Çилçунат
Пурăннă тет пулнă тет пĕр çĕршывра хура лаша. Унăн икĕ тиха пулнă. Анчах çаксем пĕртте ытти тихасем пек пулман. Вĕсем çунатлă çуралнă иккен. Кашни кун çилçунатсем тӳпере вĕçсе çӳренĕ, çĕр çине çӳлтен пăхса савăннă. Çакна курсан ытти тихасем кĕвĕçнĕ, вĕсенчен кулнă, курайманнисем те пулнă.
Аслă çилçунат хăй ыттисенчен урăхларах пулнăшăн намăсланма пуçланă, çавăнпа вăл пĕрмаях йĕнерчĕк тăхăнса çӳреме тытăннă. Кĕçех унăн çуначĕсем типсе-хăрса ларнă та пачах çухалнă. Халĕ ĕнтĕ вăл ытти тихасенчен нимпе те уйрăлса тăман, вĕсемпе пĕрле çӳреме пуçланă.
Кĕçĕн çил çунат вара никама та итлемен, ниме те пăхман, нихăçан та ыттисем пек пулма шутламан. Кашни кун вăл питĕ çӳлте, шап-шурă пĕлĕтсем хушшинче вĕçсе çӳренĕ, тĕлĕнмелле тĕнче ăна хăй патне илĕртнĕ.
Пĕррехинче хура лаша хăй ачине йĕкĕлтенине чăтайман, ăна чĕнсе илнĕ те çапла каланă:
— Ачам, хăвăн çунаттусемшĕн сана малашне пирĕнпе пĕрле пурăнма йывăр пулать. Эсĕ халĕ пысăк. Санăн пире пăрахса кайма тивет. Хăв пеккисене шыраса туп. Вĕсен хушшинче сана пурăнма лайăхрах пулĕ.
Çилçунат нимĕн те чĕнмен, хура лаша çине хурлăхлăн пăхса илнĕ те тӳпенелле вĕçсе кайнă.
Виçĕ кун та виçĕ каç вĕçнĕ хыççăн вăл сарлака та ешерекен уя аннă. Кунта питĕ хитре чечексем ӳснĕ, вĕсем хушшинче илемлĕ кайăксемпе лĕпĕшсем пĕр шикленмесĕр ларнă. Çилçунат хăй тĕлĕнмелле вырăна пырса тухнине ăнланнă.
Сасартăк вăл хăй патнелле пĕр çын килнине асăрханă, вĕçсе кайма шухăшланă, анчах çуначĕсем çĕкленмен. Çак çын çилçуната панулмипе илĕртсе хăй патне чĕннĕ. Лешĕ хăрамасăрах пынă.
— Эпĕ цирк хуçи. Эсĕ тĕлĕнмелле тиха иккен, тӳпере вĕçме пултаратăн. Ман пата цирка пырасшăн мар-и? — тенĕ çын.
— Манăн кил çук, мĕншĕн пырса пăхас мар, — килĕшнĕ çилçунат.
— Эсĕ унта питĕ лайăх пурăнăн, — савăнсах кайнă çын.
Виçĕ уйăх иртнĕ...
Цирк хуçи суйман. Çилçунат чăнах та питĕ лайăх пурăннă. Вăл циркра ачасене хăй çине лартса çӳлте вĕçтерсе çӳренĕ, вĕсене савăнăç панă. Хăйне те телейлĕ туйнă çилçунат. Халĕ унран кулакан, йĕкĕлтекен пулман. Пурте ун çине юратса пăхнă.
Анчах тепĕртакран çилçунат хăйĕн килĕшĕн тунсăхлама пуçланă. Унăн куçĕ савăнăçлă çиçмен. Цирк хуçи çакна сиснĕ те мĕншĕн хуйхăрнине пĕлес тенĕ. Çилçунат пĕтĕмпех каласа панă. Цирк хуçи ырă кăмăллă пулнă, çавăнпа вăл çилçуната тăванĕсемпе тĕл пулма виçĕ эрнелĕхе ирĕк панă.
Виçĕ кун та виçĕ каç вĕçнĕ хыççăн çилçунат тăван ялне çитнĕ. Хура лашапа тата аслă тихапа тĕл пулсан çав тери савăннă. Çилçунат вĕсене циркри пурнăçĕ çинчен, ăна пурте юратни çинчен каласа панă.
— Ют çĕрте питĕ чаплă пулсассăн та тăван килте тата лайăхрах, — тесе вĕçленĕ хăйĕн калавне çилçунат.
Нина (2010-11-20 16:59:36):
Çилçунат çигчен интереслĕ çырса панă.
Нина (2010-11-20 17:01:12):
Çилçунат çинчен интереслĕ çырса панă.