«Утă уйăхĕ...»
Утă уйăхĕ... Хĕвеллĕ
Çут тĕнче çиçет.
Пур енче те куç кĕретлĕ
Пурăнăç вĕрет.
Улăх тăрăх ĕçлĕ халăх
Утă хатĕрлет:
— Çиттĕр, — теççĕ, — хĕл каçмалăх, —
Хăлхана кĕрет.
Кӳл хĕрне шыв ĕçме анчĕ
Çывăхри кĕтӳ.
Шыв ăшне кĕрсе лăпланчĕ
Пиçнĕрен ӳт-пӳ.
Ах, анчах шăна-пăванĕ
Ут-пĕве çурать.
Хӳтленсе ĕне ăравĕ
Çума çум тăрать.
Вăхăт иртрĕ... вăхăт шурĕ...
Иртрĕ кăнтăр ен.
Ĕнесем тапранчĕç, курăк
Çимелле вĕсен.
Умлă-хыçлă шывран тухрĕç
Шăппăн ĕнĕрсе.
Кай енне вăраххăн утрĕç
Шăрăхран сĕнксе.
Хӳресем кăна выляççĕ
Ĕнесен ку кун.
Пăвансем вăйпах лараççĕ —
Ĕçмеллех вĕт юн.
Ĕнесем хӳре тăратрĕç,
Кайрĕç ĕрĕхсе:
Пĕр самант — куçран çухалчĕç
Вĕтлĕхе кĕрсе.
Сĕрлекен шăна-пăванĕ
Вĕçрĕ йĕрлесе.
Урлă-пирлĕ, каллĕ-маллĕ
Çиçĕм пек çиçсе.
Хыççăнах кĕтӳ ачийĕ
Чупрĕ вĕтлĕхе —
Юн ĕмен пăван картийĕ
Татрĕ канлĕхе.
Улăхри çын асăрхарĕ
Тарнă кĕтĕве.
Хăй вара çапла каларĕ
Хăлхана кĕме:
— Эй, эккей! Кĕтӳ çухалчĕ
Тăратса хӳре...
Хӳре вăл ĕне çуначĕ
Ĕрĕх кĕтӳре.
Çĕрĕм-шывăм, вĕтлĕх-улăх
Ытлă тăван ен.
Ку вăл пурлăх, пурлăх-тулăх
Пуçтарса илсен.
Утă, 2000.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...