Тĕлĕнтермĕш лаша


Хĕвел тухайман-ха. Шурăмпуç шупăрне сиреймен ирхи тӳпе ăна кĕтсе илме хатĕрленет. Ыйхăран вăраннă çынсем ĕçе васкаççĕ.

Анюк паян кăвак çутăллах ура çинче. Эрне каялла чирлесе ӳкнĕ амăшĕн сывлăхĕ хавшаса пыни унăн ыйхине вĕçтерчĕ. Вăл хăвăрт тумланчĕ те тухтăр патне васкарĕ. Чупнă евĕр утрĕ.

Тухтăр хĕрарăма пăхнă хыççăн хăрушă хыпар пĕлтерчĕ: «Сирĕн аннĕр питĕ йывăр чирленĕ, унăн пурăнас кунĕсем шутлă кăна юлнă». Ку хыпар Анюка чукмарпа пуçран çапнă пекех пулчĕ. Унăн амăшĕ хайсене, Анюкпа пĕчĕк йăмăкне çак çĕр çине тăлăххăн тăратса хăварма пултарнине ĕненес килмерĕ. Мĕнле пурăнĕç-ха вĕсем малашне?

Хĕрача куççульне шăлмасăрах урама тухса чупрĕ. Хăй ăçталла чупнине ăнланмасăрах чупрĕ те чупрĕ. Юлашкинчен вăйĕ пĕтсе килнипе çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ. Пĕр вăхăт тăн çухатнă пек пулчĕ…

Анюк хăйне такам ачашшăн тĕртнипе куçне уçса пуçне çĕклесе пăхрĕ. Ун умĕнче юпах тиха тăрать. Хăйĕн савăнăçлă куçĕпе хĕрача çине пăхать. «Атя манпа пĕрле выляма. Пăх-ха, пирĕн таврара мĕн тери илемлĕ тĕнче!». Анюкăн куçĕнчен куççуль юхса анчĕ. «Маншăн савăнăçлă кунсем пĕтрĕç пулĕ. Аннесĕр пурăнаймастăп эпĕ». Хĕрача хăйĕн инкекĕ пирки тихана каласа пачĕ. «Мĕнле-ха капла? — тĕлĕнчĕ «чĕлхесĕр янавар». — Ку тĕрĕс мар. Çĕр çинчи кашни ачан амăшĕ пулмалла. Манăн анне — асамçă лаша. Ăна чĕнем-ха. Вăл сана пулăшатех». Тиха вăрăммăн кĕçенсе илчĕ.

Сасартăк тавралăх çуталса кайрĕ. Таврари йывăçсен çулçисем çинче хĕвел пайăркисем пĕр-пĕринпе ăмăртмалла сиккелесе выляма тытăнчĕç. Курăк çинчи сывлăм пĕрчисем ахах евĕр ялтăртатма тытăнчĕç. Çывăхрах илемлĕ кайăк юрă шăрантарни илтĕнет. Нумай та вăхăт иртмерĕ, шăнкăрав сасси илтĕнсе кайрĕ. Анюк çӳлелле пăхрĕ те тĕлĕннипе хытса кайрĕ. Ун патне уйăх евĕр çутă лаша çывăхарать иккен. Урхамах мăйĕ çинче хаклă чулран тунă шăнкăрав йăлтăртатса илемлĕн сас парать. Ут хĕрача çывăхнех пычĕ. «Хĕрĕм, эпĕ санăн аннӳне вилĕмрен епле хăтармаллине пĕлетĕп. Акă сана асамлă шыв. Аннӳне çак шыва ĕçтер. Вара вăл сывалĕ». Асамçă лаша куçран çухалчĕ. «Куратăн-и, манăн анне килни тавралăха епле çутатса ячĕ? Ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ: «Анне çути — хĕвел çути», — тесе, — сăмах хушрĕ тиха. — Ан кулян, санăн аннӳ сывалĕ. Йăмăкăрпа иксĕр те малашне ман пекех телейлĕ пулатăр. Мĕншĕн тесен пирĕн аннесем пур»…

Хĕрача куçне уçрĕ. Вăл уйра выртать иккен. Тавралла пĕр йывăç та çук. Тĕлĕк пулчĕ-ши ку? Анчах та алăра шыв тултарнă савăт пур. Анюк нумай шутласа тăмарĕ, хăвăртрах ура çине тăчĕ те килнелле чупрĕ. Амăшне савăтри шыва ĕçтерчĕ. Чăнах та, çакăн хыççăн амăшĕ кунран кун самайланса пычĕ те сывалчĕ. Анюк çĕр çинче тĕлĕнтермĕшсем пуррине ĕненчĕ.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


albi (2010-11-08 17:42:29):

Ку хайлава вуласан çĕр çинче асамлăх чăнахах та пур иккенне ĕненетĕн.Мана юмах килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Андрей (2010-11-08 17:53:42):

Маттур, Мария! Малалла та çакăн пек "çутă" калавсем çыр.

 

Валентина (2010-11-10 18:07:40):

Аннесĕр пурнăç çук çав. Питĕ ырă шухăшлă калав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: