Элекçĕсем
Хăш-пĕрисем
йăхне мансах
çынран куласшăн.
Ах,
вăл —
апла,
акку —
çапла çӳрет.
Ĕçет,
туртать,
нумай çиет,
каяннăй...
Ав, хырăмне
шампа пек
ӳстерет.
Çынпа çӳрет...
Тепри —
кунпа калаçнă.
Лешне —
пĕри чуптунă.
Питĕнчен.
Чипер Анук
упăшкипе ятлаçнă,
ĕнер çеç илтрĕм, —
тет, —
ял леш енчен.
Пĕррехинче,
ирпе,
ял хушшипе,
тĕл пулнă ик хĕрарăм.
— Итле-ха, —
тет пĕри,
Марье.
Эс мар-и вăл
манне ят янă?
Унпа калаçнă, —
теç, —
унта — кунпа...
— Эп мар, —
суять Марье, —
эс ху элекçĕ.
Сăмах саран,
Тарье.
Ман выльăхсем те,
имĕш,
чирлĕ.
Ман хĕр те,
имĕш,
сан пекех ясар.
— Эс ху асан!
Чараксăр тĕнче кинĕ!
Сан упăшку та
хăв пекех чупать!
Ĕçет?
Туртать!
Тата... Тата...
Тĕртет!
Вăл мĕн-ха...
Мĕн...
Вăл...
Вăл... Ман пата çӳрет!
— Суян! Суян!
Ман упăшкам таса!
Ăна ан тĕкĕн!
Сан хăвăн упăшку,
ав,
ман пата çӳрет!
Пăх-ха эс...
Пăх...
Унтанпала ман хырăм
кунсеренех
кăмпа пекех ӳсет!
— Ман упăшкам маттур!
Ăратлă выльăх!
Ун пек пулсан
кашнийĕнех
сатур,
тĕнче те тахçанах
тĕнĕлĕнчен тухатчĕ.
Пăх-ха хăвна
сăн питӳнте мĕн пур?!
— Юрать... Кулах...
Ман урасем çеç кукăр...
Сăн-питĕмçĕм вара
Тин пиçнĕ çимĕç пек!
Сан автану ясар!
Ман чăхсене
пăхпит,
таптать, таптать те вăрттăн
кайран,
тем ыйтнăн,
— ах, калама та намăс, —
тек хам çине пăхать...
— Тарье...
— Марье...
— Тарье...
— Марье...
— Тарье... Мана ан тĕкĕн!
Ак,
автанна
тытатăп та пусап.
Пулать яшка
сĕтеклĕ те пит сиплĕ,
качакунне те
пилĕкне хуçап!
— Марье!..
— Тарье! Тата...
Тата...
Тата татах тăсма
пулать-ха, янавар...
Анчах та эп,
кăшт кулăшла пулсан та...
Анчах та эп
Тарье те Марье мар...
Çапла,
тĕнче кулли,
чĕлхен чаракĕ.
Çын пурнăçĕ —
кашнийĕн хăйне май.
Кирек епле
ăраскала ватмашкăн,
пĕрин те аллине
çĕклесчĕ мар.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...