Тĕлĕнмелле тĕлпулу
Çуллахи каникулăн ытларах пайне Атнер ялан кукамăшĕ пурăнакан ялта ирттерет. Кăçал та юлашки шăнкăрав хыççăн унăн куçĕ умне Чăрăшкасси ялĕнчи улăх-çаран, çырма-çатра, аслă вăрман, инçетренех çуталса выртакан пĕве яр уççăн тухса тăчĕç.
Чăрăшкассинче кукамăшĕ пĕчченех пурăнать, çавăнпах мăнукне чăтăмсăррăн кĕтет. Сĕт-çупа, кукăль-пӳремечпе сăйласах тăрать ăна. Пĕртен-пĕр мăнукĕ те парăмра юлмасть: пахчари йăрансене çум курăкран тасатсах тăрать, çырмари шăнкăр-шăнкăр юхакан çăлтан шыв ăсса килет, ĕнепе виçĕ сурăх валли хĕл каçмашкăн утă хатĕрлеме пулăшать… Пушă вăхăтра вара кӳршĕри Хĕлип пиччен хушка çамкаллă лашине пĕве хĕррине илсе анать, унпа тахçантанпах пĕлекен çын пек юмахлать. Юратать Атнер лашасене. Сăвă та çырнăччĕ вăл урхамаха халалласа:
Ман пулсассăн урхамах,
Пăхăттăм ăна хамах,
Сăйлăттăм сар сĕлĕпех —
Вĕçтĕрех текех çил пек.
Кĕтсе илчĕ-илчех Атнер çав куна: яланах халăх хĕвĕшекен шавлă хуларан саккăрмĕш класс программине ăнăçлă ăша хывнă арçын ача лăпкă та канлĕ Чăрăшкассине çитрĕ. Кукамăшĕн ялĕ хуларан темиçе çухрăмра кăна пулин те, кунта сывлăшĕ те, тавралăхĕ те пачах урăхла — уçă, илĕртӳллĕ, асамлă.
Кукамăшĕ, Верук аппа, ниçта кайса кĕрейми хыпаланма пуçларĕ: юратнă мăнукĕ килнĕ-çке!
Ялти техĕмлĕ те сиплĕ çимĕçсемпе сăйланнă хыççăн Атнер, кăшт канса илес шутпа, садри пĕчĕк пӳртри диван çине кайса выртрĕ. Ун куçĕ умне кӳршĕри Хĕлип пиччен урхамахĕ тухса тăчĕ. Лашасене юратнăранах вĕсем çинчен çырнă кĕнекесене вулама юратать вăл. Чăвашсен ĕлĕк-авал арçын ачасен ут çине ларма, лашана хăнăхма ятарлă кун пулнă иккен — ытлари кун: ут çине ларнă кун эппин. Чăвашсем лашасене çав тери хисепленĕ, çынсемпех танлаштарнă.
Атнерĕн куç хупанкисем йывăрлансах килчĕç. Анчах лаша сăнарĕ куç умĕнчен çав-çавах каймарĕ-ха. Поэзири çунатлă урхамах — Пегас евĕрлех, Хĕлип пиччен Çилçунат ятлă урхамахĕ вĕçтерсе çитрĕ те çын пекех калаçма тапратрĕ:
— Пĕчек юлташăм, ку çĕр çинче мана сан пек никам та юратмасть, лăпкамасть. Пĕр эсĕ çеç мана хăв çиес çăкруна пĕр хĕрхенмесĕр паратăн, шăрăх çанталăкра ӳркенмесĕрех пĕве хĕрне илсе çӳретĕн. Утланса ларсам, Атнер, хăвăртрах. Эпир санпа тĕнче уçлăхне çаврăнса килĕпĕр.
Атнер, хăй сисмесĕрех, урхамах çилхинчен икĕ аллипе çатăрласа тытса лаша çине хăпарса ларчĕ. Чăвашсен Улăп паттăрĕ пекех, Çилçунатпа тӳпенелле çĕкленчĕ вăл. Ула-чăла пĕлĕтсем витĕр тухса, çап-çутă çăлтăрсем еннелле ăнтăлчĕç вĕсем юратнă янаварĕпе.
Çывăхрах хĕрлĕ, симĕс, сарă, кăвак çутăллă турилкке евĕр тĕлĕнтермĕшсем вĕçеççĕ. «Урăх планетăри çынсем ĕнтĕ,» — мĕлтлетрĕ шухăш Атнер пуçĕнче.
Чăн та, кĕçех вĕсем Аткар ятлă планета çине анса ларчĕç. Çак вырăн-хутлăх мĕншĕн Аткар ятлине хăмăр тумлă, виçĕ куçлă, лутра кăна лаша пуçлă çынсем пĕлтерчĕç. Тĕрлĕ чĕлхепе калаçма пĕлеççĕ вĕсем, çав шутра — чăвашла та.
— Эпир сире кунта пĕр хыпар пĕлтерме чĕнсе илтĕмĕр. Пирĕн çĕр-шыв «Ат» — ут, «кар» — хура пĕлтерĕшлĕ. Анчах эпир хура ĕçсем тăвассишĕн пĕрре те çунмастпăр, — терĕç хайхискерсем. — Эпир ырă ĕçсене кăна кăмăллатпăр. Эсир те, чăвашсем, ĕçчен те ăш пиллĕ çынсем. Анчах та юлашки вăхăтра сире пĕтсе пыракан халăхсен шутне кĕртеççĕ. Çук, тĕрĕс мар ку! Урхамахсем тапăртатса тăнă чух эпир те, чăваш халăхĕ те пĕтмĕ!..
— Атнер, мăнукăм, сиплĕхлĕ пылпа чей ĕçме тăр…» — илтĕнчĕ çенĕкрен Верук аппан çепĕç сасси.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...