ир-ирех тухса тăкаççĕ, анчах хăйсем те ача çеç-ха, ытла та шĕвĕрккесем-çке вĕсем. Вĕсен çулĕнчи ачасем йĕмесĕр апат та çиеймеççĕ. Кусен вара хăйсен хырăмне çеç мар, кукамăшĕнне те тăрантармалла.
– Пирĕн Эдик икерчĕ питĕ тутлă пĕçерет. Пирĕн ун пекех тутлă пулмасть, – теççĕ Викăпа Ира шăллĕне мухтаса.
– Пĕçерсе парăттăмччĕ акă сире паян икерчĕ. Питĕ çиес килет хамăн та. Анчах çăнăх çук, – тет кукамăшĕ. – Паян апат çимесĕрех шкула каятăр ĕнтĕ.
– Темех мар, шкулта çийĕпĕр-ха. Эсир вара мĕнле пурăнăр-ши? – теççĕ хĕрпĕрчисем шăллĕпе кукамăшĕшĕн кулянса.
Унччен те пулмасть пӳрте кӳршĕ хĕрарăмĕ кĕрсе тăчĕ.
– Мĕнле çывăртăр? Виктория тупăнмарĕ-и? Акă тин сунă сĕт илсе килтĕм, чĕре сури вăл. Ĕçĕр ăшăлла, – терĕ вăл.
Ял-йыш шеллет нуша куракансене. Шкул дирекцийĕ те пĕртăвансене май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Шел-çке. Шкулта начар мар вĕренеççĕ, уроксене пĕрре те сиктермеççĕ. Вика, акă, сочинени çырма ăста. Иртнинче «Ĕмĕт» хайлавĕнче çакăн пек йĕркесем шăрçаланă: «Пирĕн килте ĕне пулсан епле лайăхчĕ. Эпир ăна çулла çитерме илсе кайăттăмăр. Сĕт тăраниччен ĕçĕттĕмĕр...»
Вăй çитнĕ таран ĕçлеççĕ килте хĕр ачасем. Урайне те, кĕпе-йĕмне те çăваççĕ. Анчах ача ачах, пурте тирпейлĕ те таса пулса пĕтмест, паллах. Çапах...
Кӳршисем, тăванĕсем хушăран ватăпа тăлăх ачасене мунча хутса кĕртеççĕ. «Виçĕ пĕртăван виçĕ арçынран», – теççĕ ялта. Аслине качча кайсах çуратнă. Ыттисене вара камран иккенне Виктория хăй те пĕлмест пулĕ. Ăçта юрату вăрманĕ, унта эрех-сăра. Çавăнпа Ирăпа Эдик ашшĕсене курман. «Ачамсем, ылтăнсем» тесе чĕнмен вĕсене халиччен пĕр арçын та. Каккуй ашшĕ, амăшĕн ăшши те çитмест вĕсене. Ашшĕ-амăшĕсемпе алăран çавăтăнса утакан ачасене епле ăмсанса пăхаççĕ. Вĕсен те тутлă çиес, таса та тирпейлĕ пурăнас, хитре тăхăнас килет.
Амăшĕ çинчен сăмах пуçарсан ачасем хăйсене пурнăç панă хĕрарăм çинчен пĕрре те начар каламаççĕ. «Килет пуль-ха хăçан та пулсан», – теççĕ çеç. Хăйсем вара чи çывăх çыншăн тунсăхланă, пит-куçĕсем салхуллă, тăтăшах алăк еннелле тинкереççĕ...
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...