Юлсан — юлать...
Иртет те ĕмĕр... Канăç, канăç.
Сар курăк хушшинчи улман
Туссем те, юлташсем те манĕç,
Нимскер те, тейĕç, ун юлман.
Юлсан юлать юн тĕслĕ шанăç,
Ăнкарайман сăмах тĕшши.
Çак хĕвелтухăç, хĕвеланăç,
Шап-шурă акăшсен ташши.
Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх.
Е юлмасан та пултарать:
Тĕнче тенин ăс-пуçĕ — халăх,
Вăл çуратать те — пытарать.
Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх,
Е юлмасан та пултарать.
Хавхалану — хавхаланмалăх
Леш тĕнчере те, тен, пырать.
Юлсан — юлать ман кăмăл — Уншăн
Тăр-тăр чĕтрен хăва хуллин.
Ĕç-пуç юлать тата çич куншăн
Чее тăшман йӳç куллин.
Юлан — юлать...
Çырăнайман пĕр ушкăн юрă,
Эп ташламан чăваш ташши.
Килес хĕлсен шап-шурă юрĕ,
Ăшăтайман телей ăшши.
Юлсан — юлать. Юлсассăн — лайăх.
Е юлмасан та пултарать.
Тĕнче тенин ăс-пуçĕ — халăх,
Вăл çуратать те — путарать.
Г. Хлебникова (2011-01-09 21:08:00):
Сехет сурё киленсе вуласа лартам Л. Мартьянова саввисене. Хаклама самах ситмест,паркачларе!
Å yravÅÄ (2015-07-10 20:53:15):
Питĕ илемлĕ сăвă - юлтăрах Любовь, тĕнчен тенине пăхмасăр.