Кутузов чĕри
(юмах)
1812-мĕш çулта Наполеон çарĕ Раççей çине тапăнса килет, ăна çĕнтерме аслă полководеца Кутузова çар пуçлăхĕ пулма суйласа лартаççĕ. Кутузов ертсе пынипе вырăссем Наполеон çарне — французсене çапса аркатаççĕ.
Кутузов границăран инçех мар, нимĕçсен Бунцлау ятлă хулинче вилет, анчах та унăн чĕри сӳнмест, вăл яланхиллех хастарлăхпа юрату туйăмĕпе пĕр чарăнми тапать.
Хастар полководеца Санкт-Петербург хулинче Хусан соборĕнче пытараççĕ.
Склепа (тупăк лартма çĕре чавса тунă вырăн) Кутузов кĕлеткине хураççĕ, чĕрине юнашар ятарлă кĕмĕл савăта ĕмĕрлĕх упранма пуçтарса хураççĕ. Хастар çар пуçĕн, Кутузовăн чĕри, тапса тăнă чухне çĕршыв çине никам та тапăнма хăймĕ!
Кĕмĕл савăт вунă çăра айĕнче упраннă. Ăна нимĕнле тăшман та вăрласа каяйман. Кутузов чĕри тапнă вăхăтра Раççей халăхне нимĕнле тăшман та çĕнтереймĕ!
Анчах та 1941-мĕш çулта Гитлер пирĕн çĕршыв çине тапăнса килет. Совет Çарĕн салтакĕсем темĕнле хастар çапăçсан та фашистсем Мускав патне çывхарса çитеççĕ.
Совет халăхĕ Кутузов чĕри çинчен каланă халапа аса илет, ăна склепран кăларса фашистсене хăратма шутлать, хастар полководец чĕри фашистсене хăратса хăваласа ярасса шанать. Склепа уçаççĕ те тĕлĕнсех каяççĕ. Тупăкĕ хăй вырăнĕнчех, анчах та кĕмĕл савăт çухалнă!
Ученăйсене савăта шырама кăларса яраççĕ. Ăçта кăна çитмеççĕ-ши вĕсем, ăçта кăна шырамаççĕ: ĕлĕкхи çуртсен путвалĕсенсенче те, мачча çийĕсенче те, музейсенче те, патша пурăннă вырăнсенче те. Радиопа та пĕлтереççĕ, ватăсенчен ыйтаççĕ, усси пулмасть.
Кĕмĕл савăт çĕр айне çĕтнĕ пекех çухалать, ниçта та тупăнмасть.
Пĕррехинче пĕр ватă карчăк чи аслă Генерал патне пырса хăйне йышăнма ыйтать, унăн пысăк пĕлтерĕшлĕ вăртăнлăх пĕлтермелли пур имĕш.
Аслă Генерал карчăка йышăнать:
— Кала-ха еппин кинеми, мĕнле пысăк вăрттăнлăх пирки пĕлтересшĕн?
— Эсир Кутузов чĕрине шыратăр пулас? Тĕрĕсех-ши çак сăмах?
— Çапла. Шырасса шыратпăр-ха, анчах ниçта та тупаймастпăр. Эсĕ вара ун тĕлне пĕлетĕн-и?
— Эпĕ, мăнукăм, Çĕр çинче ĕмĕр ытла пурăнатăп, нумай пурăнтăм, нумай куртăм, — тет карчăк.
— Эсир чĕрене тĕрĕс мар шыратăр, ăна урăх çĕрте шырамалла.
— Тĕрĕсех мар çав, анчах ăна ăçтарах шырамалла-ши?
— Кутузов чĕри, — тет кинеми, халĕ Мускав çывăхĕнче. Вăл яланах тăван çĕршыва пулăшма чи йывăр çĕре тухса каять. Халĕ вăл Мускав çывăхĕнчи малти окопсенче, ман мăнукăн Ваня Петровăн умĕнче. Кутузов чĕрине курас тесессĕн хăвăртрах кайăр, унсăрăн тытаймастăр.
Генерал ученăйсене часрах Мускав çывăхĕнчи окопсем патне васкаса Кутузов чĕрине тупса илсе килме хушрĕ.
Ученăйсем çапăçусем кĕрленĕ çĕре çитрĕç тет, йĕри тавра пушкăсемпе танксен сасси, пульăсем вĕçеççĕ, вут-çулăм ялкăшать, çапăçу сасси хăлхана çурать. Аманнисем йынăшаççĕ, пуçне хунă салтаксем ура айĕнче выртаççĕ, нимĕçсен виллисем пирĕннисенчен чылай ытларах. Нимĕçсем нумаййăн, пирĕн салтаксене парăнтарасшăн, анчах та вырăс салтакĕсем парăнмаççĕ, вилеççĕ, анчах тăшмана малалла иртме памаççĕ.
— Иван Петров салтака ăçта тупма пулать-ши? — тесе ыйтсан, — Иван Петров хăйĕн кăкăрĕпе Çĕршыва хӳтĕлесе паттăррăн пуçне хучĕ, хăй вилчĕ, анчах тăшмана Мускава кĕртмерĕ, — тесе ответлерĕç.
— Эсир ун çумĕнче кĕмĕл савăт курман-и? Ун япалисем ăçта-ши?
— Çук, нимĕнле савăт та курман. Хăйĕн япалисенчен унăн тапак хутаççи кăна тăрса юлнă, эпир унран юлнă махорккине туртса пĕтерсе.
Ученăйсем кулянсах кайрĕç тет. Штаба таврăнсан Генерала Иван Петров салтак Мускав патĕнчи çапăçусенче патăррăн çапăçса пуçне хуни пирки пĕлтерчĕç тет. Кĕмĕл савăт унра пулман иккен.
— Мĕнех, — тет Генерал, — паттăрсене мухтав. Тапак хутаççине кинемейе çитерсе парăр, маттур мăнук çитĕнтернĕшĕн тав тума манса ан кайăр.
Ученăйсем кинеми патне çитрĕç тет.
— Сирĕн мăнукăр пуçне хунă, унран асăнмалăх çак хутаç кăна тăрса юлнă, — тесе ăна кисет тыттараççĕ.
— Ман мăнука эсир иртерех пытарасшăн. Ман мăнук кирлĕ-кирлĕ мар нимĕç аллинчен вилме айван мар, вăл вилмен!
— Пулма пултараймасть?! Пуçне хунă терĕç, акă унăн кисечĕ.
Карчăк хутаç çине пăхса илет те çапларах сăмахлать:
— Хутаççи хитре ĕнтĕ, нимĕн те калаймăн, анчах та ку кисет ман мăнукăн мар. Ун çине чечексем тĕрленĕ, эпĕ вара Ваньăна хĕрес тĕрлесе парса. Эсир ăна тĕрĕс мар шыранă.
— Епле тĕрĕс мар çĕрте? Мускав çывăхĕнче шыраса, хаяр çапăçусем пынă çĕрте. Эсĕ ху ват пуçупа темĕн пăтраштаратăн пулас?
— Нимĕн те пăтраштармастăп! Тавах турра, ăс-тăн енчен аптрамастăп-ха. Ун чухне вăл Мускав патĕнче çапăçнă, кунтан тăшмана хӳтерсе янă хыççăн халĕ урăх çĕрте çапăçать. Халĕ вăл нимĕçсене хĕвелтухăçнелле хăвалать, ĕненместĕр пулсан, акă тин çеç унран çыру илтĕм, вулăр.
Ученăйсем çыру вулаççĕ:
«Хаклă асанне! Нимĕçсене Мускав çывăхĕнчен хăваласа ятăмăр. Питĕ хĕрӳ пулчĕ, халĕ татах та хĕрӳрех. Халĕ тăшмана хĕвеланăçне хӳтететпĕр. Фронтри салампа Иван Петров». Каялла адрес та пур: Чи малти окоп (Самые передовые окопы)
Ученăйсем хăвăртрах самолет çине ларчĕç те Иван Петрова хăваласа çитме васкарĕç. Чи малти окопсем патне. Йĕри-тавра çапăçу пырать, пулеметсем переççĕ, пушкăсем янратаççĕ, пирĕн салтаксем чылаййăн пуçне хунă, фашистсем вара татах та ытларах. Анчах та халĕ нимĕçсем мар, пирĕннисем вĕсене çĕнтерни сисĕнет.
Ученăйсем каллех: Иван Петров салтака ăçтан тупма пулать-ши? — тесе ыйтма пуçлаççĕ.
— Иван Петров салтак тăшмана хĕвеланăçне хăваласа пĕр çапăçура пуçне хучĕ, — теççĕ.
— Унăн япалисем ăçта-ши. Кам та пулин унăнне кĕмĕл савăт курман-и?
— Çук, нимĕнле кĕмĕл савăт нихăçан та курман. Унăн махорка хутаççи пур, махорккине эпир валеçсе илтĕмĕр.
Ку хутĕнче те ученăйсен нимĕнсĕрех таврăнма тивет. Каллех карчăк патне кайса мăнукĕ вилни пирки пĕлтереççĕ, ĕнентерме кисет параççĕ, карчăк вĕсен сăмахĕсене пачах та итлесшĕн мар.
— Ман мăнука пытарма иртерех-ха. Тăшман ăна çăмăллăн пĕтерейместех. Ку хутаç ман мăнукăн мар.
— Мĕнле унăн мар? Эсĕ ун кисечĕ çинче хĕрес тĕрленĕ терĕн-çке, кунта шăпах хĕрес ӳкернĕ.
— Çапла, хĕрес тĕрленĕ, анчах та эпĕ шурă тĕслĕ çиппе мар, хура çиппе тĕрленĕ.
— Эсĕ ват пуçупа каллех темскер пăтраштаратăн пулас.
— Нимĕн те пăтраштармастăп, — тесе ответлет карчăк. Ун чухне вăл малти окопсенче тăшмансене хăвалатчĕ, халĕ Берлина çитнĕ. Ăна курасах тетĕр пулсан, васкăр. Акă çыруне те Берлинранах ярса пачĕ.
Ученăйсем конверт çине пăхсан, çыру чăнах та Берлинран çитнине ĕненеççĕ. Иван Петров салтак хăй Берлина çитни пирки пĕлтерет, кĕçех вăрçă пĕтесси пирки хыпарлать.
Борис Сергуненков
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...