Урхамахсем тăраç тăпăртатса


Урхамахсем тăраç тăпăртатса,

Инçе çула тухма васкаса.

Çамрăк мăшăр çĕн пурнăç пуçлать ав,

Кӳме пур-и сан, хатĕр-и лав?

 

Çил çунатлă пулех урхамахсем,

Çилхи вĕçĕ вĕçет инçете.

Ăмсанаç вĕсене яш юпахсем,

Çул памаççĕ, халь пит те пиçет.

 

Ланчак-ха, çамрăкрах, мĕн тăвайăн,

Ут пуласси пурах вĕсенче.

Кĕç ыткăнĕç вĕсем çиле майăн,

Савăнтарĕç пире туйсенче.

 

Ку мăшăр шур ăйăр шырать мар-и

Туй-çуйне уявлать çĕнĕлле.

Шух юпах-и, ланчак–и, тиха-и,

Юрттăр çеç ырă пурнăç енне.

 

Урхамахсем тăраç тăпăртатса,

Çĕн çемьешĕн чунтан савăнса.

Тĕп парнийĕ пулчĕ пони-лаша,

Тĕлĕнтермĕш ут вăл тамаша!

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


иван (2010-11-07 09:59:11):

Туя ĕлĕкхилле ирттерме тётёшни питĕ пархатарлă.Çакёншăн Зойăна ырламалла çеç,вăл мухтава тивĕçлĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Наташа (2010-11-07 10:05:49):

Зоя! Сирĕн сăввăр питĕ килĕшрĕ. Чăнах та çамрăксем туя çăмăл машинасемпе ирттерсе йăлăхрĕç. Мĕнле илемлĕ пулĕччĕ Эсир каланă пек шур ăйăрпа кӳме çинче çĕн мăшăр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Надя (2010-11-07 12:10:53):

Ку сăвăра лаша сăмахăн мĕн чухлĕ синонимне пĕлтĕм.Тавах,Зоя.Чĕлхӳ çемçе. илемлĕ.Ăнăçу сана!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вася (2010-11-07 12:12:52):

Мĕн чухлĕ çĕнĕ сăмах пĕлтĕм сăвăра.Лаша пирки иккен пурте, ăнланмалла. Хитре чĕлхепе çырни савăнтарать.Малашне те Сире çакăн пек лайăх хайлавсем çырма ыр сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Лариса (2010-11-07 12:19:47):

Питĕ илемлĕ сăвă. Чуна пырса тивекен сăмахсем. Автора илемлĕ сăвăш пысăк тав.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люда (2010-11-08 14:24:31):

Тапăртатса мар,тăпăртатсах тăраççĕ Зойăн урхамахĕсем.Чăннипех те тĕрĕс, лаша туя васканă чухне тăпăртатать вăл-ташлать.Питĕ аван сăвă.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: