Сĕнче хули
Сĕнче çыранĕ çӳллĕ,
Çыран тăрри тӳремлĕх,
Тӳремлĕхе тыр акнă,
Ешернĕ вăл сип-симĕс.
Чăш-чаш утса пĕр çиччĕн
Сĕл пуссинче çӳреççĕ,
Темскер тупса сăнаççĕ,
Нихçан курман пуянлăх
Тĕл пулнăн тинкереççĕ:
Чарнаççĕ сывлама та,
Чăл-чал çиçет пит-куçĕ.
Чӳлмек ванчăкĕсем те,
Йĕрĕлчесем те пур-мĕн,
Тупаççĕ шăмăсем те,
Пур тимĕр хатĕр-хĕтĕр.
Çич-сакăр ĕмĕр ĕлĕк
Кунта мĕнле хула-ши
Кун курнă та шавланă?
Тăшман килсе çапсассăн
Епле вĕсем сыхланнă?
Мĕнле асап тӳссе-ши
Тĕм-тĕкĕрех тĕп пулнă?
Пӳлер-Сăвар юлташĕ
Пулнах-тăр çак хуламăр
Тесе пăшăрханатăн.
Хӳме палли юлайнă —
Тĕмеленсе выртать вăл.
Çыруллă чул юпа та
Ун-кун кăштах упраннă,
Унта — "ыр çыннăн" ячĕ.
Чӳлмекĕн ванчăк тĕпĕ,
Иĕрĕлчепе сар шăмă
Тахçан кунта çӳренĕ
Йăх тав-шавне хускатрĕç,
Инçе ертсе каяççĕ
Аваллăх çуле тăрăх.
Пăлхар-Сăвар тăшманĕ
Алхаснă-тăр кунта та.
Тен, çак сăрта хăпарнă —
Тен, пĕрене кустарнă
Вĕсем çине сăварĕ.
Çурт-йĕр, чикме хӳме те
Шарт-шарт! çунса кĕлленнĕ.
Çич ют вут хыптарсассăн,
Çынсем те пĕтнĕ ĕнтĕ,
Вилнех-тĕр чикĕшсе те
Тăшман кулли пулмасăр.
Пинтен пĕри кăна, тен,
Май тупнă хăтăлмашкăн.
Шăпах, тен, вăл пулайнă
Мăн асаттем таврашĕ?..
Шухăшсем
Struggling with low website leads for Ch...
Discover the beauty waiting just for you...
Which keywords and locations do you need...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Your chuvash...
Boost your Chuvash Org website’s traffic...
Why overspend on paid advertising? Our A...
Save money and be sustainable - https://...
Discover the beauty waiting just for you...
Аван ...