Пĕрле пурăнмаççĕ
Ĕлĕк-авал лаша хальхи пек карта-витере мар, пӳртрех пурăннă. Хуçипе пĕрлех апатланнă. Аш та тиркемен, çăкăр та юратсах кавленĕ, ытларах яшка юратнă, тортшăн каçăхсах кайнă. Сĕтпе пăтă, чей курăкĕнчен вĕретнĕ чей, кăштах шоколад лашашăн чи паха апат шутланнă.
Çывăрасса та тӳшек çинчех çывăрнă. Лашан пĕртен-пĕр кăлтăк пулнă, вăл тирпей-илеме юратман, пӳртри чечексене çитĕнме паман. Çакăншăн хуçи ăна яланах ятланă, лаша тӳрленме сăмах панă, тепĕр кунне вара хăй каллех чечекĕн туха пуçланă çулçисене татса илнĕ.
Пĕррехинче хуçисем лавккаран пин штук кирпĕч туянаççĕ. Лашана кӳлеççĕ, кирпĕчсене лав çине тиесе киле турттарма пуçлаççĕ. Лаша кунĕпе ĕçленĕ хыççăн унăн хырăмĕ хытах выçать.
Каçхине хуçисем апатланаççĕ, утне апата чĕнме манаççĕ. Апачĕ сахалрах пулнă, ут валли апат юлашки çеç тăрса юлать. Лаша валли çăкăр та çитмест.
Ут тулхăра пуçлать: «Паянтан сирĕнпе пĕрле пурăнмастăп! Кунĕпе пĕр канмасăр ĕçлерĕм, тăраниччен апат çиеймерĕм!»
Çапла калать те урамалла чупса тарать. Кунĕпех улăх-çаран тăрăх чупса çӳрет. Хырăмĕ выçса çитнипе киле таврăнать, анчах та пӳрте кĕреймест, хуçисем алăкне шалтан питĕрсе илнĕ.
— Мĕн çимелле, малашне мĕнле пурăнмалла?
Кил хушшине тухать, утă капанĕ патне пырса тăрать. Утă çиме пуçлать. Утăран торт шăрши те, çăкăр шăрши те, чей шăрши те кĕрет-мĕн. Ку таранччен çинĕ мĕн пур апатран тутлăраххи — утă иккен!
Çавăнтанпа лаша тулта пурăнма пуçлать. Сĕлĕ юратать, утă-улăм çиет.
Зотова Г.В. (2010-11-24 20:56:50):
Дима! Тăрăшсан хитре юмахах çырма пулать иккен.