Ырă туни çухалмасть
Пĕр пĕчĕк чухăн хулара Изабелла ятлă хĕрача пурăннă. Унăн кĕлетки яштака, куçĕсем янкăр тӳпе евĕр кăн-кăвак, çӳçĕ сăмала пек хура, пĕчĕк хӳхĕм тути мăкăнь пек йăм хĕрлĕ, куç харшийĕсем те вăрăм пулнă. Изабелла хулари пĕртен-пĕр шкулта вĕреннĕ. Вĕренессе вăл вăтам вĕреннĕ. Пĕрле вĕренекенсем хĕрĕн илемне ăмсаннă, тен, çавăнпа та пулĕ унпа туслашман.
Уншăн Изабелла кӳренмен те, пăшăрханман та. Ара, унăн тусĕсем унсăрăн та чылай. Анчах та тус-юлташĕсем çынсем мар, чĕрчунсем. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, чăнах та çавăн пек пулнă.
Çак хӳхĕм пике чĕрчунсен чĕлхине пĕлнĕ, вĕсемпе чунтан-вартан калаçнă. Асамлă вăй Изабеллăна асламăшĕнчен куçнă.
Ир те, каç та, кăнтăрла та пике чĕрчунсемпе пупленĕ. Пуринчен те çывăххи — аçа кушак Кузя тата пĕчĕк мамăк пек çăмламас шăши Пи. Кузя питĕ ăслă кушак пулнă. Вăл Изабеллăна уроксем тума пулăшнă. Пи шăшин вара чĕлхи çивĕч пулнă. Изабелла ăна ялан шкула илсе çӳренĕ. Енчен те ăна япăх сăмахпа кӳрентерсен, шăши хĕре мĕн каламаллине канашланă.
Унсăр пуçне Изабелла ашшĕн пĕчĕк лаша ферми пулнă. Ферминче сакăр лаша çитĕннĕ. Изабелла лашасене питĕ юратнă, ĕненнĕ. Вĕсем ăна яланах ăнланнă.
Çав вăхăтра Плутон планета çинчи патша йăлт пĕлекен кĕнеке ăшне путнă. Вăл хăйне валли мăшăр шырать иккен. Плутон патшине Вильгельм XIII тесе чĕннĕ. Вăл тăхăр вун çичĕ сантиметр çӳллĕш пулнă. Виçĕ куçĕ хуп-хура тĕслĕ, пуçĕ шакла, шăлĕ çук, пичĕ хура тутлă, сăмси вырăнне икĕ шăтăк, хăлхисем сысна çуринни пек усăнса аннă пулнă. Тата чи кирлĕ уйрăмлăхĕ — ӳчĕ тĕттĕм симĕс тĕслĕ. Паян кăна вăл пин те тăватçĕр çул тултарнă. Пирĕн виçепе вăл хĕрĕх тăваттăра. Çавăнпа та пулĕ унăн пĕчĕк пуçне арăм шухăш пырса çапнă.
Акă вăл кĕнекен çĕр виççĕмĕш страницине тĕпчеме тытăннă. Унта шăп та лăп Çĕр планета çинче пурăнакан Изабелла çинчен çырса кăтартнă. Патша шăпах çавăн пек чиперрине, çамрăккине шыранă. Вара унăн хăвăртрах туй кĕрлеттерес килнĕ. Анчах та Изабеллăна мĕнле Плутона илсе çитерес? Çак шухăш унăн пуçне çĕмĕрнĕ. Виçĕ кун шутланă вăл, тăватă кун. Пиллĕкмĕш кунне вара Вильгельм XIII шутласа тупнă. Вăл хăвăртрах хăйĕн чи шанчăклă тарçине чĕнсе илнĕ.
— Итле-ха, тусăм, эпĕ Изабеллăна кунта мĕнле майпа илсе килессине шутласа тупрăм! — мăнаçлăн, сассине хăпартса каланă патша.
— О-о-о, патшамăр! Эпĕ эсир çут тĕнчере чи ăслă çын иккенне яланах асра тытнă! — тенĕ тарçи.
Çак сăмахсем хыççăн патша хăйне тата вăйлăрах хисеплеме тытăннă:
— Тĕрĕс калатăн! Тĕрĕс! Çавăн пек тарçăсене эпĕ яланах сума сунă! Эпĕ тата акă мĕн каласшăн: Пирĕн Юпитер планетăри патша парнеленĕ калаçма пĕлекен лаша аванах-и унта? — ыйтрĕ патша.
— Аванах ĕнтĕ. Мĕн пултăр унпа, — майĕпен сăмах хушрĕ тарçи.
— Апла пулсан илсе кил-ха ăна ман пата. Хăвăрт! — пат татса хучĕ Вильгельм.
Темиçе минутран тарçи пӳлĕме хуп-хура мăнаçлă лаша илсе кĕчĕ.
— Мĕскер кирлĕ сире, патшамăр? — тӳрех ыйтрĕ урхамах.
— Мана санран пĕртен-пĕр япала кирлĕ. Çĕр планета çинче Изабелла ятлă хĕрача пурăнать. Унăн кăн-кăвак куçĕсем шыв çинчи ирхи хĕвел ялтăртатнă пек ялтăртатаççĕ. Тути хĕрлĕ пилеш пек. Çавнашкал илеме эсĕ ниçта та курман, илтмен...
— Кĕт-ха, кĕт эсĕ. Манăн хĕр илемĕ çинчен пĕртте итлес килмест. Эсĕ мана тӳррĕн кала, мĕн кирлĕ сана? — тарăхма пуçларĕ лаша.
— Юрать, юрать. Эсĕ ан вĕрилен. Санăн çав пикене кунта суйса-и, чăннине каласа-и илсе çитермелле, — терĕ патша.
— Ăнлантăм. Пурнăçлăпăр, — шантарчĕ чĕрчун.
— Маттур! Чăн та маттур! Эпĕ санăн пуç мими ăшне компьютерлă механизм вырнаçтарса лартатăп. Енчен те эсĕ кунти вырăнсем çинчен аса илсен, тӳрех каялла тăван çĕре таврăнатăн.
— Юрать, — терĕ урхамах.
— Халь вара эпĕ çак симĕс кнопкăна пусатăп та эсĕ Çĕр планетăри Изабелла пурăнакан хулана лекетĕн, — каларĕ патша.
Вара Вильгельм вунвиççĕмĕш кнопкăна пусрĕ. Лаша хупнă куçне уçса та ĕлкĕреймерĕ, патша хушнă хулана çитсе те ларчĕ.
Икĕ кун иртсен урхамах Изабелла килне тупрĕ. Вара вăл чеерех пулса вĕсен лаша кĕтĕвне тупрĕ те пĕрле хутшăнса кайрĕ.
Акă хĕвел те çутатса ывăнчĕ пуль, куç курми кайса çухалчĕ. Лашасене кĕтӳрен антарма та вăхăт çитрĕ. Паян шăп та лăп кил хуçи миçе лаша пуррине шутламасăрах вĕсене пуçтарса тирпейлерĕ.
«Мĕн тери савăнăç! Паян вырсарникун, шкула каймалла мар», — çавăн пек шухăшпа вырăн çинче йăраланса выртрĕ Изабелла. Вăл тăхăнчĕ те çăвăнма пикенчĕ. Кайран лашасем патне чупса тухрĕ. Пĕр ут ытлашшине сисрĕ хĕрача. Кăмрăк пек хура урхамах çинелле тĕлĕнсе пăхрĕ вăл, ыйтас-ха тесе ун патнелле çывхарчĕ.
— Салам! — çынсен чĕлхипе чĕнчĕ лаша.
Хĕр шак хытса тăчĕ. «Мĕн ку? Ăçтан ку? Илтĕнчĕ-и ку?» — шухăшсем çавăрса илчĕç Изабелла пуçне.
— Э-эс ăçтан çын чĕлхине пĕлетĕн? — аран-аран ыйтрĕ вăл.
— Пирĕн планетăра пĕтĕм чĕрчун çынсен чĕлхине пĕлет. Тĕлĕнмелли кунта эпĕ нимĕн те курмастăп. Курасчĕ санăн, епле илемлĕ унта, пирĕн çĕр-шывра. Енчен те санăн каяс шухăш пулсан, эсĕ мана пĕлтер. Эпĕ сана хăвăрт кăна кăтартса илсе килĕп, — чееленчĕ урхамах.
Изабелла шухăша путрĕ. «Çав кăсăклă планетăна кайса курсан юратчĕ-ха...» — шутларĕ вăл.
— Килĕшетĕп. Анчах та мана эсĕ паянах кунта илсе килнĕ пултăр! — систерчĕ вăл.
— Юрать, юрать, — шантарчĕ чее чĕрчун.
Вара пике лаша çине утланса ларчĕ.
— Эсĕ куçна хуп, ан уç, — асăрхаттарчĕ урхамах.
Изабелла чĕрчун каланипе куçне хупрĕ. Лаша вара çав вăхăтра Плутон планети çинчен шутларĕ. Тӳрех иккĕшĕ те Вильгельм XIII пӳлĕмне лекрĕç.
— Ах, юратнă Изабелла! Çитрĕн те-и? Сана курсассăн ман мĕскĕн чĕре çеçкене ларать. Эпĕ сана питĕ кĕтрĕм, савнă мăшăрăм! — йăпăлтатрĕ патша.
Çавнашкал хитремарлăха Изабелла нихçан та курман, унăн ăшĕ пăтранма пуçларĕ. Вăл урхамах енне çаврăнче те ăнланмасăр ыйтрĕ:
— Эпĕ ăнкараймарăм-ха, эсĕ мана çакна кăтартма илсе килнĕ-и? Тавтапуç сана тем пысăкăш! Эпĕ сана ĕнентĕм, эсĕ вара... — хĕрĕн куçĕнчен янкăр тӳпе пек икĕ шултра тап-таса куççуль юхса анчĕ, пичĕ çинче икĕ çинçе ялтăркка йĕр хăварчĕ.
Лаша нимĕн те чĕнеймерĕ. Хăй йăнăш тунине вăл тин ăнланчĕ. «Эх, мĕн туса хутăм-ха эпĕ! Мĕн турăм! Кăна çавăн пекех хăварма юрамасть! Хĕре манăн мĕнле пулсан та пулăшмалла, килнех тавăрмалла!» — çавăн пек çутă шухăш çуралчĕ лаша пуçĕнче.
— Пĕлетĕн-и, патшамăр, эпĕ çак пикене санăн патшалăхна кăтартасшăн... — суйрĕ урхамах.
— А-а-а, манăн патшалăха-и? Юрать. Кăтарт эппин! — хушрĕ айван патша.
Лаша хĕре хăвăртрах пӳлĕмрен илсе тухрĕ.
— Ан йĕр эсĕ! Эпĕ сана пулăшăп. Тархасшăн, каçар мана! — тархасларĕ вăл.
— Пулăшсан каçарăп... — майĕпен каларĕ Изабелла.
Лаша Изабеллăна çутă пӳлĕме илсе кĕчĕ. Унта патша урăх планетăсемпе çыхăну тытса тăнă. Çĕр планетăна симĕс кнопкăна пусса лекмеллине урхамах питĕ аван астуса юлнă-ха.
Вара вăл Изабеллăна хăйĕн çине утланса ларма хушрĕ. Хĕр меллĕ ларнă хыççăн лаша симĕс кнопка çине пусрĕ. Ĕнтĕ иккĕшĕ те пике ашшĕн фермине лекрĕç.
— Тавтапуç сана! Эпĕ сана питĕ юрататăп, санпа мухтанатăп! Эс пулман пулсан... — хальхинче савăнăç куççулĕ пит çăмартине йĕпетрĕ.
Лаша ырă ĕç тунăшĕн çӳлти асамлă вăйсем ăна хура тĕсрен çутă шурă тĕслĕ турĕç. Урхамах телейлĕн Изабелла çине пăхрĕ.
— Изабелла, эсĕ çав тери ырă та таса çын! Эпĕ сан умăнта хамăн киревсĕр ĕçсемшĕн аван мар туятăп. Çапах та эпĕ санран акă мĕн ыйтасшăн: Манăн пĕртте каялла таврăнас килмест. Тархасшăн, тупсам мана валли те эсĕ вырăн хăвăрăн фермăрта! — терĕ вăл.
— Хаваспах! — йăл çиçрĕ хĕрĕн тути.
Çав хушăра Плутон планета çинчи патша ниçта кайса кĕреймесĕр тарăхса çӳрерĕ. Вăл ик сехет ĕнтĕ хĕрпе лашана шырарĕ. Кайран, вăйсăрскер, тĕкĕр пек витĕр курăнакан кĕнеке патне кайса ларчĕ. Кĕнекене вăл Изабеллăна кăтартма хушрĕ. Пике хăй тăван çĕрĕнчех иккенне ăнлансан вăл тата урса кайрĕ.
— Ах, çав чĕрчуна! Ну, лекет ăна, ну лекет! Улталарĕç иккен мана! Юрать, юрать! Кăтартăп эп сире! — шăлне кашкăр кашаман пек шатăртаттарчĕ вăл.
Вара Вильгельм XIII ытти çĕрсемпе çыхăнакан пӳлĕме кĕчĕ. Вăл лашан мимине тĕрлĕ приборсемпе малтанах çыхлантарса пĕтернĕ иккен. Пĕр пĕчĕк хĕрлĕ кнопкăна пуссан лаша тӳрех пурнăçран уйрăлать. Патша çав кнопкăна пусрĕ.
Сасартăк Изабелла умĕнче урхамах шанк хытса тăчĕ. Унăн пысăк куçĕнчен вĕри куççуль юхса анчĕ. Юнлă куççуль... Икĕ минут тăчĕ-и вăл, çĕр çине ӳкрĕ.
Малтан Изабелла нимĕн те ăнланмарĕ. Кăштахран вара вăл пĕтĕм вăйран кăшкăрса ячĕ. Пĕтĕм чун ыратăвĕ унăн сасăпа пĕрле тухса кайрĕ. Вилнĕ урхамах умĕнче темччен тăчĕ. Анчах нимĕн те тăваймăн, пурнăç иккĕ килмест.
Марина (2010-11-12 20:50:29):
юмах килĕшрĕ, кăсăклă пулăмсем пулса иртеççĕ. Çăмăл вуланать.
Анюта (2010-11-12 22:16:33):
Мана та çак хайлав питĕ килĕшрĕ. Тем ма вăл мана пурнăç çинчен шухăшлаттарать.
Сашук (2010-11-12 22:18:50):
Мана та çак хайлав питĕ килĕшрĕ. Настя,сиртен питĕ лайăх çыравçă пулать пулĕ. Çамрăк пулсан та эсир питĕ аван çыратăр!
Люда (2010-11-12 22:22:39):
Сирĕн шухăшăрсемпе эпĕ килĕшетĕп!
Ирина (2010-11-12 22:25:59):
Çак сăмахсене мансăррăн каланă пулсан та эпĕ айкинче юлас темерĕм. Эпĕ хальхи саманара та çавăн пек пултаруллă ачасем пурри çинчен шутламан та! Аван,Настя,аван!
Настя (2010-11-12 22:29:01):
Пирĕн санпа ятсем пĕр пек пулсан та эпĕ сан пек аван çырма пултараймастăп çав!
Дима (2010-11-12 22:54:05):
Настя,талант пур!!!Маттур!!!Пысок çитенусем сире, мана сирĕн хайлав питĕ килĕшрĕ...эпĕ эсир маттур çыравçă пулнине ăнлантăм.
Андрей (2010-11-13 17:04:16):
Настя,эсĕ питĕ лайăх хайлав çырнă. Маттур!!!
Таня (2010-11-13 17:07:21):
Настя,эсĕ çырни мана та питĕ килĕшрĕ!!! Эсĕ пысăклансан питĕ чаплă çыравçă пулма пултаратăн. Санăн талант пур!!! Малалла та çавăн пек лайăх хайлавсемпе пире савăнтарма тăрăш!
Таня (2010-11-13 17:07:25):
Настя,эсĕ çырни мана та питĕ килĕшрĕ!!! Эсĕ пысăклансан питĕ чаплă çыравçă пулма пултаратăн. Санăн талант пур!!! Малалла та çавăн пек лайăх хайлавсемпе пире савăнтарма тăрăш!
Соня (2010-11-13 17:17:46):
Настя,эсĕ питĕ пултаруллă çыравçă. Санăн хайлав мана питĕ тарăн шухăша ячĕ. Лашана паллах питĕ шел пулчĕ мана(((
Костя (2010-11-13 17:39:07):
Настя,эсĕ çырнă хайлав мана та питĕ килĕшрĕ. Маттур!!!
Изабелла (2010-11-13 18:20:05):
Çак япала тĕленмелле пулсан та эпĕ Изабелла ятлă. Çак хайлав мана кăмăла кайрĕ. Хамăн ята курнипе питĕ савăнтăм!!! МАттур, Настя!!!
Катя (2010-11-13 18:31:22):
Питĕ тарăн. Авторăн çырас талант пур!
Анюта (2010-11-13 18:33:09):
Настя,эсĕ питĕ пултаруллă ача!! Эпĕ хальхи вăхăтра çавăн пек тарăн хайлав çыракан çынсем пулнине пĕлмен. Маттур. Питĕ тарăн. Санăн çырас талант пур!
Антонина (2010-11-13 18:34:50):
Çакăн пек туссем пулсан пурăнма та аван пуль. Калав мана килĕшрĕ, маттур, тата та çыр.
Костя (2010-11-13 18:37:31):
Эпĕ Анюта çырнă сăмахсемпе пĕтĕмпех килĕшетĕп. Настя,эсĕ маттур хĕр.
Лида (2010-11-13 18:39:38):
Питĕ илемлĕ хайлав!!! МАттур,Настя!!!
Галина (2010-11-13 18:41:39):
Настя,эсĕ питĕ пултаруллă çыравçă. юмах килĕшрĕ, кăсăклă пулăмсем пулса иртеççĕ.
Рая (2010-11-13 18:44:33):
Настя,эсĕ çырнă хайлав мана та питĕ килĕшрĕ. Маттур!!! Асаннене те вуласа патăм. Питĕ мухтарĕ вăл та)))
Николай (2010-11-13 18:45:56):
Настя,эсĕ çырнă хайлав мана та питĕ килĕшрĕ.Интересленсех вуларăм. Маттур!!!
Вика (2010-11-15 16:29:06):
Питĕ лайăх калав!Маттур!Питĕ кăсăклă!=)))*
Георгий (2010-11-16 17:38:36):
Эп кунти пĕтĕм çынсемпе килĕшетĕп!Настя,эсĕ питĕ кăсăклă,çăмăл вуланакан хайлав çырнă. Маттур:**
Лёша (2010-11-16 17:42:13):
Настя,эсĕ чăн та питĕ лайăх хайлав çырнă! Марина калашле: юмах килĕшрĕ, кăсăклă пулăмсем пулса иртеççĕ. Çăмăл вуланать. Эсĕ,ман шутпа,пулас чаплă çыравçă:-*Шухăшĕ те çак хайлавăн питĕ тарăн,вăйлă.
Тёмыч (2010-11-16 17:44:28):
Мана та çак хайлав питĕ килĕшрĕ. Настя,сиртен питĕ лайăх çыравçă пулать! Сирĕн хайлав питĕ çăмăллăн вуланать. Кăсăклă тата хăй))
Илья (2010-11-16 17:53:43):
МАна та эсĕ çырнă хайлав питĕ килĕшрĕ. Санăн çырас способностьсем пур** Маттур,Настя!!
Стас (2010-11-16 17:54:58):
Кунта çырман япала та юлмарĕ пулĕ)) Анчах та Настя маттуррине эпĕ те сисрĕм))
Mixan (2010-11-16 18:01:29):
Ачасем çырнă хайлавсене,сăвăсене чылай вулврăм,çапах кунран лайăххине тупаймарăм! МАттур,Настя!! Мана питĕ килĕшрĕ))
ку эпе (2010-11-17 20:41:00):
анюта пурне те тĕрĕс çырнă)))))))))
ангелина (2010-11-17 20:50:20):
Настя, санăн ĕçӳ пите кăмăла кайрĕ. Çыннăн фантазийĕ çавăн пек вăйлă пулать тесе шутламанччĔ. МАТТУР Настя!!!