Пĕчĕк çулçӳрев
Пĕррехинче, кукамайсем патĕнче хăнара пурăннă чухне, Наçтук аппапа кукамай пасара хăмла сутма кайма пуçтарăнчĕç. Манăн та вĕсемпе каяс килет. «Илсе кайăр-ха», — тесе тархаслатăп. Мĕнле йăлăнсан та мана хăйсемпе илмерĕç. Апат-çимĕçне тутăр çыххипе çыхрĕç те тухса утрĕç.
Эпĕ те вĕсен хыçĕнчен пытанкаласа утатăп. Ялтан тухрăмăр. Вĕсем мана çаплах асăрхамаççĕ-ха. Инçех мар айккипе иртекен аслă çула çитиччен кăшт маларах çеç çаврăнса пăхрĕç те эпĕ хыçалтан пынине курчĕç.
— Эх, Турă, çак ачана! Пăх-ха, Наçтук, таса тумтирне те тăхăнман-çке, çаплипех килнĕ, — тет кукамай тарăхса. — Ну, кил ĕнтĕ. Халь тин ăçта хăвса ярас сана? — шавлать кукамай.
Çул хĕррине канма лартăмăр. Хĕвел хĕртсе пăхать. Чылайччен ларма тиврĕ. Ĕçес те, çиес те килет. Хĕвел пĕçернине те чăтма хĕн.
Акă пĕр грузовик çитсе чарăнчĕ. Эпĕ пуринчен малтан вăшт кăна хăпарса лартăм. Машина хускалса кайрĕ. Хăй питĕ аякка каять пулмалла. Кузов çине темĕн чухлĕ краççын тата тикĕт пичкисем лартса тултарнă.
Каç енне сулăнчĕ. Аслă çултан пăрăнакан пĕр çул тĕлне пире машина çинчен антарса хăварчĕç. Малалла çуран утмалла иккен. Çăкăрпа, суханпа тата пиçнĕ çăмартапа çырткаласа янă хыççăн утма пуçларăмăр.
Эпĕ питĕ ывăнса çитрĕм. Каç пулнă çĕре пĕр яла пырса кĕтĕмĕр. Кукамай пĕрисем патне кĕрсе тутарла калаçать, теприсем патне кĕрет... Никам та пире çĕр выртма ирĕк пама килĕшмест. Пасарне те ыран ирех пырса çитмелле иккен. Ку ялта тутарсем пурăнаççĕ. Вĕсем хăмла туянмаççĕ.
Пĕр пысăках мар кивĕ çурт тĕлне пырса çитрĕмĕр. Пӳртрен çамрăк тутар хĕрарăмĕ тухрĕ, пӳрте кĕме чĕнчĕ. Сĕтел çине апат-çимĕç кăларса лартрĕ те пире хăналама пуçларĕ. Вырнаçса ларнăччĕ çеç, кил хуçи килсе кĕчĕ. Хăй ӳсĕр. Таçтан купăс туртса кăларчĕ те кукамайпа Наçтук аппана ташлатма пуçларĕ. Çиес те килет, анчах ташламалла, юрламалла. Эпĕ нумай шухăшласа тăмарăм, пĕр кӳптĕрмине илтĕм те, кайран та çийĕп-ха тесе, хĕве чиксе хутăм. Ташша çаптаратăп. Сиккелетĕп çеç. Манăн кӳптĕрме вăшт кăна çĕре ӳкрĕ. Ыттисем сисиччен эпĕ кӳптĕрмене урапа тапкаласа сакă айне тĕртсе кĕртрĕм. Ташласа ывăнсан илсе çирĕм. Тутар купăс каланине итлесе ларнă çĕртех çывăрса кайнă.
Вăрманта çӳретĕп. Çĕрле. Тĕттĕм. «Кукамай, кукамай», — тетĕп. Сас паракан çук. Çумра темĕн пуррине сиссе илтĕм те алăпа хыпаласа пăхрăм. Темĕнле çемçе япала çакланать. Ача аллисем пек те туйăнаççĕ, çын сăмси пулĕ тесе те шухăш пырса кĕрет. «Ара, вĕсен пĕчĕк ача çукчĕ вĕт-ха», — шухăшлатăп ĕнерхине аса илсе.
Акă тултан кукамай сасси илтĕнсе кайрĕ; «Ӳсĕр тутар арăмне хĕнесе пăрахнă та арăмĕ, туллискер, ачине вăхăтсăр çуратса пăрахнă. Сыватма тухтăр кирлĕ», — илтĕнет мана. Çак ялта тухтăр çуккине кура кукамай инçех мар пурăнакан юмăç карчăка илсе килме хушать. Тутар урайĕнче ыйха çапать. Ман çумра выртаканни вăхăтсăр çуралнă вилĕ ача иккенне туйса илсе хăранипе хыттăн кăшкăрса ятăм.
Эпир хăвăрт кăна пуçтарăнтăмăр та юмăç карчăка илме тухса чупрăмăр. Часах ун патне çитрĕмĕр. Алăкĕ те уçах. Карчăкăн урисем çуккине кура ăна йăтса каймалла пулчĕ. Наçтук аппа карчăка хулпуççийĕ çине лартрĕ те чупнă пекех васкаса утрĕ. Пире хирĕç урампа лаша лавĕ çине меллĕ вырнаçса ларнă виçĕ тутар килеççĕ. Вĕсенчен хăраса эпир çуртсен çумнелле тăтăмăр.
Лаша пирĕн хыçран халĕ таптаса каясла пырать. Наçтук аппа çинче ларса пыракан карчăк: «Часрах, атту таптаса каяççĕ», — тесе кăшкăрать. Наçтук аппа ывăннипе тата хăранипе хулпуççи çинче ларса пыракан карчăка пус пури çине лартса хăварасшăн пулчĕ. Пус пури çĕрĕк пулнă иккен. Наçтук аппа карчăка лартма та ĕлкĕреймерĕ, лешĕ пусса анса кайрĕ.
Урапа çинче ларса пыракан путсĕрсем пире ирĕксĕрех лав çине лартса тапса сикрĕç. Нумаях каймарĕç, тпру! тесе лашине чарчĕç те темĕнле пӳрте алăка çăра уççипе уçса кĕрсе кайрĕç. Пĕри пире хураллать. Çак çурт лавкка пулса кайрĕ. Шалтан пĕри япаласем тултарса тăрать, иккĕмĕшĕ пире лавккаран япаласем йăттарать, виççĕмĕшĕ япаласене лав çине тиесе тăрать. Шала япала илме кĕрсен эпĕ темĕн çине пусрăм, ура айĕнче чăнкăрр! турĕ. Çав вăхăтра алăка тултан çăрапа питĕрсе илчĕç. Эпĕ тиенĕ лав хускалса кайнине çеç илтсе юлтăм. «Кукамай, кукамай!» — кăшкăртăм йĕре-йĕре.
Лавккара ларатăп. Йĕме чарăнаймастăп. Çутăлма пуçларĕ. Кăшт меллĕрех вырнаçса ларнă хыççăн çывăрса кайнă. Алăка уçнă сасăпа вăранса кайрăм. Сутуçи килнĕ иккен.
Лавккана халăх чышкалансах кĕрет. Ĕнер тавар илсе килнине пурте илтнĕ. Сутуçи япалисене вăрласа кайнине тавçăрса иличчен, халăх нумаййипе усă курса, лавккаран тухса сирпĕнтĕм. Чупатăп, чупатăп... ниçта та чарăнса тăмасăр килнĕ çулпа каялла.
Акă пысăк çул çине çитрĕм. Ĕнерхи грузовик каялла килет. Водителĕ мана палласа илчĕ тен. Чарчĕ. Эпĕ ăна ăнлантаратăп. Вăл та манпа калаçать. Тутар мар иккен вăл, урăхла чĕлхепе калаçать. Эпĕ ĕнер килнĕ еннелле алăпа тăсса кăтартрăм. «Да, да», — терĕ вăл ăнланнă евĕр. Ĕнер пире ăçта лартнă, çавăнта антарса хăварчĕ. Машина çинчен ансан эпĕ çаврăнса пăхмасăр кил еннелле чупрăм.
Кукамай патне çитсе кĕтĕм. Вĕсем Наçтук аппапа чей ĕçсе лараççĕ. Маната ярса пачĕç. Эпĕ пĕр курка ĕçрĕм. Тепре, тепре... Ĕçсе тăранаймастăп. Çаплипех вăранса кайрăм. Ĕçес килнипе сиксе тăтăм та шыв ĕçме пуçларăм.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...