«Улма-чăпар лашине...»
Улма-чăпар лашине
Утланăттăм ирпелен, —
Анчах йĕвен пулмарĕ
Учĕ лăпкă тăмарĕ?
Ĕç лашине кӳлнĕ чух
Ăйăр тапрĕ хăтама,
Мĕншĕн пирĕн ăрăс çук
Е сутам ку лашама
Йӳрĕк лаша йăрăскер,
Чăхăм лаша чăхăмăç?
Ман тус усăк кутлăскер,
Ăçтан тупам çăлăнăç!
Юмах юпа тăрринче,
Юпах вăрман тăрринче?
Ăйăр хăмăтсăр пулсан —
Сăлăпран тарать тухса?
Виç пар лаша кӳлнĕрен
Мухтанасшăн пултăн-им
Тупрĕç сана кӳлĕрен,
Тилхепесĕр пултăн-им
Акă тухрĕ Юланут,
Лаши чуман, кутăнскер?
Чăхăмламин пĕреххут?
Е арçынĕ Чуххăмскер?
Лаша-турта хушшинче,
Пĕтĕм ĕçре пăравур?
Çумри мăшăр çумĕнче
Çамрăк арăм, ай, маттур!
Кĕрĕ лаша вăйлине
Кам пĕлмест-тĕр ку чухне?
Пултаратни йĕвенне
Тăхăнтарма ун мăйне?
Кӳлтĕм чаплă ăйăра,
Тултăм тăванпа туйра,
Хырăмсалăхсăр киле
Халĕ епле çитмелле?
Тилхепине хăварман,
Хăмăт-пăяв таврашне
Вăрă-шаккур хăраман
Йĕнерчĕкне те илме!
Нина Леонтьева (2010-11-15 04:31:25):
Питĕ кăсăклă, илемлĕ ĕç. Мана килĕшрĕ. Авалхи чăваш юррине аса илтерет