«Тĕлĕкре курсассăн, хĕрĕм...»


Тĕлĕкре курсассăн, хĕрĕм,

Щурă урхамах, —

Ан васка, тытма, ан хĕрĕн, —

Вăл тупать хăвнах?

Пирĕн çурт тавра вăл çӳрĕ

Кăнтăрла, çĕрле,

Пахчана сухалĕ-сӳрĕ

Пирĕнпе пĕрле?

Çилкĕçне вĕçтерĕ меллĕн

Кукленсе ларса?

Пулĕ ăмăрĕ илемлĕ,

Тăмĕ шăмарса?

Ан тытсамччĕ, ан кассамччĕ

Хӳхĕм хӳрене?

Эс, пĕлсемччĕ: çавă каччă

Саншăн çуннине?

Çилкĕç пĕрчине те имĕш

Юрамасть çăлма?

Шурă урхамах тек килмĕ?

Çĕрĕм, пĕл, савма!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Нина Леонтева (2010-11-15 04:35:23):

Илемлĕ хайлав. Чуна пырса тивет

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Никита (2010-11-17 22:28:23):

Маттур, Люба аппа. Тавтапуç илемлĕ сăвăшăн

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Настя Иванова (2011-06-07 00:21:07):

Тарăн шухăшлă сăвă, чĕлхи яка, сăнарлă, витĕмлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: