План!.. план!.. план!..
План... План... План... Пысăк плансем пуçра. План-н-н!.. План-н-н!.. Тон!.. Тон!.. План-н-н! 55 пăтлă чан план!.. — тесе Пахомов шухăшĕсене инçете илсе каять. Çĕн çул каç çĕнĕ шухăшсем. План-н-н!.. План-н!
План тăрăх «таса атте» Пахомов халăхпа лăках тулнă чиркĕвĕн амвонĕ1 çинче сарăлса тăрать. Хăй шухăшласа кăларнă çĕнĕрен те çĕнĕ чиркĕвĕн пупĕ вăл. Халăхпа пĕрле кăнтăрлахи кĕлĕ тăвать.
— Ашшĕн, ывăлĕн, çветтуй сывлăшĕн ячĕпе паянхи спектаклĕн пĕрремĕш пайне итлĕр! — тесе Пахомов кăнтăрлахи кĕлле пуçласа ярать.
Хор:
— Итлетпĕр, итлетпĕр, итлетпĕр, — тет нотлă кĕвĕпе.
— Ырă кăмăлпа физкультур тума тытăнар! Халăх сăхсăхмалли физкультура тума тытăнать.
— Малалла лозунгсене итлеме пуçăрсене тайăр!
Халăх кăмăллăн таять.
— Çавалстроя тăвас ĕç хăвăртланса пытăр тесе, çĕнĕрен хапрăк-савăтсем тăвас ĕç ӳссе пытăр тесе, çул-йĕрсем тăвас тĕлĕшпе Автодор вăйлăрах ĕçлесе пытăр тесе, физкультур туса илер.
Халăх сăхсăхать.
— Кооператив лавккисем умĕнче тăрса каймалли черетсене пĕтерес тесе, тавар хакĕсем 10-шар процентăн йӳнелччĕр тесе, физкультур туса илер.
— Хамăрăн ырă çыннăмăр ял Совет председателĕ Харламппи Хвечушĕн, ăна ырă кун-çул, сывлăх, канлĕх патăр тесе, чĕркуççи çинче тумалли физкультур туса илер.
— Хамăрăн аслă, хăватлă, мухтавлă Марийасене арçынсемпе пĕр танах хисеплесе, хамăра хамăр пĕтĕм чунăмăра хĕрарăмсен аллине парар.
Нумай Пахомовăн шухăшласа кăларнă ектенин2 сăмахĕсем, пит нумай, анчах вĕсем çинче чарăнса тăрар мар, кĕллĕн тепĕр пайне итлесе пăхар.
— Халĕ ман пек ĕçсĕр юлса выçă ларакансене çимелли парса пулăшас ырă шухăшпа проçвирсем илсе хатĕрлесе хурар!
Кĕпĕрленсе пырать халăх проçвир майри патне.
— Мана пĕрре.
— Ак укçа.
Проçвирĕсем йĕкĕрлĕ. Çине çурлапа мăлатук кĕлетки пусса тĕрленĕ.
— Халĕ ĕнтĕ ырă кăмăлпа стена хаçачĕ кăларма тытăнар. Халăх пилленипе, редакторĕ эпĕ пулам. Заметкисене поминани кĕнекисем çине çырса проçвирпа пĕрле парă-ăр!..
Халăх, поминани кĕнекисем çине çырнă заметкăсем çине кашни 20-шер пус кĕмĕл укçа хурса, хуралçă урлă Пахомова тыттарать.
Укçа нумай. Пахомов савăнать. Ĕçсем ятламалла мар. Ничево! Пуйма пулать.
— Халĕ Пирша Трутара ĕç тупайманнисем валли шертвăни пуçтарар! — тет Пахомов каллех алтарьтен.
Чиркӳ старости кружкăпа укçа пухса çӳреме тытăнать. Чăнкăрт, чăнкăрт! тухса ӳкеççĕ тар юхтарса тупнă пăхăр укçасем староста кружки ăшне. Кружка тулать.
— Халĕ ушкăнпа апат çитермелли столовăйри йĕркене асаилсе, кунта пухăннă халăх ушкăнĕнче тăракансем пурте «причеç» ятлă китайски чей ĕçме килĕ-ĕр!..
Кашăкпа причеç сыптарать сăваплă Пахомов. Шăнкăрт-шăнкăрт! ӳкеççĕ укçасем унпа юнашарах тунă хуралçă турилкки çине.
Причеç ятлă китайски чее астивменни пĕри те юлмасть. Малалла Пахомов хĕреспе тухать.
— Пĕр-пĕрне чуптусан чир ерме пултарнине асаилсе, çак хĕрлĕ хĕреспе чуптăва-ар!
— Тьфу!.. План, план!.. План-и ку! Шуйттан! Мăн сăмса! Сăмсу мăнă та, ăсу кĕске, — тесе хăйĕн пуçне чышкалама пуçларĕ Пахомов ури çине сиксе тăрса. — Çавăн пек кĕлĕпе çынна мар, йытă хӳрине те чиркӳ еннелле туртаймăн. Кĕлĕ пулчи ку сан? Кĕлĕ мар, шуйттансем шухăшласа кăларнă комеди пулса тăчĕ! Никам та вăл комедие ĕненес çук. Урама тухма памĕç — кулса вилĕç. Совет влаçне ку кĕлĕпе тытаймăн. Санăн, мăн сăмса, ун пек кĕлĕсем мар, çĕнĕрен, халиччен пулман тĕн шухăшласа кăлармалла!
План! План! Çĕнĕрен план. Тон-тон! План!.. Пахомовăн шухăшĕсем вĕçен кайăксем хĕл каçма кайнă ăшă вырăнсене куçса кайрĕç.
Çĕнĕ план тăрăх Пахомовăн виçĕ çул хачă курман çӳçĕсем пăрçа урапи пек пулса кайнă, сухалĕсем картин çинчи Авраам «аттен» пек сарăлса кайнă. Виçĕ çул! Виçĕ çул ĕнтĕ Пахомов ăшă Туркестана килсе вырнаçни. Савăнăçлă паха кун. Виçĕ çул ĕлĕк хăй алтса тунă ăшă шăтăка пăрахса тухать вăл паян çутă тĕнчене. Хăй ирĕкĕпе хăй килсе вырнаçнă вăл çакăнта. Пушă хирте пурăнса, никам чăрмантармасан, пысăк япаласем шухăшласа кăларма лайăх тесе килнĕ вăл кунта. Виçĕ çул хушши пур тĕнчен кĕнекисене илсе, çĕнĕ тĕн шухăшласа кăларнă вăл халĕ. Ку тĕнпе пĕтĕм тĕнчене хăй енне çавăрса, большевизма таптама ĕмĕтленет. Ĕçпе тăранса пурăнакансене пурне те капитализм аллине савса парать. «Кăтартăп-ха эпĕ сире», — тет халĕ вăл çăмламас аллисене чăмăртаса.
Сасартăк план тăрăх чăмăртанмалли чышкисем лаштах çĕрелле усăнчĕç. Чăмăртанă чышкисене курсассăн, Чăваш республикинчи «Чăмăртанни» ятлă коммуна аса килнĕ Пахомова. Коммунăсем... Ял сиккипех колхоза куçса пырать. Колхоз — киввисене тымарĕпех кăкласа пĕтерекен çĕне йăла. Темле çĕнĕрен те çĕнĕ тĕн те колхозра тымар ярайрас çук. Ку план та... йытă хӳри тĕшне те тăмĕ. Урăххи кирлĕ...
Çунакан голландски кăмака умĕнче шухăша кайса ларакан Пахомов «атте» чĕркуççи çине чавсаланса пуçне тытнă аллине çĕрелле ячĕ те çунакан вут çине пăхрĕ.
Вутти çунса пĕтнĕ. Кăварĕ пăт-пат çуталкаласа илет те куç умĕнчех сӳнсе ларать. Пахомав шухăшĕсем... шанчăкĕсем кăварпа пĕрле сӳнсех, пĕтсех ларчĕç. Сехет 12 çапрĕ. Çĕнĕ çул пуçланчĕ. Тулта сивĕ шартлаттарни илтĕнчĕ. Пахомова: «Сирĕлĕр кунтан, кивĕ тĕнчепе капитал тарçисем!» — тенĕнех туйăнчĕ сивĕ шартлаттарнă тулти сасă.
Шухăшсем
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...
There are two stages to our service that...