Ватă çын халалĕ харамра выртмасть
Пĕр çуртра, хире-хирĕç е юнашар хваттерсенче пĕр-пĕринпе ютшăнса пурăнни хулара сахал тĕл пулать-и? Нимĕн те тăваймăн, чăн та, ун пеккине тăтăшах асăрхатăн. Амăшне инсульт çапса пăрахиччен Петя та Кларăна сывлăх сункаланипе çеç çырлахнăччĕ, анчах йывăрлăха лекрĕ те те амăшĕ аптраса ӳкнĕ-ӳкмен хирĕçе чупса каçрĕ. «Пĕлместĕп, мĕн тумалла... Пулăшăр-ха, тархасшăн...» — йăлăнчĕ çухалса кайнăскер. «Мĕн тумалла? Пульницана ăсатмалла, «васкавлă пулăшу» чĕнмелле...» — тавăрчĕ кӳршĕ хĕрарăм, çирĕм улттăри каччăран тăватă çул аслăрахскер. «Пырса пăхаймастăр-ши?» — тилмĕрчĕ арçын. Клара турткаланса тăмарĕ, васкаса хирĕç хваттере каçрĕ. Çитменнине тата Клара медсестра иккен, алă усса тăракан Петьăна чăрмантармасăрах мĕн кирлине пĕтĕмпех хăй турĕ...
Каччă амăшĕн Василиса Петровнăн сывлăхĕ майĕпен лайăхланчĕ, тăркаласа ларма пуçларĕ вăл, анчах та хваттерĕнчен тухса çӳреймерĕ. Клара вара вырăнпа выртакан хĕрарăм патне кĕрсе çӳрекелеме пăрахмарĕ. Петя ăна хваттер уççи те шанса пачĕ: хăй ерçмен чухне амăшне пăхкалама ыйтрĕ. Пĕччен хĕрарăма кӳршине пулăшкаласси пит чăрмавлă пек туйăнмарĕ — ӳкĕтлеттермерĕ, килĕшрĕ, инкеке лекнĕ çынна «шефа» илчĕ, ăна тăванĕ пекех пăхма пуçларĕ: кĕпе-йĕмне çукаларĕ, ятарласа кукăль-пӳремеч пĕçеркелерĕ...
Василиса Петровна лайăхлансах пыратчĕ те — тепĕр хут шалкăм çапрĕ.
Тек вырăнтан тăрасси пĕтрĕ ун. Юрать чĕлхи-çăварĕ пач хытса лармарĕ-ха. Пĕррехинче ват çын ывăлне юнашар ларма чĕнчĕ.
— Итле-ха, ывăлăм, Кларăна мĕнлерех хаклатăн эс? Вăл маншăн тăван хĕр вырăннех, — вăй çитерсе сăмах хушрĕ вăл.
— Кларăна-и? Мĕнле хакламалла... Укçа тӳлемелле-и ăна? — тӳрех тавçăраймарĕ каччă.
— Юратмалла ăна... Лайăх арăм пулĕ вăл. Хам виличчен эс авланнине курас килет, — ассăн сывларĕ Василиса Петровна. — Килĕшетĕн-и?
Амăшне лăплантарас шутпа пуç ватса тăмасăрах килĕшрĕ Петя. Кларăна хăйсем патĕнче юлма сĕнчĕ. Çапла майпа çĕнĕ мăшăр çуралчĕ. Упăшкипе арăмĕ пулса тăчĕç вĕсем, тепĕр çур çултан хут çыртарчĕç. Килĕштерсе пурăнчĕç темелле, анчах хăтлă кил-çуртра ниепле те ача сасси янăраса каяймарĕ.
Вăтăртан иртсен Петя хăйĕн арăмĕ аслăраххине туйма пуçларĕ, ют хĕрарăмсем çине пăхкалама пикенчĕ. Чăн-чăн пайтаçă пулса тăнă май укçи-тенкине перекетлеме пăрахрĕ, çавна кура ăна «кăмăллакан» чиперккесем те тупăнкаларĕç. Çăмăлттайлансан-çăмăлттайлансан арçын тăрук тăна кĕнĕн пач улшăнчĕ: ун тĕлне ыттисенчен ытларах килĕшекен Маша пырса тухрĕ те — юратса пăрахрĕ хайхискере. Вăхăт иртнĕçем иккĕшĕ те хăватлă туйăм тыткăнне лекрĕç, тăтăшах тĕл пулма тытăнчĕç. Вĕсен нимĕнле вăрттăнлăх та юлмарĕ.
— Эсĕ арăмупа аннӳ сĕннипе пĕрлешнĕ, юратмасăрах. Аннӳне сăмах панă та халĕ хăвна пусмăрласа пурăнатăн. Уйрăлма вăхăт çитмерĕ-и? — сĕнчĕ пĕррехинче Маша.
Тĕплĕнрех шутласа пăхма сăмах пачĕ Петя. Меллĕ самант тупса кăмăлне Кларăна уçса пачĕ. Арăмĕшĕн яра кун аслати кĕрленĕнех янăраса кайрĕ кĕтмен хыпар, мĕн тумаллине пĕлмерĕ вăл. Упăшки уйрăлма сĕнсен те хирĕç хурав памарĕ.
Маша хыççăн кайса Петя мăшăрĕнчен уйрăлма хатĕрленчĕ. Анчах та арăмĕ суда пымарĕ, вĕсен ĕçне пăхса тухассине каяраха куçарчĕç.
Тепрехинче суд ларăвне Петя кая юлса çитрĕ. Вăл лару залне кĕрсе тăнă çĕре Клара вырнаçса ларнă та иккен.
Судья Петя заявленине вуларĕ те Кларăна сăмах пачĕ.
— Тĕплĕ шухăшламасăр çырнă вăл ку заявление. Юрататпăр эпир пĕр-пĕрне. Вăл амăшĕ вилес умĕн ăна ĕмĕрĕпех манпа пĕрле пулма сăмах панă.
Клара сасси мар, амăшĕн сасси пырса кĕчĕ арçын хăлхине. Тимлерех пăхрĕ те çăварне карса пăрахрĕ: каснă-лартнă амăшĕ ун умĕнче. Клара Василиса Петровнăн уяв кĕпипе, ун чечеклĕ тутăрне хулпуççи урлă уртса янă, çӳçне ун евĕрлĕ хыçалалла тураса çивĕтленĕ... Епле хитре сăнлă вăл, куçĕ çеç амăшĕн ывăлне Кларăна юратма сĕннĕ чухнехи пек тунсăхлă, çапах та темĕнле шанчăк çути пур пек унта...
— Анне, каçарсам.. — пăшăлтатрĕ Петя. Вырăнĕнчен тăрса Кларăпа юнашар пырса ларчĕ. Унран та каçару ыйтрĕ. — Каяр кунтан, — терĕ.
Судья тек кирлĕ пулмарĕ вĕсене. Иккĕшĕ урама пĕрлех тухрĕç. Каллех пĕрлештерчĕ ывăлĕпе кинне амăшĕ. Тĕрĕсрех каласан, ăна манманни, хисеплени, ун сăмахĕсене сума суни... Тата... хĕрарăм тавçăрулăхĕ, вăл упăшкин чунне туйма пултарни.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...