Тĕлĕнмелле лаша
Пĕррехинче аттепе пулă тытма кайрăмăр. Çанталăк лайăхчĕ, ăмана вăлта çине тирме вăхăт та çук, самантрах вăлта хулли авăнать, пулă çине пулă туртса кăларатпăр. Пĕр витрене яхăнах тытрăмăр. Сасартăк пирĕн ума лаша тес лаша мар, кенгуру тес кенгуру мар, темĕнле тĕлĕнтермĕш чĕрчун килсе тăчĕ, лашан малти урисем пĕчĕк, кайри урисем вăрăм.
Лаша патнелле утăм ярса пусрăм, тĕлĕнсех кайрăм, лаша урисем хăй вырăнĕнчех, пĕчĕк те мар, вăрăм та мар. Айккинелле пăрăнтăм, лаша урисем каллех улшăннă. Хăранипе тăн çухатнă. Тăна кĕнĕ чухне эпĕ такам пӳлĕмĕнче выртатăп. Лаша сĕтел хушшинче чей ĕçсе ларать. Хамăн та чей ĕçес килсе кайрĕ. Сĕтел хушшине лартăм. Лаша манпа этем чĕлхипе калаçма пуçларĕ.
Хăраса кайрăм та сĕтел хушшинчен тухса тартăм. Шкаф хыçне пытанса лартăм. Сĕм çĕрлечченех çавăнта лартăм. Çĕрле хăра-хăрах тухрăм, никама та курмарăм. Лашана пӳртре шырама пуçларăм, шыраман вырăн хăвармарăм, тупаймарăм. Урама тухса чупрăм та пĕлĕтелле вĕçекен лашана куртăм. Вăл хыçалти урисемпе пĕлĕтрен тĕксе пырать, малти урисемпе çул уçса пырать.
— Акă мĕншĕн ăна тĕлĕнмелле урасем кирлĕ пулнă иккен.
Admin (2010-11-15 11:12:06):
Кĕске содержани евĕрлĕ кăна çырнă. Кун пек çырсан вырăн, паллах, лекмест — мала тухас тесе тупăшакансем ытла та нумай. :)
Зотова Г.В. (2010-11-24 21:02:30):
Владик ача чухне хулари шкулта вĕреннĕ.Кĕске юмах хайлама пултарни Владик тăрăшуллă вĕренекен пулнине палăртать.