Юлташăм çинчен


Пĕррехинче аттепе

Кайрăм эпĕ пасара

Лаша туянма.

 

Тăрса тухнă речĕпе

Тур лаша, çӳрен тиха,

Пурлă ăйăр, чуптар ут.

 

Утрăм, утрăм суйласа.

Пĕри тепринчен паха.

Хăшне илес? Пĕлме çук.

 

Каллĕ-маллĕ шутларăм,

Чи чаплине суйларăм

Хам валли — çӳрен тиха.

 

Çӳрен тиха çилхине

Йĕс турапа турарăм,

Кăвак хăю çыхтартăм.

 

Кӳлтĕм эпĕ тихана,

Сикрĕм лартăм ун çине

Вĕçрĕм килелле.

 

Пĕрре çапла тусăмпа

Кайрам эпĕ вăрмана

Вутă-шанкă пуçтарма.

 

Ак тамаша! Мĕскер ку?

Тухрĕç тăчĕç пир(ĕ)н ума

Вунă кашаман.

 

Эп чĕтретĕп, хăратăп,

Ăçта тарас теетĕп.

Мĕн тумалла малалла?

 

Манăн тусăм хăрамарĕ,

Ниçта тарма шутламарĕ,

Хирĕç тăчĕ тăшмана.

 

Тăшман вăрçрĕ, туллашрĕ,

Анчах хаяр пулсан та

Пулчĕ тусăм вăйлăрах.

 

Çак кунран эпĕ ăнлантăм:

Санран лайăх тус та çук.

Тавах сана, юлташăм!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алина Сосаева (2010-11-10 00:49:03):

Мана çак сăвă килĕшрĕ.Çăмăллăн вуланать...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-11 17:38:18):

Чăн та çăмăллăн вуланать. Фантастика е фэнтези текенни çеç япăх палăрать.

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: