Чи маттурри — Урине
Пирĕн кӳршĕри Çеменсем анкартинче çĕр улми кăлараççĕ. Çемйипех тапса тухнă ĕçе. Ачасем те — Павăлпа Микиш, Уринепе Сашук — пысăккисемпе пĕрле тăрмашаççĕ. Çитĕнсе çитнисем кăлараççĕ, пĕчĕккисем пухаççĕ. Пуринчен те кĕçĕн Урине уйрăмах ларма-тăма пĕлмесĕр тăрмашать.
Çĕр улми кăларасси — сивĕ кĕркуннере те питĕ херу еç.
Пĕр кана ĕçлесен, Павăл Микишпе Сашука хăй патне чĕнсе илчĕ:
— Эсĕ, Микиш, хăвăн сылтăм аллупа пĕр харăсах миçе çĕр улми тытма пултаратăн? — ыйтрĕ вăл. — Эпĕ ав ывăçа виçĕ çĕр улми кĕртме пултартăм!
— Вĕттисене пухсан çирĕм те кĕртме пулĕ, — хуравларĕ Микиш. Хăй çавăнтах сылтăм аллипе вĕтĕ çĕр улмисем пухма тытăнчĕ.
Сашук та унран юлмарĕ.
Ак вуннă, — пĕлтерчĕ вăл тепĕртакран.
— Ман вун пĕр, — хушса хучĕ Микиш.
Арçын ачасем хушшинче мăйăр мăнăш çимĕç пухассипе ăмăрту хĕрнĕçемĕн хĕрсе пычĕ, пурте вĕтĕрех те вĕтĕрех çĕр улмисем шырама тытăнчĕç.
— Ман ывăçа вун пилĕк çĕр улми кĕчĕ! — терĕ савăнăçлăн Павăл.
— Манне те вун пилĕк.
— Мĕн тăватăр çак эсир? — ыйтрĕ ачасенчен амăшĕ.
— Хăшĕн алли пысăкраххине пĕлес тетпĕр-ха, — терĕ Павăл.
— Хăшĕн пысăкрах вара?
— Манăн! — пуçне каçăртрĕ Павăл. — Эпĕ юлашкинчен вун çичĕ çĕр улми пухса илтĕм.
— Урине сирĕнпе ăмăртмарĕ, — терĕ амăшĕ. — Анчах та унăн алли сирĕннинчен чылай пысăккнине, Урине сирĕнтен пуринчен те маттуррине эпĕ аякранах асăрхарăм.
— Хăрах аллине вăл, пукане пекскер, виç-тăватă çĕр улми те кĕртеймест-иç, анне, — хирĕçлеççĕ арçын ачасем харăссăн.
— Мĕнлерех кăна кĕртет-ха. Эсир çапла айланнă хушăра вăл çичĕ витре çĕр улми пухса хучĕ. Вăт мĕн пек пысăк унăн алли, вăт еплерех маттур ман пĕчĕк Урине!
Арçын ачасем палăрмаллах хĕрелсе ĕçе пикенчĕç.
Petr-I (2015-01-02 08:32:07):
Асăрханă йынăш: херу еç - хĕрӳ ĕç