Вăтăр çул иртсен...
Петя тетене халаллатăп
1
Пуйăс чикĕ урлă каçсассăн та Патрей лăпланаймарĕ. «Епле шыраса тупрĕç-ха мана поляк харцерĕсем. Ятăма-хушаматăма, эпĕ Чăваш çĕршывĕнчен иккенне ăçтан пĕлнĕ-ха вĕсем? — шухăшларĕ вăл. — Чим, аттен вилтăпри çине çырса хуни тăрăх шыраса тупман пулĕ те...»
Пуйăс анăçалла васкать. Вăрмансем витĕр тухать, кĕперсем урлă каçать, васкать те васкать.
Патрей ашшĕн вилтăприйĕ çине мĕн çырнине асаилме тăрăшрĕ. Унта вăл Чăвашстанран иккенне палăртманччĕ. Пурĕ те темиçе сăмах çеçчĕ: ят, хушамат, хăçан вилни. Айккине вара: «Коля, эпир саншăн тавăратпăр», — тенĕччĕ.
Патрей вакун чӳречи патне пырса тăчĕ. Çапла, çак çултан çурçĕр еннерех вĕсен дивизийĕ хаяр çапăçура аркатса тăкнă тăшмана йĕрлесе пыратчĕ. «Померанине тухатпăр!» — тетчĕ хăшĕ-пĕри. Ун чухне Кенигсберг таврашĕнче хаяр çапăçусем пыратчĕç. Çирĕп унка лекнĕ фашистсен дивизийĕсем урса кайса хирĕç тăратчĕç, вăрçă пĕтесси куçа чарса пăхсан та курăнмастчĕ-ха.
«Шăп та лăп çак вырăнсемпех иртсе пынă-çке эпир», — шухăшларĕ Патрей. Анчах, тăрăшса пăхсан та, вăтăр пĕр çул каялла çапăçу пынă вырăнсене паллаймарĕ вăл.
Эх, вăхăт епле хăвăрт иртет. Ун чухне Патрей вунçиччĕ тултарса вунсаккăра пуснă йĕкĕтчĕ. Вунçиччĕре вăрçă çулăмĕ ăна хăй ăшне пĕтĕрсе чикрĕ. Польшăна çитнĕ çĕре вăл хăйне темĕн те курнă салтак тесе шухăшлатчĕ ĕнтĕ. Çак темиçе уйăх хушшинче Патрей артиллери вучĕ, тăшман бомбисем айне те пулса курчĕ, çичĕ ютăн танкĕсене хирĕç аллине граната йăтса та тухрĕ, штыкпа та çапăçрĕ...
Пуйăс çаплах анăçалла васкать. Патрее часрах Варшавăна илсе çитересшĕн. Унта унăн Люблина каякан пуйăс çине куçса лармалла.
«Çапах та мĕнле шыраса тупрĕç мана?» — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ Патрей. Тĕрĕссипе, вăл хăй тупăнчĕ-ха. Поляк пионерĕсем ăна шырама кăна тытăннăччĕ. Вĕсем Шупашкарта тухса тăракан пĕр хаçата çыру янă. Ăна пичетлесе кăларнă. Çав çырури кашни сăмаха астăвать вăл. «Пирĕн шкул çумĕнче совет салтакĕн вилтăпри упранать. Вăл 1944 çулта утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче пуç хунă... Çав çулхинех авăн уйăхĕнче çак паттăрăн вилтăпри патне унăн ывăлĕ килсе кайнă. Эпир вăл Патрей ятлине, чăваш иккенне пĕлетпĕр... Тен, вăл сывă юлнă...»
Каччă çакна вуласанах хаçата çыру ячĕ. Тепĕр уйăхран поляк пионерĕсем ăна хăнана чĕнчĕç.
Патрее каллех тахçан пулни-иртни асакилчĕ...
1944 çулхи çурла уйăхĕнче вĕсен дивизине сасартăк кăнтăр еннелле çавăрчĕç. Тепĕр кунне хаяр çапăçу пуçланчĕ. Икĕ эрнене тăсăлчĕ вăл. Унтан тăшман мĕн пур хĕç-пăшалне, техникине пăрахса тарма тытăнчĕ. Çак вăхăтра Патрейсен дивизийĕнче çухату нумай пулчĕ. Çавăнпа вĕсене малалла ямарĕç. Люблинран инçе мар вăрман хĕррине канма илсе тухрĕç. Шăп çавăнта тăнă чухне ăна шăллĕ çырăвне пачĕç. «Атте вилнĕ пирки çыру илтĕмĕр, — тенĕччĕ вăл. — Ăна сана ярса паратăп. Унта адресĕ те пур. Нумаях пулмасть аттен юлташĕсем çырса ячĕç. Ăна та яратăп. Эсĕ хăвăн çырăвунта Польша чикки урлă каçрăмăр тенĕччĕ. Тен, ăнсăртран, атте вилнĕ çĕре те çитсе тухăн...» Çапăçура пуç хунине пĕлтерсе янă хыпар хучĕ çинче ашшĕне ăçта пытарнине те пĕлтернĕччĕ. «Люблин облаçĕ, Рудка тăрăхĕ...»
Салтак чĕри, тем тери хуйхăпа витĕннĕ пулсан та, тăван ашшĕ çĕре кĕнине ĕненесшĕн пулмарĕ. «Люблин... Люблин... Апла аттен вилтăпри çак таврарах пулмалла-çке!» — тенĕччĕ вăл. Ашшĕн юлташĕн çырăвне вуларĕ: «Эпир ăна Рудка тăрăхĕнчи çурçĕр енне, Люблинран Бресталла каякан шоссе хĕррине, пысăк хыр айне пытартăмăр», — тенĕ унта.
Комбат Патрей çине тинкерсе пăхрĕ те: «Икĕ кун паратăп сана, — терĕ. — Ыран каçхине е виçмине ирпе ирех килсе çитмелле. Часах дивизи кунтан тухса каять».
Кăнтăрла тĕлне салтак Рудка тăрăхне пырса çитрĕ. Пысăк мар ял. Çирĕм кил те çук пулĕ. Çурчĕсем тĕрлĕ çĕре сапаланса ларнă. Ашшĕн вилтăприне ăçта шырамаллине Патрей тӳрех курчĕ, ял урлă каçса каймалла иккен — шоссе çав енче.
Ашшĕн юлташĕсем çырни тăрăх Патрей часах кирлĕ çĕре çитрĕ...
Акă ватă хыр айĕнче çӳллĕ мар тĕмеске. Унта юпа лартса хунă. Юпа çинче — хăма. Çур сехете яхăн Патрей ашшĕн вил тăпри умĕнче пуçне усса тăчĕ, унтан юнашар пырса ларчĕ те чикарккă чĕртрĕ...
2
Пуйăс çаплах хĕвеланăç еннелле васкать. Вакун чӳречинчен ирхи хĕвел ури кĕчĕ. «Епле-ши унта халĕ? — шухăшларĕ Патрей.
— Аттен вилтăпри ĕлĕкхи пекех юлнă-ши?» Вăл кайран, вăрçă пĕтнĕ хыççăн, çак вырăна тепре çитсе курма ĕмĕтленнĕччĕ. Анчах май пулмарĕ...
...Салтак хăйсен чаçне чиперех таврăнчĕ. Тепĕр куннех вĕсене анăçалла илсе кайрĕç. Часах хаяр çапăçу пуçланчĕ. Ун чухне Висла хĕррине çитсе пыратчĕç. Юханшыв леш енне каçма ĕлкĕреймен нимĕçсен чаçĕсем урса кайса хирĕç тăратчĕç... Атакăна кайнă чухне ăна сасартăк темĕнле вăй çĕклесе илчĕ те хыçалалла кĕрĕслеттерсе ӳкерчĕ. Урăх мĕн пулнине каччă астумасть...
Чылайран, госпитальте çеç, операци хыççăн тăна кĕчĕ. Пуля ăна пуçĕнчен питĕ йывăр амантнăччĕ. Çавăнпа та вăрçă пĕтсен тепĕр çур çултан инвалид пулса тăван килне таврăнчĕ. Шкулта вăтăр çул ачасене вĕрентрĕ, хăй те вĕренчĕ. Институт пĕтерчĕ. Шкул директорĕ пулса тăчĕ.
3
Патрее ăшшăн кĕтсе илчĕç: шкул ачисем, учительсем... Ватă хыр та лăссисемпе силлесе саламларĕ. Ун айĕнчи тĕмеске çинчи юпа халĕ те пур, хăми çине çырса хуни те упранать. Çав юпапа юнашар мрамортан тунă плита ларать. Ун çине:
«Паттăр Совет салтакĕ
Салманов Николай Ильич.
Вăл пирĕн телейшĕн пуç хунă.
Ĕмĕр-ĕмĕр мухтав ăна», — тесе çырнă.
«Халăх телейĕшĕн кĕрешсе пуç хунă çынсене поляксем епле лайăх чыслама пĕлеççĕ», — шухăшларĕ митинг пынă чухне Патрей. Ун патне вунулттăсенчи хĕр чупса пычĕ те сывлăх сунчĕ:
— Ырă кун, пан Патрей!
Палламан хĕр çапла хăйне ятпах чĕнсе сывлăх сунни Патрее тĕлĕнтерчĕ. Вăл вара ун çине тинкеререх пăхрĕ те... сасартăк унăн чĕри кăлт! сиксе илчĕ.
— Бася?! — тĕлĕнсе шăппăн каларĕ вăл.
— Çук, — терĕ хĕр вырăсла сăмахсене кăшт пăскаласа. — Эпĕ Бася мар, Зося, Софья. Бася — манăн анне. Вăл сире лере кĕтет. — Хĕр аллине тăсса машинăсенчен кăшт хыçаларах тăракан хĕрарăмсен ушкăнĕ енне кăтартрĕ.
«Бася, Бася! Ытарайми поляк пики! Эпĕ сана тахçанах ман çинчен манса кайнă пулĕ теттĕм», — вĕлтлетрĕ пуçĕнче. Вăл хăй курнине ĕненмесĕр умĕнче тăракан хĕр çине тепĕр хут тинкерчĕ. Ах, каснă-лартнă Бася пекех-çке вăл!»
4
...Ун чухне Патрей ашшĕн вилтăпри çинчен каç пуласпа, ĕнтрĕк килсессĕн çеç кайма тухрĕ. Шоссе çинче пĕр-пĕр машинăна тĕл пулсан кĕçĕрех чаçе çитĕп тесе шухăшланăччĕ вăл. Анчах машина таврашĕ курăнмарĕ, вăл вара çуранах утрĕ. Шыв ĕçес килнĕрен аслă çултан инçех мар вырнаçнă пĕр хуттăр еннелле утрĕ. «Çĕр каçма та май килмĕ-и-ха», — шухăшларĕ вăл.
— Пулăшă-ăр! — тискеррĕн кăшкăрни Патрее тăп тытса чарчĕ. Сасă хутор енчен илтĕнчĕ. Полякла кăшкăрчĕç. Вăл çавăнтах автоматне хул пуççинчен хывса илчĕ те аллине тытрĕ.
— Ах, пулăшă-ăр! — илтĕнчĕ каллех. Хĕрарăм сасси.
Патрей, автоматне сылтăм аллипе тытса сулахай аллипе хăй умĕнчи йывăç тĕмне сирчĕ те шарт! сиксе каялла пытанчĕ.
— Ганс, пăрах эс çав ухмах полькăна! Пер те пăрах! — илтех кайрĕ вăл нимĕçле калаçнине. — Вăл çухăрнине илтсе вырăссем килсе тухма пултараççĕ...
— Миçе уйăх хĕрарăм курман та вара, çав кайăка вĕçертетĕп пулать-и! — хирĕç сасă пачĕ Ганс текенни.
Хапха патĕнче нимĕçсен икĕ салтакĕ тăрать. Тепри поляк хĕрне ярса тытас тесе тарасаллă пусă тавра чупать.
— Ах, пулăшă-ăр! — кăшкăрса ячĕ хĕр каллех. Унăн çӳçĕ сапаланнă, кĕпи çурăлса пĕтнĕ. Патрей хырăмпа шуса картиш çумнех тухрĕ.
Ун енчи хӳме хăми тухса ӳкнĕ, вăл çав уçă вырăна тĕкĕнчĕ те пеме хатĕрленчĕ. Тискер фашистсене иртĕхме памалла мар, вĕсене ăса вĕрентмеллех!
Нимĕç салтакĕ мĕскĕн хĕре çатăрласа тытрĕ те пусса ӳкерчĕ. Хĕр унран хăтăлас тесе мĕн пур вăйне пухса çапкаланчĕ. Акă, таçтан вăй тупса, вăл фашиста сирсе ывăтрĕ те ури çине сиксе тăчĕ. Лешĕ упаленсе ăна çара уринчен ярса тытасшăн...
— Акă сана, путсĕр! — чăвашла кăшкăрса ячĕ те Патрей пеме пуçларĕ.
Путсĕрскер çĕре тăсăлса ӳкрĕ. Хапха патĕнче тăракан нимĕçсем, автомат сассине илтсенех, çĕре лаплатса выртрĕç, тĕлли-паллисĕр пеме пуçларĕç. Картиш варринчи хĕр вара ниçта кайса кĕме пĕлеймесĕр пĕрре пĕр еннелле, тепре тепĕр еннелле чупасшăн...
— Вырт! — мĕн пур вăйне пухса кăшкăрчĕ Патрей.
Хĕр хăйне каланине тӳрех ăнланчĕ пулмалла, çĕре лаплатса ӳкрĕ.
— Вырăссем! — кăшкăрчĕ пĕр нимĕçĕ. «Старшина калани тĕрĕсе килчĕ, — шухăшларĕ Патрей. — Юрать-ха хĕрачи кăшкăрма пĕлекенни пулчĕ. Фашистсен аллине йĕпе чăх пекех лекеттĕн вĕт».
— Тăр! Нимĕçсем тарчĕç! — терĕ хĕре. Поляк хĕрĕ аллине автомат тытса тăракан совет салтакĕ çине пĕр тĕлĕнсе, пĕр хăраса пăхрĕ, хуллен чĕркуççи çине çĕкленчĕ, ури çине тăма хăтланчĕ те сасартăк ахлатса ячĕ, ик аллипе кăкăрĕсене хупласа çĕр çумне лăпчăнса ларчĕ.
— Тăр, тăр, ан хăра! — терĕ Патрей май çитнĕ таран лăпкăн. Вăл хĕр хăйĕнчен хăранипе лăпчăнса ларчĕ пулĕ терĕ. — Ан хăра, эпĕ — совет салтакĕ.
— Пан салтак, ман çине ан пăхăр, тархасшăн, — терĕ хĕр пăлханса.
Каччă çурăмпа çаврăнса тăчĕ. Хĕр сиксе тăчĕ те пӳртелле ыткăнчĕ.
Патрей пусă патне пычĕ, витрине çăла ярса шыв ăсса кăларчĕ, чунĕ каниччен ĕçрĕ.
— Пан салтак, пӳрте кĕрĕр! — илтех кайрĕ вăл хĕр сассине. — Эпĕ сире сĕт ĕçтерĕп...
5
— Сывлăх сунатăп, Патрей! — терĕ хĕрарăмсенчен пĕри кăшт маларах тухса. — Эсĕ мана палламастăн та-и вара?
— Бася!
Хăнана килнĕ чăваш умĕнче тăракан хĕрарăм аллине хăйĕн икĕ аллипе те чăмăртарĕ, ним калама пĕлеймесĕр тăчĕ.
— Патрей, эпĕ сана курсанах, аякранах, палларăм!
Хĕрарăм ăна ыталаса илчĕ те питĕнчен чуптурĕ.
— Эсĕ пĕрре те улшăнман, ĕлĕкхи пекех çап-çамрăк, — терĕ вăл. — Эпĕ акă ватăлсах кайрăм ĕнтĕ. Эсĕ те паллаймарăн.
Вĕсем патне яштака пӳллĕ ырхан çын уксакласа пычĕ.
— Паллашăр, Патрей, ку — манăн упăшка, Борислав, — терĕ Бася.
Патрей поляк аллине хыттăн чăмăртарĕ...
6
Салманов чĕри палланă хуттăр патне çитнĕçемĕн хытăрах та хытăрах тапма тытăнчĕ. Чим, çак тĕмсен хушшипе иртнĕ чухне «Пулăшăр» тенине илтнĕччĕ мар-и-ха вăл? Патрей чарăнса тăчĕ, йĕри-тавра пăхкаларĕ, çук, пĕрре те паллакан вырăн пек мар çав. Ара, унтанпа вăтăр çул иртсе кайнă.
Хуттăрта пĕтĕмпех улшăннă. Тарасаллă пусă çеç хăй вырăнĕнче. Патрее вăл ватă пĕлĕш пекех курăнчĕ.
Аякран килнĕ хăнана Басьăпа упăшки хăйсен килĕнче питĕ тарават йышăнчĕç. Хуçи патне хăнасем чылайăн пуçтарăннăччĕ. Пурте Патрейпе пĕр çулаллисем, ĕçрĕç, çирĕç, иртсе кайнă пурнăçа, çапăçу кунĕсене асаилчĕç, унтан юрă юрлама тытăнчĕç.
— Атьăр, «Катюша» юрлатпăр! — сĕнчĕ хăнасенчен пĕри.
Поляксем ку юрра хăйсен чĕлхипе юрласса кĕтнĕччĕ Патрей, çук иккен, вырăслах шăрантарчĕç.
— Тискер вăрçă çулĕсенче вырăс «Катюши» пире ĕмĕте, юратăва упрама, çĕнтерӳ çитессе кĕтме вĕрентнĕ, — терĕ Патрее Бася упăшки алă парса.
Патрее ăшă пулса кайрĕ. Вăл картишне тухрĕ те тарасаллă пусă çумĕнчи пысăк пĕрене çине пырса ларчĕ, шухăша путрĕ. Хăй паян кунта килсе çитни, тĕлпулу, калаçу, тин кăна поляксемпе пĕрле «Катюша» юрлани ăна пĕтĕмпех тĕлĕкри пек туйăнать.
— Патрей! — илтех кайрĕ вăл хăй хыçĕнче.
Хĕрарăм сасси. Питĕ çывăх, чун-чĕрере упранакан сасă...
— Бася! — хальхинче ăна сассинченех палларĕ Патрей.
Вăл ури çине тăчĕ, алăкран тухса крыльца çинчен анакан хĕрарăм патнелле хуллен утрĕ...
Бася ăна хальхинче вăтăр çул каяллахи вăтанчăк сăн-куçлă хĕр пекех курăнса кайрĕ. Вăл ун чухнехи пекех вăрăм кĕпепе. Унăн куçĕ ĕлĕкхиллех сеп-сенкер, тĕпсĕр тинĕс шывĕ пекех тарăн.
— Кăштах ларар-ха, Патрей, — терĕ хĕрарăм пĕрене патне пырса. Вăл малтан ларчĕ, Чăваш çĕрĕнчен килнĕ хăнана аллинчен тытса хăй çумне лартрĕ. — Астăватăн-и: эсĕ ун чухне шыв ĕçсе тăраттăн. Шăп та лăп çакăнта.
— Астăватăп. Эсĕ мана пӳрте кĕме чĕнтĕн.
— Эпир вара сĕтпе çăкăр çирĕмĕр.
— Çапла, сĕтпе çăкăр çирĕмĕр. Сĕчĕ питĕ тутлăччĕ. Çăкăрĕ кăшт хытнăччĕ. Питĕ лайăх астăватăп.
— Эсĕ çинĕ хыççăнах кайма тăтăн. Каç пулнине пăхмасăрах...
Этем тăнĕ ăнланса пĕтерме çук темĕнле япала-тăр çав. Халĕччен таçти кĕтесре пытанса пурăннă иртнĕ кун пулăмĕсем Патрее пĕрин хыççăн тепри яр-р! уççăн курăна-курăна кайрĕç. Чăнах та, вăл çавăн чухнехи калаçăва пĕтĕмпех астăвать иккен.
Поляк хĕрĕ хăйне вилĕмре çăлнă салтак каяс тенине пĕлсен хăраса ӳкрĕ, ăна гимнастерка аркинчен икĕ аллипе ярса тытрĕ те:
— Ан кай, пан салтак, ан кай, пĕччен хăратăп эпĕ! — терĕ.
— Мĕн хăрамалли пур? — тĕлĕнчĕ Патрей.
— Мĕнрен? Камран?
— Леш нимĕçсем таврăнма пултараççĕ.
— Вĕсем-и?.. Э-э, çук, вĕсем халĕ кунта вĕренпе сĕтĕрсен те каялла килмеççĕ.
— Санăн вара кĕçĕр каймаллах-и? Ыран ирпе кăна кайсан юрамасть-и, пан салтак?
— Юрать те-ха, — иккĕленчĕ Патрей. — Ман чаçе ыран каçа хирĕç çитсен те юрать.
— Апла ан кай, тархасшăн, пан салтак. Ирпе ирех эпĕ сана ăсатса ярăп. Пĕччен ан хăвар мана, тархасшăн!..
Патрей çавăн чухне хуттăра çĕр каçма юлчĕ...
7
Пусă енчен сулхăн çил вĕрет, Патрей çан-çурăмне канăçлăх çупăрлать.
— Мĕн тери çамрăк пулнă эпир ун чухне, — терĕ хуллен Бася.
— Çапла, эпĕ вунçиччĕреччĕ.
— Эпĕ вунулттăра. Халĕ манăн хĕр Зося шăп та лăп çав çулта.
— Манăн аслă ывăл çирĕм тăваттăра. Авланма хатĕрленет.
— Миçе ача санăн?
— Виççĕ. Тата икĕ хĕр пур.
— Зося манăн пĕртен-пĕр ача.
— Урăх ача кирлĕ мар терĕр-им?
— Вăрçă пĕтсен вунă çултан çеç качча тухрăм.
— Эпир ун чухне питĕ çамрăк пулнă, — ассăн сывларĕ Патрей. Вăл каллех, хăйне асамлă тĕнчере туйнăн, асаилӳ авăрне путрĕ...
8
— Эсĕ çак пӳлĕмре çывăр. Эпĕ юнашар пӳлĕме каятăп, — терĕ Патрей хĕре.
— Çук, çук, эпĕ санран юлмастăп! — кăшкăрса ячĕ хĕр. — Эсĕ те çакăнтах çывăр. Пĕччен юлма хăратăп ...
Тискер вăрçă хĕре йăлтах тертлентерсе-хăратса çитернĕччĕ пулас çав. Вăл хăйне çăлнă салтакран пĕр утăм та хăпмарĕ.
Патрей питĕ ывăннăччĕ. Кунĕпе çул çинче пулнă, ашшĕн вил тăприне шыраса тулнă. Хурланнă, хуйхăрнă, кайран тата нимĕçсемпе çапăçнă. Унăн çывăрас килет.
Пӳлĕмри, кĕтесре — кравать, сĕтел патĕнче — диван. Патрей диван патне пычĕ, автоматне ун çумне хучĕ, пиçиххине салтрĕ, аттине те, гимнастеркине те хывмасăрах çывăрма выртрĕ. Поляк хĕрĕ кравать çине выртать пулĕ тенĕччĕ вăл. Анчах хĕр халĕ те унран аяккарах кайма хăрарĕ, икĕ пукан йăтса пычĕ те диван çумне лартрĕ, вара вĕсем çине кăлтăрмач пек пуçтарăнса выртрĕ.
9
Ирхине Бася салтака тутлă апат çитерчĕ. Кайран вĕсем Патрей ашшĕн вилтăпри çине кайса килчĕç.
— Хăçан та пулин тепре килетĕн-и кунта? — ыйтрĕ хĕр.
— Пĕлейместĕп, Бася, — хуравларĕ каччă. Хĕрĕн пичĕ пиçсе çитнĕ панулми пек хĕрелсе кайрĕ. Патрей çав саманта паянхи пекех астăвать. Бася ун чухне калама çук хитреччĕ. Унăн сеп-сенкер куçĕ тĕпсĕр тинĕс пекех тарăнччĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...