Китикат


Пирĕнпе пĕрле пĕр пайра ĕçлекен Катюк ку эрнере 25 çул тултаратăп тесе евитлерĕ. Эпир Катюкпа виççĕмĕш çул пĕрле ĕçлетпĕр пулин те, вăл кашнинчех 25 тултарса пычĕ-ха. Пире мĕн, никам та вăл çуралнине курман, хĕреснамăш-хĕреснашшĕ пулман. Çырман саккун тăрăх, менельник ячĕпе пирĕн вунă çынтан тăракан ушкăна куклипе чей ĕçтермелле те, çавăнпа пурте, çын виçĕ çул умлă-хыçлă 25 тултарайманнине пĕлсе тăрсах, сĕтел тирпейлеме хапăлах турăмăр, кадрсен пайне кайса юбиляр чăннипе миçе тултарнине тĕрĕслес темерĕмĕр. Пĕр шухăшласан, çын чĕрипе, шухăшĕпе, чунĕпе 25 çул çинче чарăнса тăнинче мĕн начарри пултăр-ха!

Катюк пирĕн пайра чи пĕчĕк должноçра ĕçлет пулин те, çӳлелле хăпарасшăн çине тăрсах тăрăшать. Анчах ку енĕпе унăн чи кирли çителĕксĕр-ха: пĕлĕвĕ куçăн мар йĕркепе пĕтернĕ курс пекки кăна, стажĕ ача пахчинче хуралçă пулса ĕçленипе хушсан та пилĕк çула çитеймест.

«Китикат» тетпĕр эпир ăна пурте кут хыçĕнче. Кам «шыва кĕртнĕ» ăна çак ятпа çĕнĕрен, халь ĕнтĕ астума çук. Телевизорпа «китекат» ятлă кушак апачĕн реклами тухнăранпа Катюк çумне çак ят сухăр пек çыпăçса ларчĕ. Ытти пайра ĕçлекенсем Катюкăн чăн-чăн ятне пĕлсех те каймаççĕ. Тен, çавăнпах: «Сирĕн Китикат хăçан та пулин ĕç вырăнĕнче ларать-и, çук-и — эпир ăна ялан фойере, куçкĕски умĕнче, кантур алăкĕ уçăлса хупăннă çĕрте, универмагра, урамра суту-илӳ тăвакан çынсем хушшинче куратпăр», — теççĕ. Ытла ĕçлекен çынсен çăкăр туянма тухнăшăн та сăмахлакан пуçлăх Китикат яра куна усăнса ирттернине пач курмăш пулать. Лешĕ те юрама пĕлет çав. Хăех киоскран «Баунти» е «Сникерс» шăккалат кайса илсе килет-и е ăна коридорта сыхласах кĕтсе илнĕ хыççăн «ăнсăртран» тĕл пулса кучченеçне ун ал тупанĕ ăшне чиксе те хурать. «Хăналарĕç те каччăсем, хамăн хыпас та килмест», — тет вара лешне ĕнентерсе. Пуçлăхĕ пирĕн хĕрарăм-çке. Ильфпа Петровăн «Вуникĕ тенкел» романĕнчи Остап Бендер пĕр тенкеле Çынçиен Эллочкăпа чей ямалли пĕр пĕчĕк сеткăпа улăштарнă пек, пирĕн те çакскер тем курсан та ярса илме хатĕр. Халь сăмахăмăр пуçлăх çинчен мар-ха, Китикат çинчен. Чăнах та, кирлĕ çынсемпе кушак пекех сĕртĕнме юратать вăл. Пĕр-пĕр çенĕ платье е кофта тăхăнса килмелле пулсан вара ыттисем çине çӳлтен аялалла пăхса: «Пĕлмест мĕн хакне, парнелерĕç», — тет кăна. Кантура кирлĕ ĕçпе ăшаланса кĕрекен ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе колхоз председателĕсем çумне Китикат уйрăмах çыпăçма тăрăшать. Вĕсенчен мĕн те пулин «чĕпетсе» юлма-и унта е вĕсен автомашинисем çине ларса ăçта та пулин çитсе килме-и (ахаль тăрасран) питĕ хастар вара. Ăна та, кăна та пуçлăхсем хăйне хисеплесе тав тунă пек кăтартма тăрăшать.

Каччăсем тенĕрен, пирĕн Китикатăн вĕсем «лавĕпех» иккен.

Ăна ĕçе шурă «Жигулипе» илсе килеççĕ, хура «Волгăпа» килне леçеççĕ имĕш. Анчах та эпир, пĕрле ĕçлекенсем, каччă-терĕшсем Китикат çинчен ыйтса пĕлнине илтмен те, курман та тесен юрать. Машина çине мар, пĕр-пĕр çилçунат çине ларса кайнине те пулин курман.

Пĕр кунхине Китикат пире пурсăмăра та ура çине тăратрĕ. «Паян ман пата хуларан çав тери кĕтнĕ çын шăнкăравламалла, тархасшăн, чĕнĕр», — терĕ те, хăй темле сăлтава пула урама чупа-чупа тухкаларĕ. Кун çапла самаях тăсăлчĕ. Юлашкинчен, кăнтăр иртсен, пĕр çиллĕллĕ çамрăк арçын сасси Китиката ыйтрĕ. Лешĕ чупса çитсе телефон кĕпçине ярса тытрĕ. Эпир, пĕрле ĕçлекенсем, пĕр-пĕрин ĕçне хутшăнмастпăр пулин те, куç умĕнче пулса иртни хăлхана та кĕрет ĕнтĕ. Пурте сасă илтĕннĕ еннелле çаврăнса пăхрăмăр. Шухăшсемпе Китиката качча памах шӳтланăччĕ. Унăн малашнехи кун-çулне татса памалли шăнкăрав пулинех тенĕччĕ. Пирĕн Китикат, тăрăшса та вăрах калаçма хатĕрленнĕскер. «Ăхă. Юрĕ. Каятра?..» — тесе çеç ĕлкĕрчĕ, лерен телефон вуллине лап! хучĕç. Пурте пĕр-пĕринçине ыйтуллăн пăхрăмăр. Пире пурсăмăра та ура çине тăратнă шăнкăрав пули-пулми кассета парса-илесси пирки çех пулчĕ-ши вара, тесе çĕнĕрен ĕçе пуçăнтăмăр.

Менельник кун пире Китикат хăналаймарĕ. Пирĕнпе пĕрле виçĕ çул ĕçлесе те тĕрлĕ сăлтав тупса тăваймасть вăл менельникне. Кашнинчех кампа та пулин пĕрлешме тăрăшать вара. Тепĕр виçĕ эрне урлă, юнашар ларакан Ленăннипе пĕрле, леш пĕçернĕ куклипе туянса килнĕ торт çумне пуçланă канфет курупкине кăларса хучĕ кăна. Менельникĕ-мĕнĕ çапла иртсе кайрĕ вара. Телей те сывлăх сунтăмăр Китиката, каччă тупса çывăх вăхăтрах туй туса пĕрлешме ырă сунтăмăр. Хĕрсене кунтан ытла мĕн сĕнĕн-ха?

Менельник уявланă хыççăн тепĕр кунран Китикат боевикри евĕр крутта шухăш тупса, пулман каччисем пирки çӳрекен халапне çĕнетсе яма шутларĕ курăнать. Ĕç кунĕ пуçлансан, пурте шăпланса çитсен, вăл телефон умне пырса шăнкăравлама пуçларĕ. «Алло, ял администрацийĕ-и ку? Клуб пуçлăхĕ унта пулма кирлĕ, чĕнĕр-ха, Люся, эсĕ-и ку? Ку эпĕ, Катюк-ха. Çĕркаç клуба хĕрлĕ КамАЗпа каччăсем пырса кĕмерĕç-и? Мана ыйтмарĕç-и? Лешĕ: «Курман», — терĕ пулмалла кĕскен. Клуба миçере хупнă вара эсир? Çĕрле çурçĕр тĕлĕнче. Шăп нуль сехетре? Каларĕç çав нуль сехет иртни 15 минутчĕ тесе. Апла пулсан, юрĕ. Пока!» — тесе телефон кĕпçине хучĕ. Унтан, пĕрле ĕçлекенсем çине КамАЗпа таптаса каяс пек пăхса çаврăнса, лăпланчĕ. Ку «хĕрлĕ КамАЗ» юмахĕ хăçанччен пырĕ-ши? Калама хĕн.

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: