«Шикленнĕ патшасем поэтсенчен...»
Шикленнĕ патшасем поэтсенчен,
Поэтсене дуэльсенче пĕтернĕ.
Элек-челек çӳрет вĕсем çинчен,
Чăн поэтсен шăпи ялан пит эрлĕ.
Поэт вăл мыскараçă та хăш чух,
Хăш чух поэт çатта та çапкаланчăк.
Анчах вăл нихăçан пулман ансух,
Вăл нихăçан та пулме çăткăн анчăк
Чи харсăр, ырă çын та — поэтах,
Вышкайсăр çӳллĕ чăн поэтăн шайĕ.
Ун ĕçе те, хисепĕ те пайтах,
Унпа пĕр президент та танлашаймĕ.
Поэт туять этемлĕх тивĕçне,
Çунать çап-çуттăн çулĕ çăлтăр витĕр.
Кайсассăн та кунтан ун тĕп ĕçне
Хур кайăк çулĕнчи тусан çеç вите.
8 906 3766094 (2018-04-15 02:55:43):
Анатолий Смолинпа курнăçнă эпĕ Белебей хулинче. Сăвăçсен фестивалĕнче. Питĕ те хĕмлĕн вулатьчĕ вăл хăйĕн сăввисене! Пĕрре итлесен ăна - нихăсан та манаймастăнах. Ун пек вулакан питĕ сайра пулнипе тесе шухăшлатăп. Тĕслĕхсем нумай çав, нумай историре ун пек поэтсем чылай, патшасене те хăратаканнисем! Вырăс халăхĕн пуринчен те нумай. А.С.Пушкинран та хăранă, М.Ю.Лермонтовран та. Вĕсемех дуельсенче хăйсен чысне хӳтĕлеме пултарнă! Анчах та вĕсем йышшисем халĕ пур-ши вара?! Тĕрĕсмарлăх анинче "сухалакансем"?1 ...Пуçла кăна - тӳрех сайта хупаççĕ е"аяккарах" та тухма пултарать. Тем тумалла ĕнтĕ поэтсен? "Шыв сыпсан" та халăх вăрçма пикенет -"тăм писмен" тесе! Ыттисем те калаччĕр-ха хăйсен шухăшĕсене. Кететĕп. Сăва питĕ лайăх. Смелăхĕ те пур.