Тискерлĕх
Вовăпа Юра пĕр çулхисем, пĕр касăра юнашар пурăннă, шкулта та пĕрле çӳренĕ. Икĕ çывăх юлташ мĕн вунă класс пĕтеричченех пĕрле ӳсрĕç. Юра кăшт хавшакрах пулнă пирки Вова ăнă яланах хăйпе илсе çӳреме тăрăшрĕ, ан кӳрентерччĕр тесе никама та ун патне çывăха ямарĕ. Вĕсем иккĕшĕ те вăтам шкул пĕтерсе тухрĕç. Халĕ ĕнтĕ каччăсене кĕтмен çĕртен юрату туйăмĕ çунтарма пуçлать. Вовăпа Юра пĕр касăра пурăнакан Лена ятлă хĕре юратса пăрахаççĕ. Вĕсем виççĕшĕ шавах пĕрле çӳреççĕ, ăçта каймалла пулсан та пĕр-пĕрне пăрахса хăвармаççĕ. Çавăн пек чухне ĕнтĕ кĕвĕçӳ туйăмĕ çуралать те.
Лена ытларах Вовăна кăмăллать, ăçта пулсан та унран юлмасть, ăна хăйĕн аллинчен ямасть. Лена Вовăна юратнине Юра ăнланса илет, çавăнпа унăн çывăхне те пыма хăраса тăрать.
Пĕррехинче икĕ юлташ хушшинче темĕнле пăтăрмах сиксе тухнăччĕ. Темиçе кун Юра урама тухмарĕ, Вовăпа калаçма пăрахрĕ. Çапах Юрăн Вовăпа килĕшме тиврĕ. Мĕншĕн тесен вăл пĕччен урама тухса çӳреме хăрать тата хĕрсемпе те калаçма пултараймасть. Каллех пĕрле çӳреме тытăнчĕç çывăх юлташсем. Виççĕн пĕрле калаçса тăнă вăхăтра Лена Вова куçĕнчен йăл кулса пăхса тăратчĕ те ăна хăй мĕнле юратни çинчен систеретчĕ. Вова та ун çинчен куçне илмесĕр, çурхи пĕрремĕш чечек çине пăхнă пек, ик куçĕнчен пăхатчĕ, унтан вара Ленăна икĕ аллинчен тытса хăй юратнине сăмахпах юлташĕ умĕнче каласа хуратчĕ. Юра çакăнпа ниепле те килĕшме пултараймастчĕ, кĕвĕçнипе иккĕшне те темĕн туса хума хатĕрччĕ. Çапах çырлахмалла, урăх нимĕн те тума çук. Вĕсем пĕр-пĕрне юратаççĕ, çакна Юра лайăх ăнланатъ. Хăш-пĕр вăхăтра Юра юратуллă мăшăра курас мар тесе килне тĕрлĕ сăлтав тупса пăрахса каятчĕ. Хăйне Лена юратманшăн вăл çĕр хута çывăрмасăр шутласа выртнă. Лешсем иккĕшĕ ыталанса çӳренине курсан куççуль те кăларнă. Çапах та ăнланчĕ: Вова пур чухне Лена хăйне нихăçан та юратма пултараймасть.
Вăхăт малаллах шăвать. Каччăсене иккĕшне те çар комиссариатĕнчен салтака кайма хут параççĕ. Иккĕшĕ те пĕр кунтах тухса каймалла. Ялти таванĕсенчен, юлташĕсенчен икĕ çула уйрăлмалла. Салтака ăсатнă чухне те Лена Вова çумĕнчен уйрăлма пĕлмерĕ, ăна йĕре-йĕрех ăсатрĕ, темĕнле йывăр пулсан та кĕтсе илме сăмах пачĕ. Çав вăхăтра Юра Вовăна питĕ ăмсанчĕ, Лена хăй çине çаврăнса та пăхманнипе кăмăлĕ пăтранчĕ, никама та курасси килменни пирки хĕрринелле пăрăнса тăчĕ. Хăй çапах Ленăна манма пултараймарĕ, ун çинчен куçне илмерĕ. Машина çине лартса ăсатса янă чухне хăйĕн çывăх юлташĕ çине темĕншĕн курайманлăх тăвăлса килнине туйса илчĕ. Хăй шутланă тăрăх, Вова пулман пулсан Лена унăн хĕрĕ пулатчĕ, ăна çакăн пек юратса ăсатса яратчĕ ĕнтĕ. Çапах та...
Вовăпа Юра иккĕшĕ те инçетри Çӳрçĕре хĕсмете çакланаççĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем тинĕс çар тумтирне тăхăннă. Икĕ юлташ пĕр объекта сыхлама тытăнаççĕ. Килтен тухса кайни ултă уйăх çитсе пырать. Ку вăл — çамрăк салтаксемшĕн чи йывăр вăхăт. Тăван киле, юлташсене, юратнă хĕре тунсăхласа çитнипе хăш-хăш самантра кăмăл пăтранса каять, чĕре хытаран-хытă тапма тытăнать. Çавсене аса илсен, веçех пăрахса, тăван киле çитсе ӳкес килет. Çавнашкал самантсенче Юрăна тата ытларах йывăр хуйхă пуса пуçларĕ. Вова хăйне Лена юратни çинчен çырусем çырнине вуласа парсан хытăран-хытă кĕвĕçме татăнчĕ, хăйĕн юлташне курайми пулсах çитрĕ темелле,
Акă "Славянка" кĕвви янăрать. Çак кĕвĕ салтаксен чĕрине уйрăмах пырса тивет. Паян черечĕ çитнĕ салтаксене килĕсене ăсатаççĕ иккен. Çамрăксем те кунтах, пурте пуçтарăннă. Вĕсем чăтма çук хурланса тăраççĕ, Юра чăтаймарĕ, куççулĕ сисĕнмесĕрех пăчăртанса тухрĕ. Шăп çакăн пек ăшĕ çуннă вăхăтра унăн пуçне чăрсăр шухăш пырса кĕчĕ. Нумаях пулмасть пĕр матрос кĕме юраман участока кĕнĕшĕн йĕркене пăсакана персе пăрахнăччĕ. Çавăншăн ăна килне вунă куна канма ячĕç. Çавăн пек тусан Юра та килне кайма пултарать вĕт! Çак шухăш ăна ниепле те канăç памарĕ. Тата Лена унăн куçĕ умĕнчен кая пĕлмерĕ. Мĕнле те пулин яла çитмелле, ăна хăрах куçпа та пулин курмалла.
Хăйĕн çывăх юлташĕпе Вовăпа вĕсем çаплах кашни кун пĕрле. Çывăрма та юнашарах выртаççĕ. Паян каçхине Юрăн вышка çине хурала тухмалла, Вова вара вăл вăхăтра канать. Малтанхи вăхăтра çамрăк матроссене апат таврашĕ çитменнине пурте лайăх пĕлеççĕ. Çавăнпа вĕсем хăйсемпе пĕрле çăкăр чиксе каятчĕç. Пекарня çĕр хута ĕçлет, салтаксем унта пырсан пĕçерекенсем вĕсене нихăçан та çăкăрсăр кăларса яман. Çакна пурте пĕлеççĕ, ăнланаççĕ.
Вышка çине сыхлама тухиччен Юра юлташне: «Вова, эпĕ паян çăкар илсе ĕлкĕреймерĕм,вахтăра тăнă вăхăтра ман пата çăкăр илсе пырса параймăн-ши?» — тесе ыйтрĕ. Çывăх юлташĕ шӳтлешсе: «Мĕн чухлĕ кирлĕ», — терĕ. Калаçнă-татăлнă.
Вăхăт — çурçĕр. Çулла çурçĕрте яланах çутă, çавăнпа та йĕри-тавра инçете курăнать. Ту-сăртсем те симĕс тум тăхăннă, çутçанталăк тӳлек, илемлĕ. Вышка çинче тăма вара меллĕ мар. Утса çӳреме çук, хăвна шанса панă участока тимлĕн сыхламалла. Кунта пароль пĕлмесĕр никама та кĕртме юрамасть: аслă командир-и вăл, çывăх юлташу-и, тăван аннӳ-и. Çак йĕркене Юра лайăх пĕлет. Кун çинчен кашни вахтăна тухмассерен асăрхаттарса алă пустараççĕ. Вова та çакна лайăх пĕлет, анчах юлташĕ выçса ан тăтăр тесе командирсен приказне пăсма шутларĕ. Çитменнине, хăйĕн çывăх юлташĕ вĕт, çăкăр илсе пыма иккĕшĕ калаçса татăлнă. Кун пекки салтаксен хушшинче малтан та пулкаланă.
Акă Вова, бушлат хĕвне çăкăр чикнĕскер, юлташне çăкăр пама пырать. Йĕплĕ пралук патне çитсен алăк курчĕ, ăна уçса шала кĕрсе кайрĕ. Пĕр вунă метр утсан: «Вырăнтан ан хускалăр, атту халех перетĕп!» — тенĕ сăмах илтĕнсе кайрĕ. Çав вăхăтрах автомат сасси илтĕнчĕ. Вова, тĕлĕннипе хытса кайнăскер, юлташне: «Юра, сан валли çăкăр илсе килтĕм, ху каларăн вĕт», — тет. Çав самантра вышкă çинчен тепĕр хут автомат сасси, шăплăха çурса, ту-сăртсем хушшинче темиçе пая саланса çухалчĕ. Инçех те мар тăракан Вова çавăнтах çĕр çине тĕшĕрĕлсе анчĕ, хупăнса ĕлкĕреймен куçĕсем ачаранпа выляса-кулса ӳснĕ çывăх юлташĕ çинче чарăнса тăчĕç. Çакă нумая пымарĕ, Вовăн икĕ куçĕ те ĕмĕрлĕхех хупăнчĕç. Пуля хĕв ăшĕнчи çăкăр витĕр çурамĕнченех тухса кайнă.
Çакăн пек «паттăрла ĕç» тунăшăн Юрăна вунă куна килне кайма ирĕк пачĕç, Мухтав грамоти парса чысларĕç. Юлташĕн виллине цинк тупăк туса виçĕ салтакпа ялне ăсатрĕç.
Часах Юра тăван ялне пырса çитрĕ. Ăна хирĕç хура тум тăхăннă халăх тупăк йатса масар еннелле утать. Вĕсемпе тĕл пулсанах вăл кама пытарнине ăнланса илчĕ. Мĕншĕн тесен хăйпе пĕрле хĕсметре тăракан салтаксем те унта утса пыраççĕ. Юрăна курсан салтаксем тĕлĕнсех кайрĕç. Пĕлнĕ-ха вĕсем Вовăпа Юра çывăх юлташсем пулнине, анчах та пĕр ялсемех пулнине никам та тавçăрма пултарайман. Тупăк çумĕнче хура тум тăхăннă Лена тăрать. Нумай куççуль кăларнипе унăн пичĕ-куçĕ шыçăнса кайнă, хăй никам çине те пăхмасть, никама та палламасть. Халĕ кăна ăнланса илчĕ Юра хăй мĕнле тискер ĕç туса хунине. Мĕнле пулса тухнине тупăк леçме килнĕ салтаксем ялти çынсене веçех ăнлантарса панă иккен. Çавăнпа та ял çыннисем Юрăна пĕр сăмах чĕнмерĕç.
Çакăн хыççăн Юра каялла çаврăнчĕ те килнĕ çулпах ялтан тухса кайрĕ. Унтанпа ентешĕсем ăна пĕрре те курман.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...