Çĕр доллар
Ялта çитĕнсе пыракан хĕрупраçсенчен Митрюксен Маруçне çитекенни çук. Епле савмăн-ха çинçе пилĕклĕ, йăрăс пӳллĕ, тулли кăкăрлă хĕре? Кулли тата мĕне тăрать: ик питçăмарти те илемлĕн путать те пайтахлăха асра юлать. Калаçăвĕ те шăнкăртатса юхакан çăлкуç евĕр, чĕлхи те çепĕç. Пайтах йĕкĕт ун çумне «çыпçăнма» хăтланнă – пĕрин те ĕç ăнман. Темшĕн сивленĕ вăл ял каччисене, ăна никам та пĕлмест. «Ытла илемлĕ пулнипе хăйне мăна хурать», – тенĕ Маруç юратăвне ниепле те çĕнсе илеймен йĕкĕтсем. Кĕвĕç чунлă хĕр-тантăшĕсемшĕн çакă чухах килнĕ – темле те хурланă вĕсем маттур хĕре.
Çемйи вĕсен пысăк. Митрюксен çичĕ ача ӳсет. Чи асли – Маруç. Вун пĕр класс хыççăн ĕне ферминче икĕ çул тар тăкрĕ, укçа илсе кураймарĕ. Ашшĕ-амăшпе канашларĕ те хăй телейне хулара тупма шут тытрĕ. Ĕмĕт пур-тăк – çын çунатлă-çке.
– Асту унта, хулара шух каччăсем йышлă. Сан пек чечек çине аслăрах арçынсем те куç хывĕç. Чысна нимрен ытла упра, – ăс пачĕ ăна ăсатнă чух амăшĕ.
Хусан Маруçа шавлă урамсемпе кĕтсе илчĕ. Вокзалтах çĕр каçкаларĕ малтанхи вăхăтра. Кунсерен ĕç шырарĕ те тупрĕ. Предприяти пуçлăхĕ общежитие те вырнаçтарчĕ. Ĕçĕ лайăх, аван тӳлеççĕ, анчах йывăр. Каçпа киле таврăнсан халтан кайнипе хĕр тӳрех вырăн çине тӳнет. Пӳлĕмре пурăнакан юлташĕсем каçхи апата чĕннине те илтмест. Канмалли кунсенче çеç вĕсемпе тăраниччен калаçать.
– Маруç, эсĕ какая, ытти ĕçме-çимене патшалăх лавккисенче ан туян, – ăс парать шатра питлĕ Тарук. – Хаклă унта вĕсем. Хуларан инçех мар апат-çимĕç сутакан ятарлă пасар пур. Унта продуктăсем самай йӳнĕрех. Эпир пурте çавăнта çӳретпĕр. Укçана перекетлесе моднăй кĕпесем çĕлеттертĕмĕр. Хулара пурăнма пĕлес пулать.
Унтан хĕрсем пасара мĕнле автобуспа çитмеллине ăнлантарчĕç те пляжа хĕвелпе хĕртĕнме кайрĕç. Маруç капрун михĕрен çĕленĕ пысăках мар сумка илчĕ те çав пасара васкарĕ.
Автобус хуларан тухрĕ те асфальтлă çулпа йăрă чупрĕ. Çул хĕррипе лартнă йывăçсем çине пăхнă май хĕр шухăша путрĕ. «Ах, шур пикесем, савнисĕр ытла та пурнăç кичем. Ăçта çӳрет-ши ман чун савни?» Пулнă унăн, пулнă шкулта вĕреннĕ чухнех куç хывни. Ял каччиех. Ав çав хурăнсем пек яштака Ванюк. Çавăнпах хĕр ытти каччăсене те сивленĕ. Маруçран икĕ çул аслăрах пулнипе Ванюк шкула икĕ çул маларах пĕтерчĕ те ялтан кайрĕ. Маруç ăна хăй юратăвĕ çинчен систерме те ĕлкĕреймерĕ. Ванюк кайсан ăна тĕнче сӳннĕн туйăнчĕ, клуба та тухми пулчĕ. Çĕрĕпе юратнă çын çинчен шухăшларĕ, ĕмĕтленчĕ, хăçан та пулсан тĕл пуласса шанчĕ. Те Турă пулăшрĕ, те шăпи çапларах килсе тухрĕ, вĕсем тĕл пулчĕç. Тата еплерех…
Маруç хăйне мĕн кирлине туянчĕ те пасар кĕрлевĕнчен хăпса автобус чарăнăвне васкарĕ. Салонра ик-виç çын çеç. Пĕр ларкăч çинче хаклă костюм тăхăннă çын шĕлепкипе питне хупланă та кантăк çине пуçне тайса курăс хуппи турттарать. Аллинче витĕр курăнакан полиэтилен пакет. Ун ăшĕнчи çĕр долларлăх укçа тӳрех Маруç куçне тирĕнчĕ. Хĕр çав çынна хирĕç ларчĕ те ют çĕршыв укçи çинчен куçне ниепле те илеймест. «Эх, çак çĕр доллар манăн пулсан, аттене кирлĕ эмелсем туянса парăттăм та пĕр хуйхă пĕтĕччĕ», – шутларĕ пике. Хăй те сисмерĕ, унăн алли пакет ăшне шăвăнчĕ, пӳрнисем хаклă хута хĕстерчĕç. Аллине кăларса та çитернĕччĕ, ал тунине вăйлă та çирĕп пӳрнесем хĕскĕчĕ пек çатăрларĕç. Хирĕç ларакан çын шĕлепкине хыврĕ те икĕ сенкер куç Маруçа пăталарĕç. Çан-çурăм сӳлетрĕ.
– Ай-яй-яй! Епле намăс мар сана, çамрăк пике, çын укçине вăрлама? Хуравла халех.
Маруç пичĕ самантрах кĕренленчĕ. Чĕрнепе тĕкĕн – юн пĕрĕхсе тухĕ. Пĕр пĕлмен çын пулсан татахчĕ. Ун умĕнче вăл савнă Ванюк ларать. Пуçĕнче çавра çил пек шухăшсем пăтранчĕç, ашшĕ каланисем аса килчĕç. «Хĕрĕм, килпетсĕр ĕçе суяпа тӳрре кăларма ан тăрăш. Суялăх кирек камăн чысне те тĕп тăвать», – тетчĕ ăна ашшĕ. Хĕр хăйне алла илчĕ.
– Мĕн, Ванюк, эсĕ халĕ мана милици аллине паратăн-и е каçаратăн?
– Ак тамаша, ман ята та пĕлет çак вăрăскер, – тĕлĕнчĕ Ванюк.
– Пĕлетĕп. Эпир пĕр ялсемех, пĕр шкултах вĕреннĕ. Ял пирĕн пысăк, эпĕ пĕр вĕçĕнче, эсĕ – тепринче пурăннă, шкулта çеç пĕр-пĕринпе курнăçнă. Ытла та яка тумпа, ху чăнкине кăтартма долларсене те витĕр курăнакан пакетра чиксе çӳретĕн…
– Чим, Митрюк Карачăмĕн хĕрĕ Маруç мар-и эсĕ?
– Тавтапуçах, хăть ята манман.
– Маруç, ытла та хӳхĕмленсе кайнă эсĕ. Санăн аçу та, аннӳ те ялта сумлă çынсем, мĕнле терт хĕтĕртрĕ-ха сана ман сумкăна кĕме?
– Эх, Ванюк, камшăн çĕр çинче çăтмах, камшăн – тамăк. Атте чирлесе тăрать, çавна пулăшас тесех илĕртӳллĕ çĕр доллар патне алă тăсăлчĕ. Вăрă ĕçĕпе çыхăннă тесе ан шутла. Эпĕ ĕçлетĕп, укçине те аванах илетĕп, пурпĕрех нухрат çитмест, укçан пысăк пайĕ шăллăмсемпе йăмăксене ура çине тăратма кайса пырать. Ванюк, пĕл, эпĕ халиччен çын япалине те, пĕр пусне те вăрламан, – ĕсĕклесех макăрса ячĕ хĕр. Ванюк унпа юнашар ларчĕ те Маруçа пуçĕнчен ачашларĕ.
– Ме, ил ик çĕр доллар Карачăм пиччене сиплеме…
– Э! Çук, илместĕп. Ман чуна лăплантарма эсĕ ху çинчен каласа пар. Сан пек пуян каччăна хула хĕрĕсем хусахра хăварман пуль-ха? – тĕмсĕлсе пăхрĕ Ванюка куçĕнчен Маруç. Хăй савнă çын авланманнине тем пекех пĕлес килчĕ унăн.
Каччă Хусана çитиччен хăй çинчен кĕскен каласа пачĕ. Вăл шкул пĕтернĕ хыççăнах автотранспорт техникумне кĕнĕ те ăна пĕр çултах вĕçленĕ, экстернлă майпа экзамен парса хĕрлĕ диплом илнĕ. Унтан çăмăл машинăсем сутакан лавккана ĕçе кĕнĕ. Менеджер вăл, пысăк укçа илет. Çемье çавăриччен йăва çавăрма укçа пухнă та икĕ пӳлĕмлĕ хваттер туяннă. Халĕ çăмăл машина туянма укçа пухать.
Автобус чарăнăвĕнче иккĕш те анса юлчĕç. Кăштах калаçса тăрсан уйрăлчĕç.
– Тепре куриччен, – йăл кулчĕ Ванюк.
– Темле çав, укçа вăррипе тĕл пулма хирĕçлемĕ-и кăмăлу?
– Ун çинчен ман, Маруç, ун çинчен никам та пĕлмĕ, – шантарчĕ Ванюк уйрăлас умĕн.
Унтанпа ик кун та иртмерĕ, каç енне пӳлĕмĕн алăкне такам шаккарĕ. Ирĕк паричченех пӳлĕме Ванюк кĕрсе тăчĕ. Хĕр-тантăшĕсем тӳрех ăнланчĕç те пӳлĕмрен тухрĕç.
– Эсĕ, хӳхĕм вăрă, долларпа пĕрле ман чун-чĕрене те вăрларăн. Пултараймастăп сансăр пурăнма. Çĕркаç хваттерти пӳлĕмсем тăрăх Америкăна çитмелĕх утрăм пуль. Тух мана качча, пул ман мăшăрăм, – тархасларĕ Ванюк.
Маруç шухăша кайрĕ. «Пӳрни çынна çитетех-мĕн. Пĕлмест вĕт Ванюк эпĕ ун çинчен мĕн чухлĕ шухăшланине, чĕрене çунтарнине. Турă та пире пĕрлештересшĕн пулас».
– Килĕшетĕп, – терĕ хĕр шăппăн. Хăй çав самантрах хĕрелсе кайрĕ. Ку вăл намăс писевĕ мар, савăнăç кĕренĕ пулчĕ.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...