Тинех вĕренӳ кунĕсем хыçала юлчĕç. Ур-ра!!! Кану кунĕсем пуçланчĕç. Яла, часрах яла!
Çук, çук, вĕренме юратмасть иккен ку ача тесе ан шутлăр, вĕренӳре «5» паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыратăп эпĕ, «4»-сем те питĕ сахал. Ыран чăваш çĕрне, кукаçипе кукамай патне каятăп. Тĕлĕнсе пĕтереймеççĕ манран аттепе анне, Мускав ачине яла мĕн туртать-ши теççĕ пуль.
Ялта вара мана Тимĕр кăвак тусăм кĕтет. Хуçалăхра ăна пурте Орлик тесе чĕнеççĕ, эпĕ юратса — Тимĕр кăвак. Тусăмпа пĕр-пĕринчен инçетре пурăнатпăр пулсан та çыхăну тытсах тăратпăр, ăслă лаша вăл, тем те пĕлет, тем те курнă, каласа парса тĕлĕнтерет, пĕр кун та канашласа илмесĕр ирттерместпĕр. Тусăмпа çыхăну тытнин никам та шанмасть, пĕррехинче аттепе анне чирлемен-ши тесе тухтăр патне те илсе кайрĕç. Ун хыççăн вара хамăн юратнă тус çинчен никама та каласа памарăм, катăк ăслă тейĕç терĕм.
Аттепе анне билет туянчĕç те автобус çине лартса мана яла ăсатрĕç. Чунăм хĕпĕртет, сăнăм çиçет, чĕрем сикет, часах тусăма куратăп. Урамра çĕртме уйăхĕн ăшă кунĕсем тăраççĕ, хĕвел юратса тата ачашласа вăрçтарнăн автобус кантăкĕ витĕр пайăркисемпе выляса пырать, хĕртет, куçа хĕстерет, тӳпе янкăр тăрă, кайăксем те ытармалла мар çепĕç юрăсем шăрантараççĕ, çул çинчи йывăçсем пĕрин хыççăн тепри мĕлтлетсе юлаççĕ. Сывлăш уçă, хыр шăрши сăмсана кăтăклать. Мĕнле асамлă вăл чăваш çĕршывĕ!
Патăрьелĕнче мана кукаçипе кукамай кĕтсе илчĕç. Çывăх çынсене курсан чунтанах савăнтăм, ытамласа илтĕм. Машина çине лартăмăр та ялалла вĕçтертĕмĕр. Çул çинче хуçалăхри лашасем çинчен ыйтса пĕлтĕм. Куля тете фермер лашасем ĕрчетет, 100 ытла пуç тытса тăрать. Тĕрлĕ лаша йăхĕсем пур унта: йывăр туртакансем, рыссаксем… Кукамай 20 çул ытла выльăх тухтăрăнче тăрăшать, кукаçи лашасене апат парать, ĕçтерет, тасатать, айĕсене типтерлĕ тытать. Ял çинче кукамайпа кукуçи çинчен чĕлхесĕр янаварсемпе те пĕр чĕлпе тупнă вĕт-ха вĕсем теççĕ.
Сарă хăлă лашана какая ăсатнă иккен, çулĕпе ватăлнă ĕнтĕ, пур-пĕрех шел. Эльбрус урине ыраттарнă, питĕ шухă çак лаша, çутă кăвак тĕслĕ, хитре. Тинтерех çеç кӳлме тытăннă иккен-ха ăна, выляма юратать, машинăран хăраса ĕрĕхсе кайнă та малти урисемпе канава анса кайнă.
— Суранĕ пысăках мар, часах тӳрленет, — лăплантарчĕ мана кукамай. Манăн тусăмăн та часах хăмламалла иккен. Кун пирки вăл мана пĕлтерменччĕ, «парне» тăвас тенĕ пуль. Киле çитсен кăп-кап хыпкаларăм та лаша витине тухса вĕçтертĕм. Çул çинчех шăхăрса сас патăм, Тимĕр кăвак мана хирĕç кĕçенчĕ. Маттур, палларĕ.
Хуçалăхра ĕçлекенсене сывлăх сунтăм та хамăн тусăм патне васкарăм. Пĕр-пĕрне курсан вăйлă савăнтăмăр, эпĕ тусăма вăйлăн çеç ыталаса та илтĕм, савăнăç куççулĕ те тухрĕ. Вăл та маншăн питĕ вăйлă тунсăхланă пулмалла: калаçса пĕтереймест, пуçĕпе тĕккелет, часрах урама уçăлма тухар тет. Куля тетерен ирĕк илтĕм те уçăлма тухрăмăр, хамăр мĕнле паллашнине те аса илтĕмĕр.
Тимĕр кăвака амăшĕнчен питĕ ир уйăрнă, ăна ытти лашасем пекех Украинăран туянса килнĕ. Часах хăнăхман вăл çĕнĕ вырăна, кунĕн-çĕрĕн кĕçеннĕ. Питĕ шухă пулнă, кӳлесси çинчен шухăшлама та пултарайман, чĕвен тăнă, тапнă, тапăртатнă. Хуçа сутса яма та шухăшланă. Кукаçи мана малтанласа ун клетки çывăхне те пыма ирĕк памастчĕ. Майĕпен-майĕпен йăпшăнса тенĕ пек çынсем курман чух çак лаша патне пыма пуçларăм, канихвет те парса пăхрăм — çиет, хăмсармасть, пуçĕнчен те ачашлаттарать. Пĕррехинче эпĕ: — Эх, — тетĕп, — мĕншĕн эсĕ çын пекех калаçма пĕлместĕн-ши? — Пĕлетĕп, манпа анчах никам та калаçмасть, — тет хăйхискер. Кам та пулсан шӳтлет пулĕ тетĕп, лашасем калаçма пултарайманнине питĕ лайăх пĕлетĕп-çке. — Эпех, ку, эпех, — тет хайхискер, — тĕлĕнмелли çук, манăн анне те калаçатчĕ тет. Çавăнтан вара эпир пĕр чĕлхе тупрăмăр. Тимĕр кăвак никампа та урăх калаçмастчĕ, пыртармастчĕ те. Майĕпен эпĕ кӳлме вĕрентĕм. Йĕнĕрлесе тухма тытăнтăмăр. Сахал мар ăмăртса та чупнă, яланах малтаччĕ эпир. Уншăн иксĕмĕр те чунтан савăнаттăмăр. Сахал мар хуйхи те, савăнăçĕ пулнă… Тихине хăйĕнчен уйăрса сутса янине пĕлсен питĕ хуйхăратчĕ, тунсăхлатчĕ. Хальхинче 15- мĕш хут хăмламалла унăн.
Çавăн пекех сисĕнмесĕрех икĕ эрне иртсе кайрĕ. Пĕр ирхине чӳречерен хыттăн килсе шаккарĕç, лаша витин хуралçи иккен. Манăн тусăм хăмлаймасть, тухтăр пулăшăвĕ кирлĕ. Часах кукамайпа пĕрле эпĕ те фермалла вĕçтертĕм. Тимĕр кăвак хушка пуçлă тиха туса пачĕ, питĕ хитре, вăр-вар, кăтра хӳри вĕçне пăлтăртаттарать. Анчах та хăй ураланаймарĕ, пиртен уйрăлса кайрĕ. Питĕ кулянтăм, Хушка пуç çеç хуйха майĕпен пусарма пулăшрĕ. Тусăма унăн тихине ура çине тăма пулăшăп тесе сăмах патăм, панă сăмаха тытмаллах. Çывăх тусăма çухатасси питĕ йывăр. Тимĕр кăвакăн йăхне малалла Хушка пуç тăсать. Вăл та амăшĕ пекех калаçма пĕлет, пурнăçа хăнăхса пырать. Манăн кĕçĕн юлташ пулса тăчĕ вăл. Амăшĕнчен те вăйлăрах, хитререх, ăслăрах. Кунпа мар, сехетпе ӳсет тейĕн, икĕ уйăх хушшинчех урхамах пулса тăчĕ, асамлă апат çитеретĕн пуль эсĕ ăна теççĕ. Уçăлма тухсан çичĕ тинĕс леш енне те вĕçсе килеттĕмĕр, тинĕс тĕпĕнчи патшалăхпа та паллашрăмăр, сĕс-сĕм вăрмансене çитсе килтĕмĕр, урхамахсен патшипе те паллашрăмăр, пехил те илтĕмĕр, вăхăта усăллă та интереслĕ ирттертĕмĕр. Çĕнĕ çĕрсемпе, çынсемпе, чĕр чунсемпе паллашрăмăр, çитмен вырăн хăвармарăмăр. Космăсра та пулса куртăмăр. Çынсем унта та пурăнаççĕ иккен, лашасем те пур. Пирĕн пекех ĕçлеççĕ, ачасем шкула çӳреççĕ, каникулĕ те пур. Чечек çĕршывĕнче мĕнле асамлă, кунта харкашу çук, лăпкăлăх, илемлĕх хуçаланать.
Çуллахи кану кунĕсем пĕр эрне пек сисĕнмесĕрех иртрĕç. Тусăмран, кукаçипе кукамайран пĕртте уйрăлас килмест. Уйрăлу вăраха тăсăлмĕ-ха, Хушка пуç нумайлăха мар пулсан хăнана пырса кайĕ. Çав ĕмĕтпе эпĕ тусăмран, кукаçипе кукамайран уйрăлса автобус çине ларатăп. Аттепе анненене те чĕререн юрататăп-çке.
Тепĕр уйăхран Хушка пуçран ырă хыпар илтĕм: ăна Урхамахсен патшалăхĕн патши пулма шаннă иккен, иккĕленет. Тусăма хавхалантартăм, шанчăка тӳрре кăларма ăнăçу сунтăм. Тепĕр çур çултан мана хăй патне хăнана илсе кайрĕ. Юратăвне тĕл пулнă иккен, çемьере йыш кĕтеççĕ. Тусăмшăн чунтанах хĕпĕртерĕм, вĕсен килĕшĕвне, юратăвне курса пĕр савăнтăм та, пĕр ăмсантăм та. Хушка пуç патша пулнăран чылай улшăну пулса иртнĕ кунта: ватта хисеплеççĕ, тĕслĕх вырăнне хураççĕ, çамрăка ăс парса пурнăç çулĕ çине кăлараççĕ, йĕри-тавра тирпейлĕх, тасалăх, килĕшӳ, ăнлану хуçаланать. Пĕрне пĕри кĕвĕçесси, ура хурасси çук. Пирĕн вĕсенчен вĕренмелли чылай. Çак ĕмĕтпех хавхаланса Мускава таврăнтăм. Шкул пĕтернĕ хыççăн выльăх тухтăрне вĕрентĕм, пурăна киле профессор ятне те илтĕм. Халĕ эп лашасен чĕлхине çеç мар, пулăсен, кайăксен, дельфинсен, йытăсен чĕлхине те ăнланатăп, анчах та чĕререн нихăçан та Тимĕр кăвакпа Хушка пуç тусăмсем тухмаççĕ, яланах пурнăçра хавхалантарса пыраççĕ. Мĕнле лайăх çĕр çинче сана ăнланакан тус-юлташ пулсан, хавхалантарсан, пулăшсан. Юлташсем, тус çук пулсан шырар, тупсан упрар, пуррипе савăнар.