Çиçĕмут мыскари


Манăн асатте халĕ çитмĕл пилĕк çулта. Вăл çамрăклах колхоз лашисемпе выртмана çӳренĕ, ака-суха тунă. Урхамахсене халĕ те пит юратать хăй. Эпĕ питĕ асатте аса илĕвĕсене итлеме килĕштеретĕп. Акă эсир те итлесе пăхăр-ха...

«Манăн хамăн та ĕлĕкрех виçĕ лашаччĕ: хура Çӳренкке, çӳрен Тимĕрут тата улма-чăпар Мăранкка. Мăранкка кĕсре ун чухне нумай пулмасть хăмланăччĕ, тихине Ачашкка тесе чĕнеттĕм.

Кунĕпе ĕçлесе ывăннă хыççăн пĕррехинче яланхилле выртмана кайрăм. Эпĕ пĕрмаях Çиçĕм вар хĕррине çӳреттĕм. Хальхинче те хамăн чĕлхесĕр янаварсемпе пĕрле колхоз лашисене çав вар хĕррине илсе кайрăм. Лашасем каçхине симĕс курăк çинче канлĕ çӳреççĕ, ешĕл курăк вĕсене вăй кĕртет. Каç сулхăнĕнче шăна-пăван та тапăнмасть.

Ку тăрăхра темле асамлă вăй пур пек туйăнатчĕ мана, мĕншĕн тесен эпĕ выльăхсенче шалтан тапса тăракан вăй хушăнса пынине сисеттĕм.

Пирĕнтен инçех те мар чикансен тапăрĕ чарăннă. Вĕсем чатăр карнă та кăвайт чĕртсе апат-çимĕç хатĕрлеççĕ, инçетренех ачи-пăчи сасси, кулли-юрри илтĕнет. Лашисем те вăхăтран вăхăт кĕçĕнсе илеççĕ.

Кăвайт чĕртсе çĕрулми пĕçерсе çирĕм те пĕр кана шăпăр каласа килентĕм, унтан сӳре туса ывăннăран выртнă та кăтăш пулнă.

Куçа уçатăп та — тавралăх çап-çутă. Ир пулнă тесе шартах сикрĕм, анчах аякра каç сĕмлĕхĕ сирĕлмен-ха. Эппин тул çутăлман. Мĕн амакĕ ку? Ăçтан куçа уçма паман çутă килет-ши?

Çиçĕм вар хĕрри кăнтăр кунĕнчи пек çуталса тăрать. Ытти лашасем хушшинче ылтăн шывĕпе сĕрнĕ тĕслĕрех ăмăрлă лаша çиçсе çӳрет. Йĕнерчĕкĕ çинче те, кутлăхĕ çинче те ахах-мерчен йăлтăртатать, тилхепи те пур. Вăл кашнин çумнех пырса кукалет, сисĕнми сĕртĕнет те утсем чĕтренсе илеççĕ, ун пекех çутала-çутала илеççĕ. Эпĕ пурнан пурнăçра темĕн те курнă, анчах çак тăрăха Çиçĕмут ячĕпе чĕннине тин тăнларăм. Урхамах ут хатĕр-таврашĕпех пулнăран хуçи курăнасса кĕтрĕм. Пытанса выртрăм та малалла мĕн пуласса сăнаса выртрăм.

Чикансен кĕсри-ăйăрĕ те кунтах иккен, хăйсем юн пĕрĕхес пек чăп-чăмăр, шутсăр илемленсе кайнă. Вĕсене шыраса хуçисем килни курăнчĕ. Çиçĕмут хăтланăвне курсан чикансен ăна çăварлăхлас шухăш кĕчĕ пулмалла. Пĕри йĕвен, тепри вĕрен тытнă, виççĕмĕшĕ тăла хатĕрлет. Йĕри-тавра çавăрса илчĕç те тĕлĕнмелле çивĕч лашана тытма хăтланчĕç. Çиçĕмут тулхăрма, шăмарма тытăнчĕ, теветкел лаша чĕвен тăрса сăмсинчен вут-хĕм сирпĕтрĕ. Ытти лашасем хушшипе çĕр çинче темĕнле паллă хăварса çиçĕмле хăвăртлăхпа çаврăнчĕ. Çав вăхăтра аслати кĕрлесе кайрĕ, пĕлĕт хĕрри уçăлчĕ, Çиçĕмутăн хуçи курăнса кайрĕ. Йӳрĕк лаша хуçи еннелле сикрĕ, юланут тилхепене çавăрса тытнă-тытманах лаша кĕтĕвĕ çине пушшипе тĕллерĕ. Çиçĕм çиçнĕрен куçа хупрăм. Самантрах тавралăх шăпланчĕ, йĕри-тавра сĕм тĕттĕм пулса ларчĕ.

Мĕн пулса иртнине ăнланас тесе темĕнччен тӳпери çăлтăрсене сăнарăм, хама хам ыйту парса хурав шырарăм. Эпĕ курнине манччен те кам та пулин курнă ĕнтĕ, мĕншĕн тесен мĕн ачаранпах çак çырмана Çиçĕм варĕ тенине ас тăватăп. Малтан мĕн пулса иртнĕ-ши? Мĕншĕн ун çинчен никам та нимĕн те каласа памасть-ши? Пуçра тĕрлĕ шухăш явăнчĕ, çавна пула ыйхă та вĕçрĕ. Çывăхрах лашасем курăк кăшланă сас кăна илтĕнсе тăчĕ, таврара урăх пĕр сас-чӳ те илтĕнмерĕ. Тӳпере çăлтăрсем пĕрин хыççăн тепри мăчлата-мăчлата сӳнчĕç.

Тул çутăлсан эпĕ ман лаша кĕтĕвĕ палламалла мар улшăнса кайнине куртăм: пурте кĕрĕ, ăмăрлă, вĕсенче Çиçĕмутăн юнĕ чупать тейĕн. Урхамахсем ĕçлеме васканăн тăпăртатса тăраççĕ. Чикансен лашисем те, хăйсем те малтанхи пек мар. Селĕм утсем вырăнне хӳрисене уснă, сăхăм, хыткан лашасем тăра параççĕ. Халĕ вĕсем кӳмме те сĕтĕреймеççĕ пулĕ. Хуçисем те çĕрĕпе куç хупмасăр ĕçленĕн вăйран кайнă, урисене аран-аран куçараççĕ.

Çиçĕмут чупнă çĕрте вара курăк çунса ĕннĕ, унта пысăк «Ç» паллă хуралса тăнă. Ăна курсан эпĕ пĕрре савăнтăм, тепре шикленсе ӳкрĕм.

Эпĕ урхамахсене ялалла юрттартăм. Çул çинче вара çынсен Турă панине йышăнма пĕлмелле, ырă ĕмĕт-туйăмпа пурăнмалла тесе шутларăм. Выçă, сăхă куçсене вăл ĕмĕрлĕхе хуптарма та пултарать.

Çиçĕмута кайран эпĕ урăх курман, çапах Çиçĕм варĕнче лашасем куç умĕнчех тĕрекленсе пынине курсах тăраттăм. Эпĕ те çав каçранпа пĕрре те чирлемен, хама паян кун та каччă чухнехи пекех туятăп…»

Асатте хăйĕнпе пулса иртнине каласа панăранпах мана Çиçĕмут хăварнă «Ç» паллă канăç памасть, çавăнпа пĕррехинче эпĕ ăна унта кайса килме ыйтрăм. Ялтан инçерех пулнă пирки ку тăрăхалла эпĕ килсех курман. Тен çавăнпа мана кунта тавралăх темле урăхларах, уйрăмах илемлĕ пек туйăнчĕ. Çиçĕмут мыскари пулса иртнĕ тĕле çитрĕмĕр. Чăн та йĕри-тавра сип-симĕс курăк ешерет, çав вырăнта вара хуп-хура тăпра. Вăл темле пĕрчĕклĕ те кĕмĕл сапнă тĕслĕрех. Çапла кăштăртатса эпир тавралăха каç сĕмĕ çапнине те сисмерĕмĕр, васкамасăр ялалла утрăмăр. Лаша тулхăрнă сасса илтсен асаттепе иксĕмĕр те хăрасах кайрăмăр, анчах йăпăр-япăр çаврăнса пăхрăмăр. Тĕлĕнмелле: «Ç» паллă кĕмĕл тĕспе çуталса тăрать. Тӳпере вара ылтăн такан йĕрĕсем палăраççĕ.

Асатте каланă тăрăх, Çиçĕмут палли хĕлле те юрпа витĕнмест, инçетренех хуран курăнса тăрать. Кăçал хĕлле эпĕ ăна тĕрĕслĕп-ха, анчах унта ырă шухăш-кăмăлпа çеç кайăп. Тен, эпĕ те тĕлĕнтермĕш урхамаха курăп…

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Салампи (2010-11-10 17:08:55):

Саша, калав шухăшне аван йĕркеленĕ. Çавна кура содержани те çыхăнуллă, кăсăк пулса тухнă. Чĕлхе енчен те питĕ çыпăçуллă. Маттур! Пултарулăхна малалла тупта!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Альбина Димитриевна (2010-11-10 17:34:03):

Маттур, Саша. Эсĕ лашасене чăн-чăн чăвашла ятсем панă.Лаша хатĕрĕсен ячĕсене те аван пĕлетĕн. Малашне те ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2010-11-10 23:55:32):

Мана калав питĕ килĕшрĕ. Асамлăха питĕ вĕрентӳллĕ çавăрса кăтартнă. Содержани те питĕ яка.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алёна (2010-11-10 23:56:44):

Аппа вуланă хыççăн эпĕ те калавпа паллашрăм та тĕлĕнсех кайрăм. Вулани куç умнех тухса тăчĕ. Питĕ килĕшрĕ. Лашасем ячĕсем те интереслĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима (2010-11-11 07:58:06):

Мана та калав питĕ килĕшрĕю. Мĕн вуланине эпĕ ăнлантăм.Куç умне тухса тăчĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима (2010-11-11 08:10:34):

Анне сĕннипе калава вуларăм та содержани мана питĕ килĕшрĕ. Лаша ячĕсене интереслĕ шухăшласа тупнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лёха (2010-11-16 16:43:08):

Мана калав питĕ килĕшре. Çакă калава эсĕ питĕ лайăх çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

алёша (2010-11-16 16:44:44):

Лаша ячĕсене эсĕ интереслĕ шухăшласа тупнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-17 18:03:03):

Мана калав питĕ килĕшрĕ.Тĕлĕнмелле!Питĕ интереслĕ.МаТтУр ача:)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Юля (2010-11-18 17:08:38):

Саша калав питĕ интереслĕ.Вуланăçемĕн вулас килет.Маттур=)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надя (2010-11-20 15:58:54):

маттур саша,калав питĕ интереслĕ:)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Славик" (2010-11-20 17:21:36):

Калав мана питĕ килешрĕ,илемлĕ çырнă..маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ирина (2010-11-21 17:21:20):

Маттур калв пиĕ интĕреслĕ,питĕ чаплă çырнă!

 

степан (2010-11-22 00:07:36):

Калав питĕ интереслĕ:).Маттур, Саша. Эсĕ лашасене чăн-чăн чăвашла ятсем панă,питĕ чаплă çырнă!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лиза (2010-11-25 12:45:28):

Ытла та интереслĕ калав ку!Малалла ла малалла вулас килет! Ытла та пултаруллă-çке эсĕ, кун пек кăсăклă калав пултăр тесен сахал мар тăрăшмалла...Сан пултаруллăху питĕ паха, малалла та пире çакăн пек калавсемпе интереслентермелле пултăрччĕ. Чăн çыравçă эсĕ, Саша!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей (2010-11-25 18:53:00):

Калав мана килешрĕ. Маттур, чаплă çырнă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Света (2010-11-25 19:10:43):

Калава пите лайăх çырнă

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Маша (2010-11-25 19:33:48):

пит килĕшрĕ мана çак калав,питĕ пултаруллă ача эсĕ Саша!!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: