Тĕлĕнмелле тĕлĕк
Тахăш тунтикун тĕлĕк тĕллентĕм. Тĕлĕнтермĕш тĕк тĕлĕнтермĕш!
…Тамара тата Таиç тантăшăмсемпе тĕнчене тухас терĕмĕр. Такси тытрăмăр та тĕрлеттертĕмĕр. Темрен те тĕлĕнтĕмĕр: тем тăршшĕ тусенчен, талккишпех тăсăлакан тайгасенчен, тем тарăнăш тинĕссенчен, тăманлă тундрăран… Тăлăп тăхăнса та тарларăмăр, туфлипе тротуарсем тăрăх та так-так! таклаттартăмăр, тайфуна та тӳсрĕмĕр.
Тăватă талăкран тăван тавралăхшăн та, тăвансемшĕн те тунсăхларăмăр. «Ту-54»-па таврăнас терĕмĕр. Тӳпенелле тинкерсе тăратпăр.
Тăрук тавралăх тĕттĕмленчĕ. Тӳпере темскер тăкăртатать. Тимлĕрех тинкертĕм те:
— Тĕлĕнмелле турилкке! — терĕм тĕлĕнсе.
Таиç темшĕн ташлама тытăнчĕ, Тамара темпе тăрăнтарнăн тӳрех тӳплетрĕ.
Тĕрлĕ тĕслĕ «турилкке» тепĕртакран тăп тăчĕ. Тăрринчен такам тухрĕ: тăсланкăскер, тимĕрскер. Те тус, те тăшман. Те тармалла, те тăхтамалла. Темле тусан тĕрĕс. Тăнлав тӳнклетет те тӳнклетет. Тăсланкă таврана тинкерчĕ те Тамарăна туйипе тĕллерĕ. Тарçисем таплаттарса тухрĕç, тусăма тытрĕç те, «турилкке» тарчĕ.
Таиç тăр-тăр-тăр-р! туса тăрать.
— Телее, тивмерĕç, — тет.
Тусăмпа такăна-такăна тартăмăр.
…Тепĕр тăхăр талăкран Тамарăна тăрук театрта тĕлпултăм.
— Тусăм, тăнла, тем те тӳсрĕм, — терĕ театртан тухсан.
«Турилккери» тăсланкă Тамарăна тӳрех тиха тунă та тăвар турттаратăн тенĕ. Тапăра тĕттĕмленсен тин таврăннă. Тăсланкă тăтăшах тихаран тăрăхланă, тăварпа тăрантарнă. Тиха тулли тиеве тапаçланса туртнă, тертленнĕ. Тапхăр-тапхăр тарас та тенĕ. Тиха тепĕртакран тăнкăл-танкăл танкканă, тӳнме тытăннă. Тахçанччен тӳсме тиветчĕ-тĕр тихана. Тăватмине тăкăрлăкран тĕрĕллĕ, тĕлĕнмелле тăрантас тăкăртаттарса тухнă. Тăватă тап-таса тиха таканĕсемпе тапăртатса тăнă. Тилхепине тухьяллă, тимĕр тумлă тĕкĕрçĕ тытнă.
— Тпру-у! — тенĕ тарăхса. Тихисем тап тăнă.
— Тăмсай! — тенĕ тухьялли тăсланка. — Тур тихине тертлентеретĕн, тăрлавсăрскер! Тем тесен те тăну тарнă!
Тăсланкă тилмĕрме тытăннă, тӳрленетĕп тенĕ. Тухьялли тăнламан. Тăсланка тĕве тунă та тиев турттар тенĕ. Тăват талăкшар тумламсăр тӳсетĕн тенĕ. Тĕве тек тавлашса тăман, таçталла танкканă.
Тамара (тиха) тем тĕрлĕ тайăлса тав тума тытăннă, тăван таврана таврăнасчĕ тенĕ. Тухьялли тиха тăванĕсемшĕн тунсăхланине тавçăрнă, тек тытса тăман.
Тепĕртакранах тиха тăван таврашра тăнă та. Тамара тин тулли телейлĕ. Тăвансем, туссем — тĕпелте!
Тӳн-тӳн-тӳн! тутарнипе тĕлĕк татăлчĕ. Таиç тусăм тӳнклеттерет.
— Тавай, тăр! Тамарăсем тиха туяннă. Тапăртатать, тулхăрать тата тем те тăвать, тупата туршăн! — тет.
Тен, тĕлĕкĕм тăсăлать?..
Admin (2010-11-15 19:24:24):
Маттур Нина! Пĕр саспаллирен пуçланакан сăмахсене усă курса çакăн пек çыхăнуллă та илемлĕ хайлав калăплама пултарнă!