Пуласлăх — пирĕн алăра


Пурăннă, тет, пĕр чăваш ялĕнче Шуçăм ятлă лаша. Вăл хуçипе пĕрле уй-хирте ĕçленĕ.

Пĕррехинче çак лашан тиха çуралнă. Ăна Арçук ят панă. Тиха пĕрре те лара-тăра пĕлмен, кашни кун унпа пăтăрмах сиксе тухнă. Е йытăпа вылять, е курăк канлĕн çиекен чăхсем патне сасартăк чупса пырса лешсене хăратать. Ăна пăхкалать, кăна тинкерет, шăршласа та пăхать, урипе те тĕкет. Пĕтĕмĕшле каласан, питĕ шухă тиха.

Пĕрре çапла çулла Шуçăмпа Арçука, яланхилле, çырмана илсе кайрĕç. Тиха амăшне сăнчăрĕнчен кăкарса хучĕç. Арçук, хуçа кайман чухне Шуçăмпа пĕрле тăракансер, леш йывăçсем хушшинче çухалсанах хаваслăн сиккелеме тытăнчĕ. Ирĕкре-çке! Çырма хĕрринче кашласа ларакан хурăнсем патне ыткăнчĕ.

— Ывăлăм, ытла сиккелесе ан çӳре-ха. Тем курса тăрăн тата санпа! — асархаттарчĕ амăшĕ. Анчах леш, ним илтмен евĕрех, малалла пуçтахланчĕ.

— Сан пек, кунĕпе курăк кавлесе тăмалла иккен, — амăшне илтмелле мар мăкăртатрĕ вăл.

Сасартăк Арçук çывăх тăракан икĕ йывăç хушшинче тӳркĕтеслĕх курах кайрĕ. Ун патне çывхарчĕ, япалана тĕкĕнмесĕр шăршласа пăхрĕ. Хăма та мар, хĕç-тимĕр те мар. Тиха кун пек материалтан тунă япаласем ниçта та курманччĕ-ха.

Арçук, тупсăмне пĕлейменшĕн кӳреннипе, тӳркĕтеслĕхе урипе тапрĕ. Ури тĕлĕнмелле япалана лекнĕ-лекменех йывăç евĕр пулса ларчĕ. Тиха хăй те пĕр вырăнта, чĕрĕ мар пек, хытса тăчĕ. Темĕн ялкăшса илчĕ, тĕтре карнă евĕр нимĕн те курăнмасть. Йывăçсем те, çаран та, амăшĕ те куçран çухалчĕç. Вăхăт чарăнса ларчĕ. Тиха майĕпен куçĕсене хупрĕ.

Тем вăхăтран (пĕлеймерĕ) вĕсене уçса ячĕ те тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕ. Вăл хăйне хăй куçакан конвейер çинче урисене тăсса выртать. Йĕри-тавра пăхкаларĕ, япаласем йăлтах металран, электроника приборĕсем те тем чухлех. Пĕр чӳрече те курăнмасть, анчах лабораторинче çутă.

Арçук ури çине тăчĕ. Вăл кунта пĕччен мар иккен. Унран çирĕм-çирĕм пилĕк утăм хыçалалла — пĕчĕк чĕрĕп, малта вара — çын атти. Çакăн пек атă Арçук хуçин пурччĕ. Çакна аса илсенех темĕнле тунсăх пусса илчĕ тихана. Вăл кунта, тĕлĕнмелле вырăнта, амăшĕ вара пĕччен юлчĕ, ывăлне çухатрĕ. Макăрас килсе кайрĕ Арçукăн, çапах хăйне алла илчĕ те пӳлеме малалла сăнама пуçларĕ.

Тăруках тепĕр енчи пысăк алăк уçăлчĕ те, лабораторие инопланетянинсем кĕрсе тăчĕç. Тиха вĕсене палламарĕ, вăл кун пек çынсене е, тĕрĕсрех каласан, чĕр чунсене, нихăçан та курман. Вĕсем çинчен илтмен те. Лешсем вара икшерĕн уйрăлса, тиха, чĕрĕп тата атă патне утрĕç. Арçук çаврăнса пăхрĕ: чĕрĕп тăна кĕмен-ха.

Инопланетянинсем çаксем патне çитрĕç те конвейер айккинчи тĕрлĕ тĕслĕ кнопкăсенчен пĕрне пусрĕç. Конвейер чарăнса ларчĕ.

— Ырă кун пултăр! — сăмах чĕнчĕ урăх планетăран килнĕ «юлташсенчен» пĕри. — Хăраса ан ӳкĕр, эпир хăрушă мар. Эсир пуласлăха лекнĕ. Халĕ, пирĕн вăхăтпа шутласан, тĕнчере чĕр чунсемпе ӳсентăран çукпа пĕрех. Çавăнпа эпир сире иртнинчен телепортаци майĕпе кунта куçартăмăр. Сире лайăх пурăнма, «ача-пăчаллă» пулма май туса парăпăр. Ватăлсан вара килĕре ярăпăр. Пирĕн тĕнчене пĕтме памалла мар.

— Вăл лайăх та-ха, анчах ав çав пушмакран усси пулĕ-ши? — кулса илчĕ Арçук.

— Кун йышши çӳп-çапсене эпир ятарлă контейнерсене ярса вĕсенчен çĕнĕ йышши çыхăнтарусем тăватпăр.

— Мĕнле-ха капла? Кашни чĕрчуна çапла куçаратăр-и? Ӳсентăрансем вара мĕнле майпа кунта лекеççĕ? — хумханса кайрĕ тиха.

— Çук, пурне те мар. Хăш-пĕр вырăнта ятарлă щитсем вырнаçтарăпăр. Вĕсем портал евĕр. Щита лекекен икĕ çеккунтранах кунта пулать. Эпир чĕр чунсене тишкеретпĕр, çĕнĕ ăрат кăларатпăр. Ӳсентăрансем вара, шăп та лăп асамат кĕперĕ айĕнче пулсан, пирĕн лабораторине куçаççĕ. Эпир вĕсене те тĕпчетпĕр. Кайран малтанхи вырăна яратпăр. Çапла майпа пурнăçа çĕнĕрен чĕртесшĕн.

Арçук шухăша кайрĕ. Амăшĕсĕр тунсăхлать паллах. Тĕнчене те пулăшмаллах. Икĕ-виçĕ минут шухăшланă хыççăн тиха пуçне сĕлтрĕ.

...Нумай пурăнчĕ Арçук инопланетянинсен хушшинче. Сывлăш таса, уçă, апат çителĕклех, çарансем те пур. Пĕррехинче иртнинчен телепортациленĕ Мерчен лашапа паллашрĕ. Каярахпа Мерчен хăмларĕ. Шуçăм ят пачĕç тин çуралнă «пепкене».

Ватăлчĕ Арçук. Фанло М95 инопланетянин лаша тепĕр тăватă кунран вилессе пĕлтерчĕ. Кунта пурăнакансен вăхăта виçмелли ятарлă хатĕрсем пур. Кам хăçан çураласса е пурнăçран уйрăласса ним мар калама пулать.

Пуринпе те сыв пуллашрĕ те Арçук килне кайма пуçтарăнчĕ. Шуçăмпа Мерченĕн çилхинчен касса илнĕ çӳç пĕрчисенчен пĕчĕк çивĕт туса ури çине çакса ячĕ.

...Каллех таврана тĕтре карса илчĕ, темĕскер ялкăшрĕ. Вăхăт чарăнчĕ. Тепĕр икĕ çеккунтран Арçука ем-ешĕл курăк, çулçă шăрши пырса çапрĕ. Тарăн сывласа илчĕ лаша (суятăп, халĕ вăл тиха-çке!), куçне уçрĕ. Çĕр, тăван çĕр! Вăхăт татах малалла шăвать.

Наука та аталанса пырать, тĕнче улшăнать. Паян фантастсем кĕнекере çырса кăтартакан пулăмсем, япаласем ыран чăна килĕç. Çĕнĕ мелсем шутласа кăларни çынсен пурнăçне çăмăллатать паллах. Кунран кун этем пуçне, алли-урине сахал ĕçлеттерет, наянланать, кахалланать. Ытти чĕр чунсемпе çынсем хушшинче уйрăмлăх пачах та пулмĕ. «Ик ураллисем» вырăнне роботсем йышăнĕç. Апла пулсан çынсене çĕр çине мĕн тума янă-ха? Мĕн тума тивĕç вĕсем? Çынсен тĕнчене юхăнтарса ямалла мар. Анчах, Арçук хăй пĕлет, çак пулăм пурнăçа кĕретех: этеме пула çĕр çинчен чĕр чунсем, ӳсен-тăрансем çухалĕç, вăрмансем, уй-хирсем, юхан-шывсем пĕтĕç, çĕр çинче пурăнма май пулмĕ.

Пурнăç çухалсан кунта урăх планетăсем çинче пурăнакан чĕрчунсем (инопланетянинсем) килĕç. Вĕсем пиртен, этемсенчен, вăйлăрах аталаннă, çавăнпа пирĕн çĕр çинче пурнăç чĕртесшĕн тăрăшĕç. Анчах çакă вĕсемшĕн пайталлă пулĕ. Инопланетянсене çынсем кирлĕ мар. Лешсем вĕсене çĕр çинче хуçаланма чăрмантарма пултарĕç. Çавăнпа-тăр, вĕсем чĕр чунсемпе ӳсен-тăрансене çеç телепортацилеççĕ. Анчах тем чухлĕ ĕçлесен те пахалăхĕ нумаях пулмĕ, мĕншĕн тесен инопланетянинсем чун пама пултараймаççĕ. Епле хитреччĕ Арçук пӳлĕмĕнчи чечексем! Хитре çав. Çапах та вĕсенче шалти илемлĕх çук. Вĕсемпе тĕнче, пурнăç капăрлăхĕ çинчен сăмахлама пулмасть. Хальхи пурнăçра вара шăпах чун тасалăхĕ, илемлĕхĕ хаклăрах...

Çынсем вырăнне те роботсем пулсан тата! Арçукăн çилхине кам тураса ярĕ, унпа кам ачашшăн сăмахлĕ, ирхине ыйхăран кам сасси вăратĕ? Кӳршĕри пĕчĕк Çеруш пек, кам ăна тăвар сапнă хура çăкăр чĕллипе сăйлĕ? Çук! Роботсем мар, ырă чунлă этемсемпе çепĕç чечексем, ачаш чĕр чунсемех сывă пулччăр! Çĕр çинчи пурнăçа пĕтме памалла мар, вĕсене тимĕр купине ылмаштармалла мар! Пурнăçа, çывăх çынсене упрар, юратар. Вĕсем малашне те пурăнччăр тесе тăрăшар...

Амăшĕ патне ыткăнчĕ Арçук. Лешĕ ывăлĕ çине тĕлĕнсе пăхса илчĕ. «Мĕн пулчĕ?»- ыйтрĕç унăн куçĕсем. Савăнăçлă ачи вара пуçĕпе çеç сулларĕ. Амăшне мыскара çинчен пĕлме кирлĕ те мар. Çынсем тĕнчене çăлса хăварасса ĕненет вăл. Урăхла пулма та пултараймасть! Паянхи кунпа — пурăнмалла, ыранхи çинчен — шутламалла, вăл паянхинчен илемлĕрех, тухăçлăрах пултăр тесе ĕçлемелле.

Арçук пĕтĕмлетӳ туса пулни-иртнине манма тăрăшрĕ. Ури çинчи çивĕт çеç тĕлĕнтермĕш çинчен аса илтерчĕ, асăрхануллă пулма хистерĕ...

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Кристина (2010-11-11 20:17:34):

Аня, питĕ чаплă çырнă! Пĕрремĕш вырăн санăн!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алеша (2010-11-12 20:33:52):

Питĕ лайăх хайлав, чуна пырса тивмелле

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Марина Ильинична (2010-11-12 20:39:08):

Автор юмахра çутатнă проблема паян питĕ актуаллă. Эпĕ вĕрентекен ачасенчен çакăн пек хайлав шăрçалама пултаракансем пулсан тем пекехчĕ те...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алюш (2010-11-12 20:41:09):

чăнкă, чăнкă!!!!!!!!!! сăмах çитмест!!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2010-11-12 21:11:22):

шухăшĕ - вăйлă, чĕлхи илемлĕ, содержанийĕ - тарăн=))))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Максим (2010-11-12 21:11:24):

Питĕ тарăн. Авторăн çырас талант пур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Максим (2010-11-12 21:11:27):

Питĕ тарăн. Авторăн çырас талант пур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Любовь (2010-11-12 21:13:18):

пĕр вулама пуçласан чарăнма çук! Интереслĕ!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Александр (2010-11-12 21:15:08):

юмах питĕ килĕшрĕ. Автор пулас писатель!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Катя (2010-11-12 21:17:14):

Аня Табакова, мана сирĕн хайлав питĕ питĕ килĕшрĕ! Эсир чăнах та паянхи кăткăс ыйтăва хускатнă! Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Мария Зиновьевна (2010-11-12 21:17:34):

Юмах питĕ килĕшрĕ. Аня - "Тантăшăн" тусĕ. Унăн статйисем "Тантăшра", "Авангард" хаçатсенче час-часах пичетленеççĕ. Тăватă çул хушши хаçат йыхравĕпе Президент елкинче савăнчĕ. Ăнăçу çыравçăна!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Тина (2010-11-12 21:17:58):

ку калав ман кăмăла кайрĕ...

Питĕ интереслĕ...

Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Попи (2010-11-12 21:39:00):

питĕ килĕшре....сăмах çук......

Аня эс пулас писатель пулмалла...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алексей (2010-11-12 21:41:07):

АНЯ питĕ лайăх çырнă 1—мĕш вырăн

 

Кристина Салмина (2010-11-12 21:47:51):

Мария Зиновьевна, эпĕ сирĕнпе килешетĕп! Аня, эсĕ питĕ пултаруллă!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Аня (2010-11-12 22:02:23):

Мана та çак хайлав питĕ килĕшрĕ!!

 

Саша Артемьев (2010-11-12 22:06:57):

Аня, питĕ чаплă çырнă!Эпĕ сирĕнпе пуринпе те килешетĕп!

 

катя (2010-11-12 23:21:02):

ай-яй-яйййй, пииитĕ илемлĕ вара. Маттурскер)))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Диана (2010-11-13 21:08:31):

питĕ чплă çырнă,пĕр вулама тытăнсан вуласа чарăнаймастăн,урăхла каласан ЧĂНКĂ))))))маттур

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Анжелика Углева (2010-11-15 17:45:45):

Аня,маттур,яланах маттур пул!!!=)

 

ангелина (2010-11-17 20:36:07):

Хальхи вăхăтра çакăн пек чуна пырса тивмелли хайлавсем çырма пултараççĕ тесе шутламанччĕ. Аньăн калавĕ чăнах та пĕрремĕш вырăна тивĕç

 

Фаина (2010-11-20 17:10:19):

Çак калавăн авторě чăннипех те çěнтерýçě пулма тивěç. Чěлхи те илемлě, шухăшě те тарăн. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Танюха (2013-04-18 16:36:29):

мана килешсех каймаре. темине лайах ущса парайман.:( нимте актуальный мар вара

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемсĕр | Шухăшĕ: вăйсăр | Содержанийĕ: ăшах

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: