Унăн амăшĕпе мами çинчен


Хант турĕ сасартăк çывăхрах темскер çĕре кисретсе. Вова куçне чăлтах уçса ячĕ. Тавралăх çуталса килет. Урамра çывăхрах такамсем тем пушатаççĕ пулмалла. Хăнт-хант тăваççĕ йывăр япаласем çĕре ӳкнĕ май. Ĕнтĕркесе кӳтсе çитнĕрен шăла шăл витмест. Тем япала, сив чир ернĕн, лăр-лăр чĕтретгерет. Вова ешчĕкрен упаленсе тухса, Тарзана хăй вырăнне йышăнма ирĕк парса, пуçне урамалла кăларчĕ. Çапла, темле арçынсем йывăр та селĕм ешчĕксем пушатаççĕ. Урăх никамах та çук. Ахăртнех, киле кайма юрать пулас. Вова пусма картлашки айĕнчен тухса тем вăрланăн пĕшкĕнсе килнелле чупрĕ.

Çурт умне çитсен ун-кун пăхса тавралăха тĕсерĕ, Скорпион курăнмасть. Подъезд алăкне уçрĕ те шалалла чăмрĕ Вова, анчах та шалта вăл тӳрех капкăн пек çирĕп алăсен ытамне лекрĕ.

— Ăçтан пит ир капла? — куçран чăр пăхрĕ ăна Скорпион. — Ытла ан васка. Халь кăна тепĕр хăна кĕрсе кайрĕ санăн Маму патне.

Эх, туртса памаллаччĕ çак путсĕре ĕлпĕрсе тăракан тути урлă — вăй çитмест. Вăй çитменнинчен те ытларах кармашса çитейменни пĕтерет.

— Яр, — карт туртăнчĕ Вова, — эпĕ сана виçĕ тенкĕ патăм-иç.

— Виçĕ тенкĕ? — йĕкĕлтешсе ыйтрĕ Скорпион. — Хей, хăçан пулнă вăл эсĕ виçĕ тенкĕ пани? Иртнĕ ĕмĕртех. Ăнланмалла каласан — ĕнер пулнă. Паянхишĕн вара кам, çуртсем тăрринче чупкаласа çӳрекен Карлсон тӳлет-им? Эсĕ, шăпăрлан, нихăçан та ан ман: Скорпиона ăна кулленех памалла куланай тенине. Çитменнине тата хăвăн киле пырсах памалла, сана манăн шыраса çӳремелле мар.

— Халь ман çумра нимĕн те çук, — турткаланчĕ Вова.

Шăлаварĕн хыçалти кĕсйинчен çĕçĕ кăларса Скорпион ăна ун-кун çавăркаларĕ. Çӳçĕ чашăл-л тăчĕ Вовăн.

— Ан хăра, — лăплантаранçи турĕ Скорпион вăрăм та лапçăркка çӳçне каялла хăрах аллипе шăлса. — Халь санăн юнна кăлармастăп. Ак çак пиншаку сан пурпĕр лăстăртатса кайнă. Кăларса пемеллискер кăна вăл. Тӳмисем вара — шик модерн! Тăхта, çавсене мĕн тăвам-ха эп пиншакне эсĕ кăларса пăрахиччен, — çапла калакаласа Скорпион Вова пиншакĕн тӳмисене вăчăрт-вăчăрт каса-каса татрĕ, кĕсйине майласа чикрĕ.

— Халь кĕр, — терĕ. — Кăштахран виç-тăватă пуш кĕленче илсе тухатăн. Юрать-и? Хăш вăхăталла илсе тухмаллине эпĕ сана шик шăхăрса паллă паратăп.

— Пушă кĕленчесем çук пулсан?

— Хе-ей, Мамку патне хăна хыççăн хăна килсе тăнă чух пушă кĕленчесĕр пулать-и вара, ухмах? — сӳнсе ларнă пирусне пĕф сурса кăларчĕ çакăскер.

Ытти ачасем каланă тăрăх, Скорпион çывăхри шкула темиçе çул хушши те çӳрет иккен, анчах халичченех вăл йĕркеллĕн вулама та, çырма та вĕренеймен имĕш. Вова кăшт-кашт астăвать-ха. Ашшĕ пур чухне Скорпион пирки çапларах калатчĕ: «Химпром ачи», — тетчĕ. Ма апла каланă-ши ун пирки Вовăн Ашшĕ — ăна-кăна ача хăй те пĕлмест. Ахăртнех, Скорпионăн ашшĕне, темле «Химпрома», аван пĕлнĕ пулас çав.

— Кĕр часрах килне, — Вовăна çурăмĕнчен тĕртрĕ вăл. — Мĕскерле ача эс — ялан çывăрса, тĕлĕк курса çӳретĕн. Вăр-вартарах пулмалла ăна пурăнас тесен, ачамми, пăркаланма пĕлмелле. Маму сан, каçтака ами пек, ир-ирех çухăрса çӳрерĕ паян: Вова-а, Вова-а... Асту, тăватă пушă кĕленче илсе тухса параймасан çĕçĕ вĕçĕпе хырса тасататăп сан вараланчăк сăмсу вĕçне. Чуп, сысна çури, чуп час-рах.

Вова Скорпионăн тимĕр хĕскĕч евĕр хытă аллинчен хăтăлнипе çунатланса тĕпĕр-тĕпĕр чупса хăпарса кайрĕ çӳлелле. Хваттер алăкĕ умне пычĕ те пăштак-пăштик сывласа чĕвен тăчĕ те шăнкăрав тӳмине пусрĕ.

 

«Мама, эпĕ ку!..»

Алăк шăлтăр-шалтăр турĕ çеç — шалалла карт туртса кĕртрĕ Мами ачине, çĕрĕпех килте пулманскере, чăн-чан тутарса ячĕ.

— Кте ты пропатал? Ых, сволочь... Секотня у меня выхотной... Ну что са выхотной эта, а?.. Кте ты порвал питшак? Кте твои пуковицы, сволочь?

Мами ачи выççи-туттине, ăçта çĕр каçнине тĕпчесе тăмарĕ, ванна пӳлĕмне хăвăрт кăна çавăтса кĕчĕ те:

— Что са красной краской испачкался весь? — тесе тăна кĕртме тытăнчĕ. — Или кровь это? Тьфу, с кем-то трался что ль, а? Ти што, пантит?

Шарламасть Вова. Ун халь тесен халь ĕсĕклесе йĕрсе ярас килет те — тӳсет. Шăла çыртса лартсах тӳсет.

— Вот умывайся и ити в комнату. В кухню не сахотить, сволочь этакий. Всю шиснь, витать, притется мне маяться с топой. О, пшол, пшол, — çапла каларĕ те Вовăна ванна пӳлĕмĕнчех хăварса хăй кухньăналла кайрĕ.

— Ах, миленький, прости, сорванец пришел, — текеленине кăна илтсе юлма ĕлкĕрчĕ Вова кухня алăкĕ уçăлса хупăннă хушăра.

Вова хăй те ванна алăкне хупрĕ, крансене пăркалама тытăнчĕ. Аллисем унăн чĕп-чĕр юнах иккен. Апла тăк Тарзана çĕрле темле вăйлă йытă туласа пĕтернĕ. Ахăртнех, йытă юнĕ ку. Ахальтен ăçтан тупăнтăр-ха ку юн? Вова Тарзана питĕ хĕрхенсе кайрĕ. Хăйне çапла лăр-лар туса кĕтсе илмен пулсан Мамине пит юратĕччĕ вăл халь: «Мама, эпĕ ку, санăн ывăлу», — тесе ачашланĕччĕ. Мами пирки тапраннă юрату туйăмĕ çапла амаланаймасăрах сӳнчĕ, Вова вара Тарзана сасартăк пит хĕрхенсе кайрĕ, унăн юратăвĕ çынран чĕрĕ чуна куçрĕ. Мĕн тумалла капла? Епле пулăшмалла ури сывах мар йытта? Уксах Тарзана епле пулăшмаллине пĕлеймесĕрех аллине супăньпе çурĕ Вова, унтан — питне, вара унтан тирпейлĕн шăлăнса пӳлĕмелле иртрĕ. Часах Мами, халатне йӳле янăскер, пырса кĕчĕ, ачи умне турилкке лартрĕ.

— На, поешь, — терĕ турилккине Вова умне шак лартса. — Вовремя нато прихотить, токта не путешь питаться опьетками...

Турилккере — типме тытăннă кăлпасси татăкĕсем, çурмалла çыртса илнĕ вĕтĕ кукăль, хăярпа помидор, пан улми касăкĕсем, шурă çăкăр таткисем. Паçăр, пусма картлашки айĕнчен тухса киле килнĕ чух, питĕ, шутсăр-шутсăр çиес килет пекчĕ. Халĕ сасартăках пĕтсе ларчĕ çиес кăмăл.

Çĕрĕ пăчă пулнăран-ши пӳлĕмре чӳречене уçнă Мами. Ĕнер кăна хупăччĕ вăл. Вова чӳрече умне пычĕ, пуçне урамалла кăларса çĕрелле пăхрĕ. Унта, этем çӳллĕш курăк хушшинче, малти хăрах урине çĕклесе, хӳрине пăлтăртаттарса Тарзан тăра парать. Вовăна асăрхасан вăл хавассăн йынăшса сас пачĕ. Ача, йытă хăй хыççăн килме пĕлнĕшĕн савăнса та тĕлĕнсе, турилккери çăкăр таткисене, çыртăк кукăле йытта персе пачĕ. Тарзан çӳллĕ курăкпа йывăç тĕмисене чаштăрттарса татăк-кĕсĕке шырама пикенчĕ, тупăнаканнисене кап-кап хыпма тытăнчĕ. Чӳрече умĕнче нумай тăраймарĕ Вова. Маминчен шикленсе сĕтел хушшине каялла пырса ларчĕ. Чылайран Мами каллех пырса пăхрĕ:

— Уше сьел? — ыйтрĕ вăл тĕлĕнсе. — Уй, ти-и — опшора... Как кормить мне таково? На, пей чай, потом мошешь кулять... Смотри, талеко не ухоти. Я тепе, Вовка, кричать не путу, как вчера. То сих пор корло полит, сволочь.

Мами кăшт шухăшласа тăранçи пулса çапла каларĕ:

— Вот потарок, — терĕ, — Никита пиччӳ принес. Кивĕ те пысăк, тахçанах кăтартми пулнă телевизор çинче пĕчĕкçĕ телевизор тăнине Вова тинех асăрхарĕ.

— Аккурат пускала, — вĕрентрĕ Мами. — Мимӳне, москине, очисти кăштах, — вара таçта темскерне пусрĕ те, лешĕ кăтартма та тытăнчĕ.

Телеэкранра çарамас каччăпа хитре хĕр чаплă вырăн çинче йăваланса выртни курăнса кайсан:

— Тьфу, — сăнран хĕреленçи пулчĕ Мами. — Эсĕ, сынок, кунашкаллисене не смотри. Репятишкисем валлине смотри. Мультики там, культурные прокраммики. Ну, латно, эп сана потом научу, как и что смотреть тумаллине. Эп хăна патне кĕрем-ха. Вăл — наш начальник, наш хлеп и сарплатă, плюс пирĕн аякри ротственник тата.

Мами алăксене тачă хупса хăйсен «пуçлăхĕ, çăкăрĕ, ĕç укçийĕ тата аякри тăванĕ» патне кухньăна кĕрсе çухалчĕ. Вова диван çине меллĕн вырнаçса ларчĕ, янахĕпе шĕвĕр чĕркуççийĕсенчен тĕревлешсе телевизор пăхма тытăнчĕ.

Мультфильм часах вĕçленчĕ, урăх йышши фильм тапранса кайрĕ. Кино пуçламăшĕнчех темле хурах, хура маска тăхăннăскер, кусар мăнăш çĕçĕпе пĕр çынна пит тăрăшсах, киленсех чиксе пăрахрĕ. Вилнĕ этемĕн аллинчи ылтăн-кĕмĕл хутаçне илсе ун-кун пăхкаларĕ те çĕрлехи тĕттĕмлĕхре çухалчĕ. Чуна çӳçентерсе полици машинисем ӳлесе те кăшкăртса килни курăнса кайрĕ. Вовăн çурăмĕ тăрăх темле сивĕ япала вăраххăн шуса анчĕ, сехри хăпнă ачан çамки çине сивĕ тар тапса тухрĕ. «Телевизорти Скорпиона ав шырама та пуçларĕç, — шухăш мĕлтлетсе иртрĕ ача пуçĕнче. — Мана куллен тапăнакан Скорпиона вара милици ма шырамасть-ши?..»

Малтанлăха хăратса пăрахнă фильм, пăхса ларнă май, майĕпен шиклентерми пулчĕ. Пĕри пĕтрĕ кăна, тепри пуçланчĕ. Темле капашсăр пысăк, хăрушла мăнă упăте çинчен ӳкернĕ кинона пăхса пĕтеркеленĕ çĕре хăраса ларнăран Вова чĕтремех тытăнчĕ. Çĕрĕпех ĕнтĕркесе, шăнса ларни те пĕрлех пулчĕ пулас тата. Тӳсейменрен пуçне айккинелле пăрчĕ те тепĕртакран мăкăльт тӳнсе мĕнле хутланнă çаплипех çывăрса кайрĕ.

Ача çывăрнă вăхăтра та тĕлĕрмерĕ телевизор, çынсем пĕр-пĕрне епле çаратнине, улталанине, вĕлернине, аснине кăтартма самантлăха та ĕшенмерĕ вăл. Юн, вут-çулăм, аркату, бомбăсемпе снарядсем çурăлни çара пакартан паттăрланса çӳрекен пăхаттирсемпе пикесем — вĕçĕ те, хĕрри те çук, татты-сыпписĕр хăрушă япала.

Мĕнле сасартăк тӳнсе çывăрса кайнă, вăранма та çаплипех сасартăк, шарт сиксе вăранса кайрĕ Вова.

Урамра çав вăхăтра вăрăммăн шăхăрни илтĕнчĕ. Ку — Скорпион. Ку вăл — тухма вăхăт çитнине пĕлтерет. Тухма вăхăчĕ çитнĕ-ха Вовăн. Анчах епле тухмалла ун урама? Ара, пушă алăпа тухса пăх-ха унта!

— Çчас ты нам сметану принесешь, — терĕ Мами Вовăна. — Вот тепе панка, вот тепе — сумка, вот тепе — тенешки. Смотри, не теряй. Что там копаешься в носу? Клопов ищешь? А ну, пыстро схоти в макасин черес тороку. Отевайся почище. Аттун срам только с топою, — çапла каларĕ те Мами литр кĕрекен банкăпа хутаçа Вова умне сĕтел çине хучĕ. Хăй каялла кухньăналла утрĕ.

Аптăрамалла: урама тухас — Скорпион сăмса çунаттисене çурса ярассипе хăратать, килте йăшăлтатса ларас — Мами хăвалать. Мĕн тумалла капла? Вова пӳлĕм тавра самантрах темиçе хутчен те ухтарса çаврăнчĕ, ниçта та пушă кĕленче курăнмасть. Пушă кĕленчене илсе тухса каяс пулсан та Вова пĕлет, кайран Мами тĕпчеме тытăнатех: «Кте путылки, которые стояли стесь? Кте трехлитровая панка, которая стояла стесь?..» Хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнчех мĕн чухлĕ суйма тивмен пулĕ Вовăн Мамине: «Вăл кĕленчесене пухса эпĕ сĕт илме кайнăччĕ... Анчах та магазинта сетки-качки такамсем пĕçертсе кайрĕç хам сисиччен... Вăл бан-ка вара çавăнтах тăратчĕ. Ăнсăртран ӳкерсе çĕмĕртĕм, ванчăкĕсене санран хăраса кăларса пăрахрăм...»

Вова ĕнтĕ Скорпионăн кăмăлне тивĕçтерес тесе Мамине сервантра выртакан кашăкĕсемпе ченĕçкисене те пĕрерĕн-пĕрерĕн пайтах туха-туха панă. Вĕсем çухалнине Мами, ахăртнех, халиччен те пĕлеймен пулас. Пĕлес пулсан-и?! Пĕлес пулсан пуçран çӳç пĕрчи юлмалла марах лăскамалла-ха вăл ывăлне.

Вова хăйма илме панă хут укçана шăлавар кĕсйине чиксе пĕр кана шухăшласа тăчĕ. Мĕн илсе тухсан тивĕçтерме пулать-ши ку Скорпиона? Чим, мĕн илмелли пур-ши Мамăн сервантĕнче? Турилккисем пур — ытла пысăк. Вĕсене, паллах, Скорпион сăмахсăрах çаклатса каять, анчах та хваттертен илсе тухнине Мами курсан мĕн пулать Вовăпа?

Ах, пит вăрлас килмест-çке унăн! Алли вăрламалли япала енне ним тусан та тăсăласшăн мар, анчах... Скорпион. Кӳршĕри Çеркей те ав амăшĕпе çеç пурăнать. Ун çумне çыпçăнмасть Скорпион. Çыпçăнса пăх-ха, Çеркейĕн амăшĕ ывăлĕшĕн çунтарма тытăнсан пĕр Скорпион çеç мар, вуннă пулсан та самантрах тарса пĕтĕç. Ах, манăн Мами ма çавăн пек çын мар-ши?

— Вова, ты все еще тома? — кухня алăкне уçса хыттăн кăшкăрса ыйтрĕ Мами.

— Халех, халех, — сас пачĕ Вова.

— Я тепе там халех, ты всекта халех! — каллех кăшкăрчĕ Мами.

Мĕн пулать те мĕн килет тесе Вова йăлтăр-ялтăр кĕленчеллĕ духие, туп-туллискере, илсе кĕсйине чикрĕ. Вăл тутлă шăршăллă шывпа хальлĕхе никамах та сапăнман-ха. Мами ăна, ахăртнех, килен-каян хăнасем валли туяннă пулас. Тĕслĕхрен, Борис ятлă тете Вовăсем патĕнчен тухса каяс умĕн ялан одеколонпа-мĕнпе сапăнма юратать.

— Все штоль? — ларма-тăма памасть Мами.

— Все, все, — тухса та вирхĕнчĕ ачи.

Виçĕм кунхи, ĕнерхи пекех, подъезд алăкĕ хыçĕнчен малтан çирĕп те вăрăм алă курăнса кайрĕ. Вăл, хурчăка чăх чĕппине ярса илнĕн, тӳрех ĕнсерен çатăрласа ярса тытрĕ.

— Ну, куланай пирки мĕнле?

— Пушă кĕленчесем илме май килмерĕ, — тӳрре тухма пăхрĕ Вова. — Ак мĕн илсе тухрăм. Пырать-и?

Вова кăларса панă духи кĕленчине питĕ хаваспа илчĕ Скорпион. Вăл Вовăна шанмасăртарах, иккĕленсе, духи кĕленчин пăккине пăрса уçрĕ, сăмса вĕçне вылятса шăршласа пăхрĕ.

— Аван, — мухтарĕ Скорпион ачана. — Чим, ку мĕн хутаççи тата сан? Ăçта каятăн?

— Ку хутаçа Мама кӳршĕ çуртри пĕр кинемие кайса пама хушрĕ-ха, — хăйма илме кайма тухни пирки шарламарĕ Вова; çапла вăл шикленсе Скорпиона пĕрремĕш хут суйрĕ. Ара, куç кĕрет суймасан кĕсье тĕпĕнчи укçана вăтăрсах илет-иç Скорпион.

Скорпион хутаçа илсе пуш банкăна тыткаласа пăхрĕ, кăштах шухăшласа тăрсан:

— Юрĕ, леçсе пар, — терĕ. — Манăн халь ку банкăпа аппаланма вăхăтăм çук. Тепрехинче эсĕ, ачамми, кунашкал банкăсене тӳрех хама пар. Нимĕнле кинемие те леçсе памастăн эсĕ вĕсене тепрехинче. Мана киле пырсах паратăн, ав çавăнти подъезда, çирĕммĕш хваттере. А Мамуна ӳкерсе çĕмĕртĕм тетĕн.

— Çĕмĕртĕм тенине шанми пулса пырать, — нимле мар каларĕ Вова.

— А эсĕ ĕнентермелле суй. Пĕлнĕ пул: суя вăл çур пурнăç кăна та мар, суя вăл — çĕр процентлă пурнăç. Эх, айван, ку банкăна сан тӳрех шыв тултарса тухмаллаччĕ. Вара шывпа хушса ку тутлă шĕвеке иксĕмĕр çакăнтах мĕн тунă пулăттăмăр. Пĕлетне, пуçа мĕнлерех янăраттарса ярать кунашкал духи. Та-ак, çапла килĕшсе татăлатпăр. Эсĕ халь кӳршĕ çуртри кинеми патне каятăн та ăна Маму пама хушнă япаласене паратăн, каялла вара мĕн те пулин çаклатса тухатăн. Эпĕ халь киле кĕрсе çакна тирпейлетĕп те сана ав çав акаци тĕммисем хушшинче кĕтсе тăратăп. Асту, нумай мĕшĕлтетсе, ĕнсӳ çинчи пыйтăсене иртсе ан çӳре. Унсăрăн эп сана пĕр-пĕр çĕрте пусса ӳкеретĕп те шăршлă çăварунта пирус сӳнтеретĕп. Ăнланмалла-и? Аван! — мухтанçи турĕ те Скорпион Вовăна кӳршĕ çурт еннелле тĕртрĕ. — Чуп, чуп, часрах тасал куç умĕнчен!

Вова кӳршĕ çурт еннелле ыткăнчĕ. Чупма унăн пачах урăх еннелле, магазин патнелле, чупмалла-ха. «А леш çурт хыçĕпе магазин еннелле çаврăнма та пулать-иç», — мĕлтлетсе илчĕ унăн пуçĕнче. Ку вăл ĕнерхи çуртах-ха. Акă Вовăпа Тарзанăн юратнă вырăнне пытарса, хупласа тăракан пусма картлашкийĕ. Тусĕ килнине курса Тарзан уксахласа чупса тухрĕ. Вова умне пырса ăна куçран ăшшăн пăхрĕ, хӳрине пăлтăртаттарса илчĕ. Паçăрхи машина та кунтах иккен. Вова Тарзана ачашласа илсе малалла иртсе кайма та пуçланăччĕ: «Эй, Вова, эсĕ-и ку? — тенине илтрĕ. — Ăçталла чуптаратăн капла пит васкавар?»

Пăхать те Вова — умра Амăшĕсен ялĕнчи Ваççа шофер, вĕрсе хăпартнă пек çап-çавракаскер, тăра парать. Вăл ялта Вова Амăшне хирĕçерехех пурăнать. Унăн, халь вĕр çĕнĕ грузовик умĕнче тăракан ĕçченĕн, ачи-пăчи ялта пӳрт тулли. Вĕсенчен пĕринпе, Курипе, Вова пит туслă. Ваççа шофер Вовăна яланах хапăл тăвать.

— Эсир ку енче пурăнатăр-им? — ыт ахальтен тенĕн ыйтрĕ Ваççа шофер.

— Вăн çавă çуртра, — аллипе сулса кăтартрĕ Вова.

— Ну, яла пырас килмест-и-ха?

«Яла» сăмаха илтнĕ-илтмен Вовăн чунĕ шутсăр-шутсăр кӳтсе кайрĕ. Пырне сасартăках тем капланса ларчĕ. Тута хĕррисем чĕтреме тытăнчĕç. Куçран вĕри шыв пек вĕри куççуль чалтăрах сирпĕнсе тухрĕ те пит çăмарти тăрăх юхса анчĕ.

■ Страницăсем: 1 2 3 4 5

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Admin (2010-11-20 12:23:18):

Ку калава тахçанах вырнаçтарасшăнччĕ — тинех пурнăçларăм.

 

olenka7905 (2010-11-27 00:49:45):

Пĕр иккеленӳ çуралчĕ: мĕнле-ха çакăн пек пур енчен те лайăх Амăшĕн çапла чунсăр хĕр (мами) çитĕннĕ? Мами ăнсăртран çапла киревсĕр хĕр-арăм пулса тăрайман, килте панă воспитани хăй йĕрне хăвармаллах-çке. Апла пулсан Вова шăпи çапла килсе тухнин сăлтавĕ камра?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: