Хĕвеле çăлни


Малти каса шупкалатсан каç сĕмĕ,

Юхсан çăралнă ĕнтрĕк ял çине

Ыйха сирсе хускалчĕ шĕшкĕ тĕмĕ,

Ян-ян саспа хупланчĕ пĕрене.

 

Ача-пăча каçхи халап итлесшĕн,

Чăй-чай çуйхашрĕç кайăк чĕппилле.

Епле айван, йăлтах-йăлтах пĕлесшĕн,

Янрать урам, чараймăн ниепле.

 

Çапах кĕçех лăпланчĕ вĕтĕ халăх,

Кĕтмен çĕртен шăпланчĕ шавлă ял.

Килет иккен тинех пурне те паллă

Иван мучи — хисеплĕ шурсухал.

 

Халап яма ăста Иван-юмахçă,

Çăвар карса итлет ача-пăча:

Хура лаша, ухмах Иван, асамçă,

Вăрманпала кусать ав йăвача.

 

Ача-пăча йăлтах илтсе юласшăн,

Купаланать халапçă çывăхне.

Иван мучи лĕх-лĕх кулса йăвашшăн

Сӳтме пуçлать асамлă çăмхине:

 

Çапла вара, атьсем, ун чух çуллаччĕ,

Ачаччĕ эп, сикеттĕм сăпкара.

Çĕрле çут Уйăх маншăн çутататчĕ,

Ирпе Хĕвел кусатчĕ ман тавра.

 

Анчах темле пĕрре Хĕвел килмерĕ,

Тухмарĕ çутатса тĕнче питне,

Ял тăрăх сас-хура вĕçсе çӳрерĕ:

Ăна иккен вăрланă каçхине.

 

Усал турри — Эсрел — çĕрле айкашнă,

Çаклатнă ыйхăланă Хĕвеле,

Миххе чиксе леш тĕнчене чавтарнă.

Епле-ха халь ăна çĕнтермелле?

 

Салху Хĕвел халь тамăкра çунать-мĕн

Шуйттансене тетте вырăнĕнче,

Эсрел ăна кăкарчăкра усрать тет,

Ялан тытать тет хăйĕн çумĕнче.

 

Çакна илтсен шуйханчĕ пĕчĕк чунăм:

Ман тус, Хĕвел, епле-ха, тамăкра…

Сăпка çинчен маттуррăн вăшт çеç турăм,

Хĕвелшĕн сикме хатĕр авăра.

 

Ак витере сас пачĕ Урхамахăм,

Кукалесе, чĕвен тăрса чĕнет.

Йĕнерлесе çав самантрах утлантăм:

Чалак лаша каймаллине пĕлет.

 

Вунсакăр шитлĕ хĕç алра çутатрĕ,

Хапха умне васкарĕ асанне,

Хăй сăхманне мана вăл тăхăнтартрĕ,

Унтан темскер чăмтарчĕ кĕсьене.

 

Хушка Лаша хăех çула пĕлет-мĕн,

Кал-кал чупать, васкать пĕр чарăнми.

Вăрманпала çĕмрен пек вирхĕнетпĕр.

…Анчах таçтан çакланчĕ Арçури.

 

Куршанкă пек хыçа пырса вырнаçрĕ,

Янрарĕ ихĕрсе, ахăлтатса,

Ăсра йăлтах пăтранчĕ те арпашрĕ,

Чуна илетчĕ чут кăтăкласа.

 

Юрать Лашам маттур та питĕ ăслă,

Пĕррех лектерчĕ вăрăм хӳрипе.

Йăванчĕ Арçури, шаплатрĕ вăйлă,

Йĕре-йĕре юнарĕ чышкипе.

 

Татах малтан-мала çил пек вĕçетпĕр,

Сасартăк кӳлĕ тухрĕ куç умне.

Урхамахпа шыва утса кĕретпĕр,

Лаша ишет лери çыран енне.

 

Анчах ку мĕн? Такам алли çаклатрĕ

Юлташăма якатнă çилхинчен,

Шыв тĕпнелле майпен-майпен туртать-мĕн —

Шыври, лăплан, вĕçерĕн пирĕнтен.

 

Шыври усал пире илсе анасшăн

Таçти мурти сип-симĕс керменне.

Ăна каланине ним ăнланманшăн

Лектерчĕ ут таканлă урипе.

 

Ахлатрĕ симĕс чун: ыратрĕ пулĕ,

Вĕçертрĕ тин ман тусăн çилхине,

Аллипеле хупларĕ çилленӳллĕн

Çамки çинчи йĕкел пек мăкăльне.

 

Çапла татах малтан-мала васкатпăр,

Туять чĕре: çитетпĕр пуль часах,

Çĕр хăвăлĕ патне юртса пыратпăр,

Унта, сисетĕп, манăн анмаллах.

 

Хăюлăхран ун чух эп катăк марччĕ,

Куçа хупмасăр чăмрăм шăтăка,

Вĕçне-хĕрне тупма эп шутламанччĕ,

Çунатсăрах вĕçетĕп тамăка.

 

Вĕçетĕп эп çапла тăватă талăк,

Куратăп çутă шăтăк тĕпĕнче.

Унта, чăнах та пур пĕчĕк алăк,

Хĕвел çиçет çав алăк хыçĕнче.

 

Мĕскер тăвас? Епле çăлас-ха манăн?

Юлташăма услап шуйттансенчен,

Пуçра таçтан капланчĕ пайăн-пайăн

Пĕр шухăш асанне каланинчен.

 

Ман ал хăех кĕсьесене ухтарчĕ,

Ак тупрăм ватă çыннăн парнине,

Сăн-пит тӳрех йăл-кулăпа çуталчĕ

Сăмса туйсассăн ыйхă курăкне.

 

Пĕр шиксĕрех, суймастăп, хăрамасăр

Уçса пăрахрăм тамăк алăкне.

Шуйттанĕсем мана асăрхамасăр

Пĕрле çакаççĕ пăтă хуранне.

 

Хуллен-хуллен çывхартăм эпĕ акă,

Вĕсем мана курмаççĕ те иккен.

Тинех, тинех ăнлантăм мĕншĕн çакă:

Сăхман сыхлать мĕнпур шуйттансенчен.

 

Асамлă курăка часрах чăмтартăм

Хуран ăшне. (Халь тутлă пуль пăтти.)

Пурне те тарăн ыйăха путартăм,

Çыврах, çыврах, ватти-и е вĕтти.

 

Кăкарчăкран вĕçерĕннĕ хĕвелĕм

Йăл-йăл кулса çĕкленчĕ тӳпене.

Васкавлăн эп те сиккипе вĕçтертĕм

Çуралнă ялăм, савнă кил енне.

 

Çавра хĕвел паян та çутатать-ха,

Текех лекмен вăл тамăк тыткăнне.

Эсрел вара хальччен те ăнланман тет

Епле хĕвел тарма пултарнине.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Александрова М. (2010-11-01 18:26:15):

Мана çак хайлав питĕ килĕшрĕ. Чĕлхи илемлĕ, çăмăллăн вуланать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Зайцева Л.Ф. (2010-11-01 19:32:38):

Маттур, Наташа! Çакăн пек тарăн шухăшлă сăвăллă юмах çырма пултарнăшăн!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-01 20:04:25):

Матурри маттур та, анчах çамрăксем хушшинче пĕр-пĕччен анчах ярса панă :(. Ыттисен ушкăннĕ кĕртме тивĕ пулĕ...

 

Vyacheslavna (2010-11-01 20:51:56):

Наталья! Вуннăмĕшчен вăхăт пур. Чăваш культорологи факультетне кайса унти студентсене конкурса хутшăнма чĕн.Калăпăр,Петрова Лариса тарăн шухăшлă сăвăсем çырать.Ачасем хăйсем тупăшчĕр.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ларис (2010-11-02 18:06:31):

Тин анчах паллашнă сăвăлла юмах тарăн шухăшлă пулса тухнă. Чĕлхе тĕлĕшĕнчен илсен те авторăн лексиконĕ пуян, илемлĕх мелĕсемпе те вырăнлă усă курнă. Тӳрех курăнать алла ручка тытса пĕрремĕш хут çырманни. Ку хайлав малтисен вырăнĕнче пулмалли пĕрре те иккелентермест. Наталья, сана ăнăçу сунатăп, малалла та хăвăн талантна тупта!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Артюшкин П.Н. (2010-11-02 22:04:44):

Наташа! Мĕнле "вăй çитертĕн" эсĕ çутă хĕвеле çăлса хăварма? Питĕ илемлĕ чĕлхепе çырнă. Эсĕ çĕнтерӳçĕ пуласса шанатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Admin (2010-11-11 18:27:27):

Çĕнтерӳçĕ шутне кĕретех тесе шутлатăп. Автора вара малалла та çырма сĕнетĕп. Аслисен кун пек маттур хĕре пулăшмаллах ĕнтĕ!

 

SERGEY M.N (2010-11-11 18:36:39):

Маттур, Наташа ! мана пите килешре.Эсĕ çĕнтеретĕнех!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Люда (2010-11-11 18:58:09):

Наташа, питĕ маттур! Илĕмлĕ, тарăн шухăшлă хайлав.

 

Эсĕ питĕ пултаруллă! Ăнăçу сунатăп!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дюймовочка (2010-11-11 21:58:56):

Наташа, пит маттур хĕр эсĕ!!! Малалла та творчество ĕçĕнче ăнăçу сунатап)

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сантăр (2010-11-11 22:24:12):

маттур!!!пултаруллă!!!малалла!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Илемпи (2010-11-12 12:16:52):

Тин паллашнă хайлав питĕ кăмăла кайрĕ. Интересленсех вуларăм.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Алюш (2010-11-12 16:24:18):

Çак сăвă пите килешрĕ. Автор малалла та пире хăйĕн сăввисемпе савăнтарасса кĕтетĕп...

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Вера (2010-11-12 16:43:14):

Паллашнă сăвă питĕ килĕшрĕ. Автора малалла та аталанма ăнăçу сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Куçтя (2010-11-12 16:45:23):

Буквăсем пите нумай, вуласа петереймерĕм!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Сергей Ананьев (2010-11-13 13:47:53):

маттур!!!пултаруллă!!!малалла!!!малашне те пысăк çитенӳсем тума сунатăп.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Николай (2010-11-15 22:39:48):

питĕ илемлĕ сăвă, мана килĕшрĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

ПЕТЯ (2010-11-17 22:35:37):

Ку хайлав малтисен вырăнĕнче пулмалли пĕрре те иккелентермест. Питĕ илемлĕ чĕлхепе çырнă. Эсĕ питĕ пултаруллă! Ăнăçу сунатăп!!!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Дима З. (2010-11-18 20:56:25):

Наташа - эсе талант! Маттур! Малалла!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ольга (2010-11-22 14:46:31):

Питĕ интереслĕ хайлав. Маттур!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Филипповсем (2010-11-23 19:51:02):

Маттур Наташа! Талант!

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Ирина Васильевна (2010-11-24 12:00:24):

Тин вуласа тухнă сăвăлла юмах питĕ кăмăла кайрĕ. Чĕлхи яка, илемлĕ, çăмăллăн вуланать. Хайлавăн тĕп шухăшне те ĕнентерӳллĕн уçса панă. Яланхи тема - ырăпа усал кĕрешĕвĕ - паянхи кун та литературăра, уйрăмах çамрăксен хайлавĕсенче хăйĕн вырăнне тупни савăнтарать.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Иван Мучи (2010-11-26 11:49:24):

Ку юмах ман халапсенчен те ирттерет пуль)))

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: