Мучи савăнăçĕ
Шухăша путнă сăн-сăпатлă, кăвакарнă çӳçлĕ мучи, хирĕç пулакан çынсене сăпайлăн сывлăх сунса, кашни ир лесничествăна васкать. Ку вăл — Эрхип мучи. Тепĕр темиçе утăмран вăл вăрман уçланкине тухрĕ. Вăрманта çав тери шăп. Лапсăркка туратсем хускалмаççĕ, пĕр йывăç тăрри те хумханмасть, таврара пĕр сас-чӳ те çук. Тахçан пулса иртнисем аса килчĕç: вăрманта çара уран çӳреме, ачасемпе пĕрле çаран тăрăх чупма юратни. Халĕ ĕнтĕ акă мучи çитмĕл çулта...
Вăрманти шăплăха симĕс улатакка ăнсăртран татрĕ. Ун сассине илтсе çийĕнчех мăйпăран, кăсăя тата ьггти кайăксем хускалчĕç. Чун-чĕре хумханать. Вăрман тулли пурнăçпа пурăнать. Аякрах та мар турат шартлатса хуçăлни илтенчĕ. «Пăшисем иртсе кайрĕç пулас», — шухăшларĕ Эрхип мучи. Ик-виç минутран чакак та хăйĕн сассине пачĕ. Вăл йывăç хăвăлĕнчен пуçне кăларса çĕнтерӳçĕ пек чаклатса ларать: пакша кил-çуртĕнче хуçаланать вĕт-ха! Çӳлелле пăхсан та кăвак пĕлĕт курăнмасть, йывăç турачĕсем ăна пĕтĕмпех хупласа илнĕн туйăнать. Ĕмĕрхи хырсен хĕрлĕрех вуллисем, ятарласа çĕкленĕ колоннăсем пек, пĕлĕтелле кармашаççĕ.
Кирек мĕнле çанталăкра та илемлĕ вăрман. Ачаш та çепĕç тата мăнаçлă та унăн илемĕ. Шухăша путнă Эрхип мучи, тавралăхпа самант та киленме парахмасăр, вăрмана шаларах кĕчĕ. Хырпа чăрăш, хурăн тата ăвăс турачĕсем вăрман хуралçине саламлаççĕ.
Вăрман — çутçанталăк пурне те панă пуянлăх, этемлĕхе ырлăх кӳрекен çăлкуç — çапла вĕрентнĕ ăна çур ĕмĕр каялла Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче. Çутçанталăк панă пуянлăхпа этем пархатарлă усă курасса шанать. Вăрман çине наука вĕрентнĕ пек пăхмалла, вăрман хуçалăхĕпе тăтăшах уçă курса, ăна çĕнетсе пымалла. Çапла тумасан вăрман ĕçченĕн ĕçне тивĕçлипе хаклама та май çук. Çавăнпа та вăрманшăн чунне парса ĕçлет, ыттисене те çапла пулма вĕрентет çитмĕл çулхи Эрхип мучи.
Аллине пуртă тытнă, кăвакарнă çӳçлĕ старик вăрманпа пырать. Çурçĕртен кăштах çӳçентерекен çил вĕрет. Сап-сарă вĕрене çулçи туратран татăлса сывлăшра çаврăнкаларĕ те пĕр сассăр çĕр çине ӳкрĕ. Ун хыççăн иккĕмĕш, виççĕмĕш... «Вăрман кĕрхи тум тăхăнать», — шухăшларĕ Эрхип мучи, ерипен утнăçемĕн.
Шупка тӳпере, тăван вырăнсемпе сывпуллашса, кайăксен ушкăнĕ вĕçсе иртет. Вăрман вĕсене çитес çуркунне тăван кĕтесе каялла таврăнма йыхăрать.
Вăрмана упрасси вăрман хуралçисене çеç мар, пурне те пырса тивет. «Çутçанталăк» сăмаха эпир «çăкăр», «пурнăç» сăмахсемпе юнашар лартатпăр. Халĕ вара пирĕн тин лартнă йывăçсене тӳпенелле кармашма пулăшмалла, тесе шутлать мучи. Вăтăр çул каялла лартнă хырсемпе хурăнсем тем çӳллĕш ӳссе кайрĕç. Пĕр йывăç кассан — иккĕ ларт, теççĕ вĕт-ха.
Ахаль пурăнман мучи Çĕр çинче, хăйне асăнмалăх çĕршер гектар çамрăк вăрман çитĕнтернĕ. Ахальтен мар эртелте Эрхип мучи хисеплĕ. Ăна пурте сума сăваççĕ, унăн сăмахĕпе килĕшеççĕ, унран пулăшу кĕтеçсĕ. Çавăнпа вăрмана килмессерен унăн чун-чĕри телейпе тулать, ăшă та лăпкă туйăм çупăрлать ăна.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...