Тусăм
Тинех вĕренӳ кунĕсем хыçала юлчĕç. Ур-ра!!! Кану кунĕсем пуçланчĕç. Яла, часрах яла!
Çук, çук, вĕренме юратмасть иккен ку ача тесе ан шутлăр, вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп эпĕ, «4»-сем те питĕ сахал. Ыран чăваш çĕрне, кукаçипе кукамай патне каятăп. Тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ манран аттепе анне, Мускав ачине яла мĕн туртать-ши теççĕ пуль.
Ялта вара мана Тимĕр кăвак тусăм кĕтет. Хуçалăхра ăна пурте Орлик тесе чĕнеççĕ, эпĕ юратса — Тимĕр кăвак. Тусăмпа пĕр-пĕринчен инçетре пурăнатпăр пулсан та çыхăну тытсах тăратпăр, ăслă лаша вăл, тем те пĕлет, тем те курнă, каласа парса тĕлĕнтерет, пĕр кун та канашласа илмесĕр ирттерместпĕр. Тусăмпа çыхăну тытнин никам та шанмасть, пĕррехинче аттепе анне чирлемен-ши тесе тухтăр патне те илсе кайрĕç. Ун хыççăн вара хамăн юратнă тус çинчен никама та каласа памарăм, катăк ăслă тейĕç терĕм.
Аттепе анне билет туянчĕç те автобус çине лартса мана яла ăсатрĕç. Чунăм хĕпĕртет, сăнăм çиçет, чĕрем сикет, часах тусăма куратăп. Урамра çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕсем тăраççĕ, хĕвел юратса тата ачашласа вăрçтарнăн автобус кантăкĕ витĕр пайăркисемпе выляса пырать, хĕртет, куçа хĕстерет, тӳпе янкăр тăрă, кайăксем те ытармалла мар çепĕç юрăсем шăрантараççĕ, çул çинчи йывăçсем пĕрин хыççăн тепри мĕлтлетсе юлаççĕ. Сывлăш уçă, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Мĕнле асамлă вăл чăваш çĕршывĕ!
Патăрьелĕнче мана кукаçипе кукамай кĕтсе илчĕç. Çывăх çынсене курсан чунтанах савăнтăм, ытамласа илтĕм. Машина çине лартăмăр та ялалла вĕçтертĕмĕр. Çул çинче хуçалăхри лашасем çинчен ыйтса пĕлтĕм. Куля тете фермер лашасем ĕрчетет, 100 ытла пуç тытса тăрать. Тĕрлĕ лаша йăхĕсем пур унта: йывăр туртакансем, рыссаксем… Кукамай 20 çул ытла выльăх тухтăрăнче тăрăшать, кукаçи лашасене апат парать, ĕçтерет, тасатать, айĕсене типтерлĕ тытать. Ял çинче кукамайпа кукуçи çинчен чĕлхесĕр янаварсемпе те пĕр чĕлпе тупнă вĕт-ха вĕсем теççĕ.
Сарă хăлă лашана какая ăсатнă иккен, çулĕпе ватăлнă ĕнтĕ, пур-пĕрех шел. Эльбрус урине ыраттарнă, питĕ шухă çак лаша, çутă кăвак тĕслĕ, хитре. Тинтерех çеç кӳлме тытăннă иккен-ха ăна, выляма юратать, машинăран хăраса ĕрĕхсе кайнă та малти урисемпе канава анса кайнă.
— Суранĕ пысăках мар, часах тӳрленет, — лăплантарчĕ мана кукамай. Манăн тусăмăн та часах хăмламалла иккен. Кун пирки вăл мана пĕлтерменччĕ, «парне» тăвас тенĕ пуль. Киле çитсен кăп-кап хыпкаларăм та лаша витине тухса вĕçтертĕм. Çул çинчех шăхăрса сас патăм, Тимĕр кăвак мана хирĕç кĕçенчĕ. Маттур, палларĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсене сывлăх сунтăм та хамăн тусăм патне васкарăм. Пĕр-пĕрне курсан вăйлă савăнтăмăр, эпĕ тусăма вăйлăн çеç ыталаса та илтĕм, савăнăç куççулĕ те тухрĕ. Вăл та маншăн питĕ вăйлă тунсăхланă пулмалла: калаçса пĕтереймест, пуçĕпе тĕккелет, часрах урама уçăлма тухар тет. Куля тетерен ирĕк илтĕм те уçăлма тухрăмăр, хамăр мĕнле паллашнине те аса илтĕмĕр.
Тимĕр кăвака амăшĕнчен питĕ ир уйăрнă, ăна ытти лашасем пекех Украинăран туянса килнĕ. Часах хăнăхман вăл çĕнĕ вырăна, кунĕн-çĕрĕн кĕçеннĕ. Питĕ шухă пулнă, кӳлесси çинчен шухăшлама та пултарайман, чĕвен тăнă, тапнă, тапăртатнă. Хуçа сутса яма та шухăшланă. Кукаçи мана малтанласа ун клетки çывăхне те пыма ирĕк памастчĕ. Майĕпен-майĕпен йăпшăнса тенĕ пек çынсем курман чух çак лаша патне пыма пуçларăм, канихвет те парса пăхрăм — çиет, хăмсармасть, пуçĕнчен те ачашлаттарать. Пĕррехинче эпĕ: — Эх, — тетĕп, — мĕншĕн эсĕ çын пекех калаçма пĕлместĕн-ши? — Пĕлетĕп, манпа анчах никам та калаçмасть, — тет хăйхискер. Кам та пулсан шӳтлет пулĕ тетĕп, лашасем калаçма пултарайманнине питĕ лайăх пĕлетĕп-çке. — Эпех, ку, эпех, — тет хайхискер, — тĕлĕнмелли çук, манăн анне те калаçатчĕ тет. Çавăнтан вара эпир пĕр чĕлхе тупрăмăр. Тимĕр кăвак никампа та урăх калаçмастчĕ, пыртармастчĕ те. Майĕпен эпĕ кӳлме вĕрентĕм. Йĕнĕрлесе тухма тытăнтăмăр. Сахал мар ăмăртса та чупнă, яланах малтаччĕ эпир. Уншăн иксĕмĕр те чунтан савăнаттăмăр. Сахал мар хуйхи те, савăнăçĕ пулнă… Тихине хăйĕнчен уйăрса сутса янине пĕлсен питĕ хуйхăратчĕ, тунсăхлатчĕ. Хальхинче 15- мĕш хут хăмламалла унăн.
Çавăн пекех сисĕнмесĕрех икĕ эрне иртсе кайрĕ. Пĕр ирхине чӳречерен хыттăн килсе шаккарĕç, лаша витин хуралçи иккен. Манăн тусăм хăмлаймасть, тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Часах кукамайпа пĕрле эпĕ те фермалла вĕçтертĕм. Тимĕр кăвак хушка пуçлă тиха туса пачĕ, питĕ хитре, вăр-вар, кăтра хӳри вĕçне пăлтăртаттарать. Анчах та хăй ураланаймарĕ, пиртен уйрăлса кайрĕ. Питĕ кулянтăм, Хушка пуç çеç хуйха майĕпен пусарма пулăшрĕ. Тусăма унăн тихине ура çине тăма пулăшăп тесе сăмах патăм, панă сăмаха тытмаллах. Çывăх тусăма çухатасси питĕ йывăр. Тимĕр кăвакăн йăхне малалла Хушка пуç тăсать. Вăл та амăшĕ пекех калаçма пĕлет, пурнăçа хăнăхса пырать. Манăн кĕçĕн юлташ пулса тăчĕ вăл. Амăшĕнчен те вăйлăрах, хитререх, ăслăрах. Кунпа мар, сехетпе ӳсет тейĕн, икĕ уйăх хушшинчех урхамах пулса тăчĕ, асамлă апат çитеретĕн пуль эсĕ ăна теççĕ. Уçăлма тухсан çичĕ тинĕс леш енне те вĕçсе килеттĕмĕр, тинĕс тĕпĕнчи патшалăхпа та паллашрăмăр, сĕс-сĕм вăрмансене çитсе килтĕмĕр, урхамахсен патшипе те паллашрăмăр, пехил те илтĕмĕр, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттертĕмĕр. Çĕнĕ çĕрсемпе, çынсемпе, чĕр чунсемпе паллашрăмăр, çитмен вырăн хăвармарăмăр. Космăсра та пулса куртăмăр. Çынсем унта та пурăнаççĕ иккен, лашасем те пур. Пирĕн пекех ĕçлеççĕ, ачасем шкула çӳреççĕ, каникулĕ те пур. Чечек çĕршывĕнче мĕнле асамлă, кунта харкашу çук, лăпкăлăх, илемлĕх хуçаланать.
Çуллахи кану кунĕсем пĕр эрне пек сисĕнмесĕрех иртрĕç. Тусăмран, кукаçипе кукамайран пĕртте уйрăлас килмест. Уйрăлу вăраха тăсăлмĕ-ха, Хушка пуç нумайлăха мар пулсан хăнана пырса кайĕ. Çав ĕмĕтпе эпĕ тусăмран, кукаçипе кукамайран уйрăлса автобус çине ларатăп. Аттепе анненене те чĕререн юрататăп-çке.
Тепĕр уйăхран Хушка пуçран ырă хыпар илтĕм: ăна Урхамахсен патшалăхĕн патши пулма шаннă иккен, иккĕленет. Тусăма хавхалантартăм, шанчăка тӳрре кăларма ăнăçу сунтăм. Тепĕр çур çултан мана хăй патне хăнана илсе кайрĕ. Юратăвне тĕл пулнă иккен, çемьере йыш кĕтеççĕ. Тусăмшăн чунтанах хĕпĕртерĕм, вĕсен килĕшĕвне, юратăвне курса пĕр савăнтăм та, пĕр ăмсантăм та. Хушка пуç патша пулнăран чылай улшăну пулса иртнĕ кунта: ватта хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ, çамрăка ăс парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ, йĕри-тавра тирпейлĕх, тасалăх, килĕшӳ, ăнлану хуçаланать. Пĕрне пĕри кĕвĕçесси, ура хурасси çук. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли чылай. Çак ĕмĕтпех хавхаланса Мускава таврăнтăм. Шкул пĕтернĕ хыççăн выльăх тухтăрне вĕрентĕм, пурăна киле профессор ятне те илтĕм. Халĕ эп лашасен чĕлхине çеç мар, пулăсен, кайăксен, дельфинсен, йытăсен чĕлхине те ăнланатăп, анчах та чĕререн нихăçан та Тимĕр кăвакпа Хушка пуç тусăмсем тухмаççĕ, яланах пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ. Мĕнле лайăх çĕр çинче сана ăнланакан тус-юлташ пулсан, хавхалантарсан, пулăшсан. Юлташсем, тус çук пулсан шырар, тупсан упрар, пуррипе савăнар.
Даша (2010-11-07 22:39:00):
Çакăн пек тус пулсан пурăнма та аван пуль. Калав мана килĕшрĕ, маттур, тата та çыр.
Вера Леонидовна (2010-11-09 20:15:52):
Хушка пуçпа пĕрле манăн та таçти-таçти патшалăхсене çитсе курас килсе кайрĕ. Ырă тусран ырă тума хăнăхан.
Хромов (2010-11-09 20:49:27):
Аван, пурнăçра, паллах, пулма пултараймасть, фантастика. Çакăн пек туссем тупас килет, асамлăха эпĕ ĕненетĕп. Çыр, ăнăçу сана.
Антон (2010-11-10 20:57:11):
Ача-пăча валли питĕ лайăх калав, вĕсем чĕр чунсене юратаççĕ, пулса курман çĕре çитсе курасшăн. Лайăх, матур, çыр, вулакансем нумай пулччăр.
Микулай (2010-11-11 11:24:33):
Калав ячĕ вулакана илĕртет, вуласан тус тупас килет, пурин те пирĕн шанчăклă туссем пулччăр. Асамлăха шанар, пĕрне пĕри ырă сунар.
Пике (2010-11-11 12:39:23):
Эх, çакăн пек тус пулсан! Укçасăрах таçта та çитсе курма пулатчĕ пулĕ. Мускав ачи пекех эпĕ те ялшăн тунсăхлатăп, вĕренсе пĕтерсенех яла ĕçлеме килетĕп. Ырă чĕлхене выльăхсем те ăнланаççĕ.
Маринка (2010-11-11 13:05:23):
Калав интереслĕ, ансат вуланать, ырăпа пĕтет. Эпĕ ĕмĕтленме юрататăп, таçта-таçта, çын çитсе курман çĕре çитсе курас килет. Манран профессор пулассийех пулмасть пулĕ те, пурнăçра хам çинчен ыррине çеç хăварасшăн. Çырăр, сирĕн калавăрсене вулакансем те сахал пулмĕç.
Лисук (2010-11-12 14:26:57):
Ăса вĕрентекен калав, шухăша ярать, ансат чĕлхепе çырнă,ача-пăчана килĕшмелле.
Петров (2010-11-12 20:23:49):
"Юлташсем, тус çук пулсан шырар, тупсан упрар, пуррипе савăнар",- тет автор. Тĕрĕс сăмахсем, авторпа эпĕ те килĕшетĕп. Калав интереслĕ, шухăшĕ тарăн, чĕлхи ансат. 2 йăнăш асăрхарăм(компьютерпа пичетленĕ чух кайнисем, анчах вĕсем ĕçе хаклама чăрмантармĕç тетĕп. Ăнăçу сана.
Т.П. Данилова (2010-11-12 21:38:30):
"Сывлăш уçă, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Мĕнле асамлă вăл чăваш çĕршывĕ!"Çапла, çавăнпа юрататпăр та ĕнтĕ эпир ăна. Мăнаçланма пĕлни лайăх. Туссене вара упрама пĕлмелле. Аван, пурте йĕркеллĕ, шырăр,тĕпчĕр,çырăр.
Маттур!!!
Светлана (2010-11-12 22:10:17):
Пурнăçра кирлĕ шухăш пытарăннă калавра.Ырăлăх акас йăлана çумра тус пулсан кăна малалла аталантарма пулать.Маттур!!!Манăн кăмăла кайрĕ.
Таня Садовникова (2010-11-13 09:12:12):
Ачасен чунне тыткăнлакан калав.Мана килĕшрĕ,питĕ лайăх!
С.Садовникова (2010-11-13 09:22:44):
Эпĕ ку калавшăн "пиллĕк" паллăпа кăна мар,тата та çӳллĕрех шайра хаклатăп.Ăса вĕрентекен хайлав.Çакăн пек калавсем кирлĕ те паянхи телевизор умĕнчен кайман ача-пăчана.Маттур,маттур,тепĕр хут маттур!
Жулина (2010-11-13 09:24:53):
Çемьепе пĕрле вуларăмăр, ачасен кăмăлне кайрĕ. Питĕ лайăх, çырăр, вулакансен кăмăлне каякан хайлавсем çыратăр.
Роня (2010-11-13 11:23:38):
Ялта пурăнатăп, Чăваш çĕршывĕ чăннипех те хитре, авторпа килĕшетĕп. Ялти ачасем çут çанталăкпа, чĕр чунсемпе çывăхрах. Калав мана килĕшрĕ.Ачасене те ăса вĕрентет, жюри членĕсем те манпа килĕшеççĕ пулĕ тетĕп. Автора ăнăçу сунатăп.
Катерина (2010-11-13 13:54:25):
С. Садовниковăпа килĕшсе эпĕ те "5" паллăпа хаклатăп калава. Çакăн пек конкурссем ирттерни питĕ лайăх. Вĕрентекен тĕрлĕ конкурссене хутшăнма май тупнине ырламалла çеç, маттур. Çыр, çырас пултарулăх пур сирĕн.
Анатолий (2010-11-13 14:11:32):
Лаша - ăслă чĕр чун, çак чĕр чун çинчен çырнă фантастикăлла хайлав мана питĕ килĕшрĕ, 1-мĕш класа каякан мăнука та килĕшнĕ, вăл та çакăн пек тус тупасшăн. Хайлав чĕлхи ансат, ачасем ăнланмалли чĕлхе. Автор вĕрентекен пулнă май ачасен кăмăлне ăнланни куç кĕрет. Тупăшура ăнăçу сана, лайăх ĕç.
Алина Николаева (2010-11-13 14:14:27):
Этем çутçанталăк пайĕ пулнине шăпах çынпа чĕр чунсем хушшинчи туслăх кăтартать-питĕ лайăх калав!
Кирилл (2010-11-13 14:17:40):
Калав мана килĕшрĕ. 2 хут вуласа тухрăм. Лайăх.
Данил (2010-11-13 14:26:44):
"Тусăм калав мана та килĕшрĕ. Мускав ачин "вăйлă" тус пулнă.
acho-oleg (2010-11-13 18:03:53):
Калав мана килĕшрĕ. Питĕ интереслĕ, тарăн шухăшлă.
Регина Николаева (2010-11-13 18:31:42):
Эпĕ ытти вулакансемпе килĕшетĕп,ыр сăмаха тивĕç!!!
Марина (2010-11-14 09:05:52):
Пĕр вулама тытăнсан,çиелтен кăна пăхса тухма çук ку калава-çавра çил пек çавăрттарса илет унăн илемлĕ чĕлхи,вăйлă шухăшĕ, тарăн содержанийĕ.Пĕр сăмахпа-МАТТУР!
Кристина (2010-11-14 09:09:14):
Эп хам çакăн пек хитре çырма пултараймастăп та,ыттисемшĕн питĕ савăнатăп.Калавĕ,ман шутпа,чăнах та лайăх,мухтамалăх пур.
Августина (2010-11-14 10:00:29):
"Тус" тени мĕн ачаран пирĕнпе.Тен,çавăнпах çак калав мана питĕ килĕшрĕ,кăмăла çĕклерĕ.Ăнăçу сире,Галина Веникова!
Клава (2010-11-14 12:51:20):
Эпĕ пĕррехинче калаври ĕç-пуçа тĕлĕкре курнăччĕ.Çак хайлава вуласан тем чуна çывăх пулчĕ."Алăпа та,урапа та" эпĕ çак калавшăн!
Акчурина (2010-11-14 12:55:43):
Эпĕ кĕскен-Питĕ лайăх калав!!!
Настасья (2010-11-14 13:18:50):
Тепĕр хула ачи яла каяссишĕн кун пек талпăнма мар,куç айĕн "дерёвня" тет те малалла каять.Калаври çамрăк вара ял илемне курма вĕрентет.Çакă питĕ паха.Калав чăнах та лайăххисен шутĕнче!
Натали-сантали (2010-11-14 14:49:03):
Ыттисем каланипе хаваспах килĕшетĕп:)))
Сергей (2010-11-14 14:58:59):
Автора татах та çакăн пек усăллă хайлавсес çырма Турă вăй-хăват парса тăтăр.Шутсăр лайăх ĕç!
Павел (2010-11-14 15:57:43):
Калава вуласа тухнă çынсен шухăшĕпе килĕшсе эпĕ те "питĕ лайăх" паллăпа хаклатăп.
Павел (2010-11-14 15:58:25):
Калава вуласа тухнă çынсен шухăшĕпе килĕшсе эпĕ те "питĕ лайăх" паллăпа хаклатăп.
Мария Владимировна (2010-11-14 16:11:07):
Ачасене вуласа памалли питĕ лайăх калав,ăса та вĕрентет.
Sveta (2010-11-14 16:29:42):
Тĕлĕнмелле аван калав ку!Автора тав сăмахĕ те калас килет ман.
Августина (2010-11-14 16:34:07):
Чуна çывăх калав,туслăх тенине тĕрĕс ăнланма пулăшать.Матуртан та маттур автор!!!
Куля (2010-11-14 16:45:17):
Мĕн ытлашши калаçмалли пур-çӳллĕ шайри калав тесен те йăнăш пулмĕ,ман шутпа.
Олеся (2010-11-14 17:57:36):
Лаша тесен хăпартлансах каятăп,мĕншĕн тесен вăл ман чи юратнă чĕрчун.Автора вара питĕ пысăк ТАВ-çакăн пек чаплă калав çырнишĕн.Чăннипех те маттур,Галина.
Nadya (2010-11-14 18:54:43):
Питĕ интереслĕ калав.Яка вуланать,содержанийĕпе тыткăнлать.
ÐаÑÐ¸Ñ (2010-11-14 18:57:35):
Çак калава вулакансем анчах пур-и? Ыттисене курмаççĕ те тейĕн?
Надежда (2010-11-14 19:15:33):
Çакăн пек Интернет конкурс йĕркелесе тĕрĕс тунă теесшĕн эпĕ. Чăвашсем те маххă памаççĕ, маттур. Калавĕсем, сăввисем, юмахĕсем пурин те лайăх, пурне те "5" лартнă пулăттăм.
Алиса (2010-11-15 08:54:51):
Мана та килĕшрĕ.Темле хăй патне туртакан калав.
Галина Валериевна (2010-11-16 10:52:27):
Калав питĕ тарăн шухăшлă, чĕлхи пуян.Илемлĕх мелĕсемпе анлă усă курнă. Мана килĕшрĕ.Хайлав конкурса çĕнтерессе шанатăп.
Настя (2010-11-16 18:05:49):
Эпĕ те калав çĕнтерессе шанатăп,мĕншĕн тесен тивĕçлĕ.
Настя (2010-11-16 18:05:49):
Эпĕ те калав çĕнтерессе шанатăп,мĕншĕн тесен тивĕçлĕ.
Admin (2010-11-20 17:28:50):
Калав пуçламăшĕ лайăх. Вырăн та памалла пулĕ тесеччĕ... Анчах та вĕçнелле пĕтĕмпех пăсăлса кайрĕ: енчен те малтан тĕп сăнар Тимĕр кăвак пулчĕ пулсан, вĕçнелле Хушка пуç мала тухса тăчĕ. Лайăх, хĕллехи тăрă шыв евĕр шăнкăртатса юхакан калав вĕçнелле пĕтĕмпех пăтранса пĕтрĕ :( Фантастика пайне хушни ют пулса тухнă пулĕ тесе шутлатăп.
Катерина (2010-11-20 22:23:54):
Мана ку ыттисене пекех çак калав килĕшрĕ.Çакă пек тус пулсан пурăнма та çăмăл.
Саша (2010-11-23 17:19:07):
Çак калав ман чуна хускатрĕ. Чĕререн тухакан сăмахсем кăмăла çĕклеççĕ,хама тăван ял сывлăмне сывласа илнĕ пекех туйрăм.
Петровна (2010-11-23 18:48:43):
Маттур! Пултаратăн! Ăнăçу сунатăп!
Сашук Милек (2010-11-23 20:03:10):
Очень красиво, отличный друг,дружищще:) спасибо.
Admin (2010-11-23 20:23:52):
Сашук, вырăсла çырнисене йышăнмастпăр.
АЛИНУК (2010-11-23 23:00:19):
ПИТĔ ЛАЙĂХ ХАЙЛАВ...ÇИТМЕНЛĔХСЕМ ПУРРИНЕ ПУР,КĂШТАХ ТӲРЛЕТСЕССĔН "5" ПАЛЛĂПА ХАКЛАМА ЮРАТЬ...ХАКЛАМАЛЛА ТА ТЕСЕ ШУТЛАТĂП.ХАЙЛАВ АВТОРĔ ПИТĔ ПУЛТАРУЛЛĂ,АЧАСЕНЕ ЮРАТАКАН,ТУСЛĂХ МĔННЕ ПĔЛЕКЕН ÇЫН ПУЛНИ ПАЛĂРАТЬ.МАТТУР,МАЛАЛЛА ТА ПИРЕ ХАЙЛАВСЕМ ÇЫРСА САВĂНТАРАССА ШАНАТĂП!
Екатерина Малова (2010-11-23 23:39:45):
Чăвашла конкурссем пурри питĕ савăнтарать.Чăваш чĕлхи малалла аталанать апла. Мана çак хайлав питĕ килĕшрĕ - интереслĕ тата вăл çăмăл вуланать...
Сашук Милек (2010-11-24 01:41:08):
Пите хитре çырнă.Кунпек тус-пурне те тус :)) тавтапуç.
Лариса Данилова (2010-11-24 10:55:45):
Admin профессионал куçĕпе хаклть пулас. Мана, ахаль вулакана, калав килĕшрĕ, ачасене ăса вĕрентет.
Лариса.Д. (2010-11-24 20:18:12):
Мана"Тусăм"калав питĕ килĕшрĕ.
Олег.Д. (2010-11-24 20:25:37):
"Тусăм"калав питĕ кăмăла кайрĕ,тавтапуç Галина Веникована çавăнпек калав çирса кăларнăшăн:)
Алексей.Д. (2010-11-24 20:28:34):
"Тусăм"калава вуласа тухрăм вăл мана питĕ килĕшре.
Татьяна Д (2010-11-24 20:37:41):
Вуласа тухрăм телĕнмелле ăслă çин çырнă кăна.малала та çырма ăнăçу сунатăп.
александр (2010-11-24 23:54:34):
питĕ лайăх калав,вăл мана питĕ килешет.