Кам вилĕмсĕрлĕхшĕн?
Пин çул шуса иртĕ...
Нарспи Сетнерне
Пĕртте улталамĕ
Нихçан, ĕмĕрне.
Пин çул шуса иртĕ...
Хастарлăхĕпе
Айтар ун-кун çӳрĕ
Пăрьен çилĕ пĕк.
Пин çул шуса иртĕ...
Чипер Аннана
Илемĕшĕн ырлĕç
Çынсем яланах.
Пин çул шуса иртĕ...
Лапшу Çтаппанне
Кам манĕ? Вăл ăнлă,
Чее пулниле...
Пин çул шуса иртĕ...
Кĕллук мучипе
Курса пуплес тейĕç
Çынсем пинĕпе.
Пин çул шуса иртĕ...
Праски инкене
Курас текен пулĕ
Хаваслишĕнех.
Пин çул шуса иртĕ...
Энтри Аптраман
Чăваш ятне çĕртмĕ
Ниçта та нихçан.
Кам вĕçсĕр пурнасшăн?
Ан ман вăй хума:
Çыравçă хайлавĕн
Геройĕ пулма!
Шухăшсем
Wanting to amplify your website r...
Your website, chuvash...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...
Тĕлĕнмелле çырнă...
Сахал сăмахсемпех питĕ тарăн шухăшсем уç...
Мана питĕ килĕшрĕ...
Пĕтĕм пурнăç çак сăвăра теме пулать...
Питĕ килĕшрĕ...