Тус тупрăм


Эпĕ ку таранччен пирĕн хушамат ăçтан пулса кайнипе интересленмен. Мана хамăн хушамат килĕшет: ни ытлашши вăрăм мар, ни кулăшла мар. Юлташсем хушаматран тăрăхламаççĕ.

Асаттерен: «Пирĕн хушамат ăçтан пулса кайнă-ши?» — тесе ыйтрăм. Вăл та пĕлсех каймасть иккен: «Пирĕн ратнере лашасене çав тери юратакан çын пулнă пулас», — терĕ.

Асатте хăй те лашасене юратать.

— Ĕлĕк ялта кашни çемье лаша усратчĕ, ĕлĕк ялта лашасăр пурнăç малалла кайман, — тет вăл.

Асатте пире хăйĕн йывăр ачалăхĕ пирки каласа парать. Вăрçă пуçланнă чухне вăл пилĕк çулта кăна пулнă. Унăн ашшĕне вăрçа тухса кайма повестка панă. Амăшĕ макăрма пуçлать: «Ах, сансăр епле юлăпăр-ши?» — тет. Ашшĕ ăна лăплантарса: «Маншăн ан хуйхăрăр, сывах таврăнăп», — тет. Асатте амăшĕ ашшĕне валли аякри çула ăсатма кутамкка çĕлесе ларнине ас тăвать. Ашшĕне амăшĕ лашапа ăсатса янă. Асатте вăл темиçе кун хушши куççульне шăлнине астăвать.

— Станци шавлать: салтаксем юрлаççĕ: япалапа çăкăр улăштараççĕ, вакунсенче виçшер-тăватшар лаша, вĕсене пăхсан куççуль тухать, лашисем те çынна курсан шăр-ри кĕçенсе яраççĕ, ăçтан-ха чăтăн йĕмесĕр?

Асаттен ачалăхне вăрçă татнă. Вăл вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ. Ĕмĕрĕпех колхозра тăрăшнă. Унăн ашшĕ вăрçă пĕтсен киле таврăннă, колхозра вăй хунă.

Халĕ ялсенче лашасем усрасах каймаççĕ. Колхозра лашасем çук, колхозĕсем те салансах пыраççĕ. Пирĕн ялта та лаша темиçе çыннăн кăна.

Пĕррехинче эпĕ лашасен ăмăртăвĕ пуласси пирки пĕлтĕм. Унта кайса курма шутларăм. Ăмăрту вунă сехетре пуçланчĕ. Епле хитре тата хастар ăмăрту лашисем!

— Ку лашасене ятарласа ăмăртусене валли усраççĕ, вĕсене тăрăшса пăхаççĕ, ăмăртăва хатĕрленме кашни кун тренировка тăваççĕ, — ăнлантарать мана аппа, — вĕсем ăратлă йăхран.

Ăмăрту вĕçленсен эпĕ хама килĕшнĕ лаша патне пытăм.

— Ман хушамат Коннова, эпир санпа тăванлă. Манăн санпа туслашас килет, — терĕм.

— Туслашăпăр, — терĕ вăл.

— Манăн сан пата час-часах килсе çӳреме юрать-и?

— Юрать, эпĕ уншăн питĕ савăнатăп.

Çапла эпĕ хама валли тус тупрăм. Вăл мана таçта та илсе çӳрет. Яланах пулăшать. Уншăн эпĕ ăна тав тăватăп. Хам та уншăн тăрăшатăп. Пирĕн туслăх малашне те аталантăр.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Анна Архипова (2010-11-15 22:23:13):

Эпĕ те хам хушамат çтан пулса кайнине ыйтса пелмен, щак калава вулана хыççан, мана та пите интереслĕ пулса кайре!Аля маттур!Тавах çакан пек интереслĕ калавшăн!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Нина Романова (2010-11-20 16:00:25):

Аля шкул ачи çеç пулсан та питĕ килĕшӳллĕ калав çырнă. Маттур, Аля!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера (2010-11-20 16:10:28):

 

Ку калав мана килĕшрĕ Автора малалла та лайăх хайлавсем çырма сĕнетĕп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зотова Г.В. (2010-11-24 21:15:15):

Коннова Алевтина питĕ интереслĕ калав çырма пултарни мана савăнтарчĕ.Туслăх пурнăçра яланах пулăшса пырать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: