Елик
(Халăх халапĕ)
«Атте, ытлашши пултăм-и-мĕн?
Мĕншĕн ирĕксĕрех паратăн?
Мĕншĕн Атăл урлă каçарса,
Юратман çармăса парса
Мана телейсĕр тăватăн?
Пуяна пăхрăн-и-мĕн?
Ан тив, мана пуян кирлĕ мар,
Уншăн пулсан, ан та пар.
Е каччă тупаймăп терĕн-и?
Тупăп: манăн суйлани пурччĕ,
Ырă, хамăр чăваш пурччĕ.
Эсĕ çавна тахçанах пĕлмен-и?..
Пĕлнĕ: мăнкăмăлна парахаймастăн.
Хуна1 ху та чараймастăн.
Эпĕ санăн ирĕкӳне тăватăп —
Юратман çыннах каятăп.
Манăн чунăм хуйхăрать,
Чĕре çунса кăмрăкланать.
Юратни — чăваш ачи,
Упăшка пуласси — тĕттĕм çармăс ачи,
Вăрман ăшĕнче ӳснĕскер,
Упа пек тискерскер.
Юратакан чăвашран уйăрса,
Çав ют çармăса парса,
Пурăнăçа вута пăрахатăн.
Хуна манран ӳпке хăваратăн.
Атте, эсĕ мана нимĕн те мар-и?
Мана эсĕ хĕрхенместĕн те-и?»
Çавна илтсен, хăна-вĕрле хурланчĕ,
Пур чĕре те хĕршĕн хуйхăрса илчĕ,
Пĕр çын анчах çавна илтмен,
Пĕр çын чĕри анчах сикмен.
Çавăн пек чул чĕреллĕ çын кам-ши?
Çав тĕрлĕ хыт чĕре камăн-ши?
Ашшĕ пулмасăр — кам пулас,
Кам хĕр сăмахне илтмĕш пулас?
Ашшĕ кĕрекере танлăн пăхса ларать.
Хăнисене хуйхăллине курсан,
Пурлăхĕпе мухтанма тытăнать.
Пурлăхĕ те çав мухтанмаллăх пур.
Ак хĕрĕ ун патне парнепе пырсан,
Вăл ăна: «Хĕрĕм сана мĕн халалам? —
Икĕ пысăк кĕтĕвĕм ĕне, лаша пур
Пĕр пысăк кĕтӳне сана халалам».
Хĕрĕ:
«Выльăху-черлĕхуна кашкăр ваттăр,
Мана кирлĕ мар, мана ан парăр».
Старик хĕрĕ каланине илтмест,
Хĕрĕ хирĕç калассине шухăшламасть.
Хăй татах: «Хĕрĕм, сана мĕн халалам?
Çирĕм пинлĕх ылтăнăм пур,
Вун пинлĕхне сана халалам».
Хĕрĕ:
«Укçу-пухчуна вăрă вăарлатăр
Кирлĕ мар, мана пай ан кăларăр».
«Икĕ ушкăн хур-кăвакал пур —
Пĕр ушкăнне сана халалам».
Хĕрĕ: «Кайăк-кĕшĕкна караппул тыттăр,
Мана кирлĕ мар, мана ан парăр».
Старик татах хирĕççине сисмест,
Хăй сиснĕ пуль те-ха,
Сисмен пек кутăна перет,
Вĕçĕ хĕррисĕр мухтанать-ха,
Анчах хĕрĕ ашшĕне итлемест.
Вăл хурланса çилленсе çитрĕ пуль,
Мĕскĕн чăтаймасăр: «Çитет, атте.
Мана пĕтĕм пурлăхна параймăн,
Парсан та мана кирлĕ мар ĕнтĕ.
Тунă ĕçе каялла тавăраймăн.
Кайран ӳпке сирте пултăр,
Мана часрах ăсатса ярăр».
Хĕре Çармăсалла ăсатма тытăнчĕç.
Пурте Атăл хĕррине пычĕç,
Кимĕсем çине ларса ăсатаççĕ,
Çармăссем хĕре илсе каçаççĕ.
Аслă Атăл сарăлса юхать,
Ун урлă туй çĕмĕрĕлсе каçать.
Вун икĕ кимĕ вĕçрен пыраççĕ,
Чăн малтинче хĕрпе каччă лараççĕ.
Каччи кимĕ хӳри тытса пырать,
Пуçне чиксе хĕр ларать,
Унăн ăш-чикки çил-тăвăл пек
Пăтранать. Халиччен чĕлхесĕр пек
Калаçманскер, сасартăк пуçне çĕклере,
Каччи çине тӳрĕ пăхса юрла пуçларĕ.
«Атте мана юратнă çынтан уйăрчĕ,
Сана, çармăс, ирĕксĕр тытса пачĕ.
Эсĕ илтĕн, манăн пуçа эсĕ çирĕн.
Мăн Атăл! чăваш хĕрĕсем паман
Сана парне, ырăлăх кăтартман
Вĕсем сана — мантан парне илĕн,
Хампа хам сана парнене кӳрем,
Манран кайран чăваш хĕрĕсем
Тек çармăса ан кайччăр,
Эпĕ мĕн тунине ан манччăр.
Эпĕ никама та ан пулам,
Çак Атăл варрине путам!»
Çапла каларĕ те шыва сикрĕ,
Çармăс ним тума пĕлмерĕ,
Хытсах кайрĕ... тăна кĕрсен пăхать —
Ун таврашĕнче нимĕн те çук,
Атăл хумĕ анчах юхать.
Ĕнтĕ Еликăн хуйхă çук:
Вăл шыв тĕпĕнче выртать,
Хумсем айĕнче пурăнать.
Вăл хăйне Атăла парнене панă,
Çапла хăйпе чăваш хĕрĕсене çăлнă.
Çав ĕçе чăвашсем манман,
Ирĕксĕр хĕрсене çармăса паман.
Елик çинчен шăпăрçăсем юрлаççĕ,
Чăваш хĕрĕсем ыррипе асăнаççĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...