«Каччă чунĕ, чăнах, пархатарлă...»


Каччă чунĕ, чăнах, пархатарлă:

Те пĕлес килнĕрен умрине,

Хĕрхенсе, тен, эп юмăç пăхтартăм

Виç ачаллă чикан майрине.

 

Те чунтан вăл каларĕ — пĕлместĕп,

Суеçтерчĕ-и, тен, — пурпĕрех:

«Аллăра паллă çын пулăн эсĕ,

Унччен пулĕ кăштах хĕнтерех».

 

Ĕненместĕп пачах тĕшмĕше эп.

Леккелетĕп хутран хĕнлĕхе.

Парăнмастăп ăна, кĕрешетĕп.

Çывхаратăп çапла хĕрĕхе.

 

Хĕрӳрех кунсерен чун кăварĕ,

Араскал тилхепи аллăмра.

Леш майра тĕрĕсех, тен, каларĕ. —

Паллă пулĕ йăлтах аллăра.

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Галина (2022-04-01 14:52:36):

Юмăçсем хăшпĕр чухне тĕрĕссинех палăртаççĕ. Анатолий Смолин паллă поэт.Унăн ятне чăваш халăхĕ нихăçан та манмĕ.

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: