Пинерпи
Иртенпех паян Ваçук
Пуçне уснă, кăмăл çук.
Сывмарланнă ун лаши —
Çывăх тусĕ Пинерпи.
Ак, йĕнерчĕк, урапи,
Пĕкĕ, вăрăм тилхепи…
Кирлĕ мар паян вĕсем
Пинерпин çук вăйĕсем.
— Тухтăр килĕ, ак, халех, —
Тет Ваçук, кăшт йĕререх, —
Сана пулĕ çăмăлрах
Вăл эмел парсассăнах.
Урхамах пуçне ухать,
Хăй ăнланнăн туйăнать.
Мăйĕнчен шăлать хуçи
Вăркăшса илет çилхи.
Тухтăр васкаса кĕрет,
Пинерпи патне çитет.
Питĕ тимлĕн сăнаса
Хушса калать Ваçука:
— Ак, эмел, пур ман кунта
Пит аван пулăшмалла,
Ан йĕрсем, — тет ачана, —
Вăл сывалě хăвăртах.
Эмелне Ваçук илет,
Тухтăра тимлĕн итлет.
Тăрăшса пăхать тусне
Халь текех усмасть пуçне.
Пинерпи тапăртатать.
(Тен, çапла вăл тав тăвать?)
Савăнса тăрать Ваçук,
Ут сывалнă хуйхă çук.
Альбина Александровна (2010-11-18 19:25:21):
Сăвви питех те янăравлă,мана питĕ килĕшрĕ
Зайцев П Н (2010-11-18 22:23:45):
Кĕтне тăрăхĕнчи хĕрсенче нумай талант пытаннă.Çапла шутлатăп.малалла та тăрăшса çыр!!!
Анна Ильинична (2010-11-19 14:25:36):
Сăвă питĕ кăмăла кайрĕ. Конкурс темипе килĕшсе тăрать. Алина, санра пулас поэт чĕри тапать.
Николай Анатольевич (2010-11-20 16:06:36):
Сăвва питĕ илемлĕ сăмахсемпе çырнă. Алинăна малалла та ăнăçу сунатăп.
Татьяна Станиславовна (2010-11-21 11:33:41):
Алина, эсĕ сĕре маттур çыравçă. Санăн сăвву янăравлă, чуна пырса тивет. Пĕчĕк вулакансене чĕр чунсене юратма, упрама вĕрентет.
Сергей (2010-11-22 16:34:00):
Сăвă питĕ килĕшрĕ. Пăхмасăр вĕренес килчĕ, аннене те вулаттартăм.
коля тимофеев (2010-11-22 21:02:27):
пИТĕ ИЛЕМЛĕ...
мАНА ПИТĔ КИЛĕçРĕ))*
Валентина Николаевна (2010-11-22 23:09:35):
Алина, эсĕ питĕ маттур! Малалла та тăрăш!
коля иванов (2010-11-23 18:00:56):
мана ку сăвă питĕ килĕшрĕ.Алина эсĕ питĕ матур.Малалла та çампек лайăх сăвăсем çыр...
Юля Архипова (2010-11-23 19:49:32):
Алина питĕ маттур хĕр ача. Санăн сăвă мана питĕ килĕшрĕ. малалла та çавăн пек лайăх çыр.
Андрей Иванов (2010-11-23 20:42:23):
Алина питĕ лайăх сăвăсем çырать
Дима Васильев (2010-11-24 18:19:17):
Питĕ крутой сăвă!!!!!!!!!!!!!!!!!!1
Дима Васильев (2010-11-24 18:19:26):
Питĕ крутой сăвă!!!!!!!!!!!!!!!!!!
ГАЛИНА РУССКОВА (2010-11-24 19:14:09):
пите сава килешре!!))маттур)))
ГАЛИНА РУССКОВА (2010-11-24 19:14:10):
пите сава килешре!!))маттур)))
Татьяна (2010-11-25 15:02:10):
питĕ лайăх сăвă! Хам пекех маттур çырнă
Лена (2010-11-25 15:04:22):
Чуна пырса тивекен сăвă. Эсĕ чĕр чунсене юратни тӳрех курăнать. Мухтавлă!
Оля (2010-11-25 15:11:53):
Алина, эсĕ сăвва питĕ хитре шăрçаланă. Парнене тивĕç
Лера (2010-11-25 15:21:04):
Маттур Алина! малалла та çавăн пекех çыр)))))
Карина (2010-11-25 16:45:54):
Алинон совви мана пите килешре. Малалла та сакон пекех сыр)))
Карина (2010-11-25 16:50:08):
Алинон совви мана пите килешре. Малалла та сакон пекех сыр)))
Надежда Александрова (2010-11-25 21:31:14):
Алина питĕ маттур.Ăнăçусем сана!!!
Валерий Нарсов (2010-11-26 10:38:54):
Автор ятлă-сумлă поэтран кая мар çырнă. Маттур, Алина - пултарулăха ӳстерсех пыр.