Крахмал
Нихăçан манăçмасть. Манăçма
Вырнаçман пуль вăл ман чĕрене.
Юр çине хĕвелпе шуралма
Пир саратчĕ анне çуркунне.
Вăрçă чарăннăччĕ. Хăшĕн,
Сар хуплуллă сĕтелччĕ пӳртре.
Пирĕн çăнăх катки пушăран
Йăванатчĕ ир-каç çенĕкре.
Йăвашлатнă час-час хырăма
Сурчăк е чĕрĕ шыв çăтнипех.
Выçăпа вилесрен хăрама
Чун ним чул та пĕлмен пур пĕрех.
Юр кайсассăн крахмал пуçтарма
Тухнине пĕлсен кӳршĕ ачи
Шăппăн ыйтрĕ манран: «Халь мĕн-ма
Пĕçермеççĕ крахмал икерчи?»
...Саккăр пирĕ манран шуралса
Выртса юлчĕ хĕвел питтинче.
Сĕлкĕш кăмăл алран çавăтса:
«Ан выç, — терĕ, — крахмал пур çинче».
Эй, крахмал! Çак уйра эп тата
Мĕскер тупăп сан пек тутлине?
Урари пур-çук кивĕ атта
Хывса юлчĕ ана каç енне.
Кунĕпе уйра шăмă таран
Шăннипе хуçланмасть чĕркуççи.
Килелле хуллен утрăм çарран, —
Хула усрĕ крахмал хутаççи.
Утас хыççăн утас. Таврана
Тĕттĕм анчĕ. Чун çук ӳкесрен.
Ăнсăртран ăшă кĕчĕ чуна
Юр çине анне сарнă пиртен.
Утмăл урлă та каçрăм çулпа, —
Хăварман асра кун пеккине.
Кӳтсе çитнĕ çара урапа
Ӳкрĕм эп саккăр пирĕ çине.
Шухăшсем
Hermes Handbags: Mastering Luxury Design...
Hermès Handbags: Mastering Luxury Style ...
Discover how our AI can skyrocket your C...
1...
кайăксем чăнахта лайăх чĕр - чунсем
Çитмĕлсенчен иртсен те, хаш сывлатпăр, А...
Цикори çинчен ытларах пĕлесшĕннччĕ ...
Замечательное поэтическое творение...
Аван çырнă вăл вăхăтра ...
Кам пĕлет И...