«Кунçул иртсен, иртсе кайсан яш вăхăт…»
Кунçул иртсен, иртсе кайсан яш вăхăт,
Янах çине шăтсассăн мăк сухал,
Эп сан сăнна алла тытса, тен, пăхăп,
Ӳпкелеп çукшăн яшлăхри вăй-хал;
Ыратĕ чун тĕллевсĕр иртнĕ çулшăн,
Ĕнселĕ еншĕх тунсăх пулнăран.
Пĕр эсĕ çеç ман ĕмĕтре ан улшăн:
Сана кура хама эп хак парам.
1961, пуш, 2.
Вăрман Çĕктер, Хыркасси.
Виталий (2010-10-07 22:42:44):
Кунта тăваттăмĕш йĕркере йăнăш пур пулас: Ӳпкелеп çукшăн яшлăхри вăй-хăй;
Admin (2010-10-08 00:17:13):
Чăн та курăнмасăр юлнă — «вăй-хал» пулмалла.