Йӳçĕ курка
Темĕн ĕçпе вуламалли çурта пырса кĕрсессĕн, пĕрене çумне çакса янă стена хаçачĕ çинчи пысăк саспаллисемпе «Пуп Иппат, алли ухват» тенĕ статьяна Иппăт пупăн куçĕ курах кайнă.
Паллах, статйине вуламасăрах, унта мĕн çинчен çырнине туйса илнĕ.
— Анахвĕмсем... — кирпĕч пекех хĕрелсе кайса шăл айĕн ятлаçса тăрать. Вăрă пек йĕри-тавра пăхса илчĕ те, никам та çуккине кура, стена хаçатне тытса хăйĕн çинчен çырнă статйине çĕтрĕ тăкрĕ.
— А-а-а! — тесе пĕлĕт çинчи аслати пек кĕрлеттерсе ячĕ пĕри ун хыçĕнчен. — Мĕн туса хутăн?
Ку хăйĕн пӳлĕмĕнчен сиксе тухнă вуламалли çурт пуçлăхĕ пулнă.
— А-ан... я-я-ятлăр... шу-шуйттан илĕртрĕ... — теме пуçларĕ пуп хăранипе, нимĕн калама пĕлмесĕр.
— Ак мĕн калам сана, пачăшкă, — терĕ вуламалли çурт пуçлăхĕ. — Лар та çакăнта, пĕтĕм хаçата çĕнĕрен çырса тух. Ахаллĕн лектерĕпĕр сана, тĕрмерех çĕрсе вилĕн.
— Пĕтĕм хаçата-и? — тесе ыйтать Иппат куçĕсене чармакласа.
— Пĕтĕм хаçата çав!
— Ох, хоспоти Иисусе! — пит вăрăммăн сывласа ячĕ те хаçат татăкĕсене тирпейлесе пухма пуçларĕ.
Унтан пуп сĕтел хушшине ларса çырма тапратрĕ. Малтанах, ял Советсем, шефсем, сăмакунщиксем çинчен çырнă чухне, алли чип-чиперех çыратчĕ. Хăйĕн çинчен çырнă статья тĕлне çитсенех, пуп алли лăштах кайрĕ, малалла çыраймасть.
— Мĕнле капла, — тет пуп шухăша кайса. — Ăçтан çырас ман хам çинчен? «Пуп Иппат, алли ухват».
Пуп шăлĕсене шăтăртаттарсах статья ятне çырса хурать, унтан:
— Пирĕн пуçсене анкă-минкĕлетекен Иппат пуп вĕçĕмсĕр выçă куçлă. Тĕттĕмпе услам тăвакан пуп (тьфу, ты, хоопоти, тем те çырса лартĕç!) иртнĕ кунсенче Утаттин вилнĕ упăшкине пытарма откас пачĕ. Унăн кĕлли, паллах ĕнтĕ, пирĕншĕн пулсан улттăмĕш пӳрне пекех кирлĕ мар, çапах та (Вăт суеççĕ. Откас паман, 10 тенкĕ кăна ыйтрăм. Мошеннĕксем!)...
— Çук, кăна çырмастăп. Кăна çырсан çылăх пулать, — тесе ручкине сĕтел çине лаштах пăрахрĕ.
Тепĕр çур минутран «юрĕ, пĕррелĕхе турă каçарĕ» терĕ те каллех çырма пуçларĕ.
— Çапах та халĕ айвансем, ĕненекенсем пур-ха тесе, пупăн вĕсене ĕмме пăрахмалла.
— Çук, пултараймастăп. «Ĕмме!» Мĕн тума ĕмес? Эпĕ вăпăр, аçпит е василек мар! А, мĕн пулĕ, мĕн килĕ! Часрах çырса пĕтерем те тарам килелле!
Каллех пуп пери чĕриклетме пуçларĕ.
— Хăçан та пулсан эпир, тĕн сĕрĕмĕнчен хăтăлса, хамăр хушăри эрешменсене пылчăклă шăпăрпа шăлса тасатса çĕнĕ пурнăçпа пурăнма пуçлăпăр-пуçлăпăрах...
Çак сăмахсене çырнă чух пуп шуралса та каять — нимĕн тума та пĕлмест, вырăнтан вырăна куçса ларса та пăхать, пуçне тытса та илет... Çырса пĕтерчĕ.
Ручкине лач пăрахрĕ те вĕçтере пачĕ килелле. Пуп тумтирĕнчен юлнă уйрăм шăршă, латăн шăрши анчах вулăмăллй çурта пуп килсе кайнине пĕлтерсе тачĕ темиçе минут тăршшĕ.
Пуп аллипе çырнă стена хаçачĕ халĕ архивра выртать. Шăршласа пăхрăм та ăна, нимĕн шăрши те кĕмест (пуп шăрши çухалнă).
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...