Анне — çутă тĕнче
Аннене суйламаççĕ,
Ма тесен вал — пĕрре.
Аннене хурламаççе —
Вăл çуратнă пире.
Эс, аннеçĕм, юратнă
Кашнине чĕререн.
Ăшă туйăм вăратнă
Юрласа каçсерен.
Сана вăхăт илеймĕ
Ачусен чĕринчен.
Эсĕ — пурнăç илемĕ,
Эсĕ — çутă тĕнче.
Ачусем сас памаççĕ,
Тухса кайнă килтен.
Вĕсене ирĕн-каçăн
Чăтайми эс кĕтен.
Сухаланă пит тарăн
Çăн-питне хура-шур.
Çӳçӳнте сан, мăнтарăн,
Пурнăç пурçăнĕ пур.
Bermakle (2017-03-18 17:36:58):
Владелец http://healbio.ru/ лох.
AlexMaster (2017-04-18 20:57:44):
Help ban account Google AdSense. Send an abuse to Google Adsense on the following sites:
http://gdenauka.com/
http://hapume.com/
http://indelous.com/
http://usature.com/
http://monforexe.com/
We block this account Google AdSense together.
Галина Зотова (2022-04-01 14:45:34):
Bermarkle тата AlexMaster тем каласшăн пулчĕç? Сăвă çăмăллăн вуланать, ăна юрра та хывнă, халăх ку юрра юратать.