Чăматан вăррисем
Самсун ялтан пуйăспа таврăнчĕ. Шупашкарта вокзал умĕнчи лапама тухсан паллакансем çук-и тесе йĕри-тавралла пăхса илчĕ. Пур иккен, çывăхрах Агафон тăрать. Кӳршĕ çуртра пурăнаканскер. Ун патне пырса сăмах хушнăччĕ çеç — тахăшĕ Самсуна хул пуççинчен хыттăн çатлаттарчĕ.
Манул Савиткин! Вĕсем пĕр ялтан. Заводра ĕçлет.
— Ăçтан эс капла? — Самсун сарă-хăмар шлепкепе çĕнĕ костюм тăхăннă пĕлĕшĕ енне тăрăхлавлăнрах пăхса илчĕ. — Ват хусах пуçупа авланма шутламарăн пуль те?
Савиткин тĕлĕннипе куçне-пуçне чарса пăрахрĕ.
— Эс мĕнле пĕлен?
Самсун ахăлтатса ячĕ. Шӳтлесе çеç каларĕ те — шăпах тĕл тивертрĕ иккен! Манул паян чăнах та авланать-мĕн. Каçпа хĕр илме каймалла. Пулас арăмĕ Шупашкартан çирĕм çухрăмри ялтан.
Çав вăхăтра Агафон пăрăнса утрĕ. Тепĕртакран кусем те автобуса ларма васкарĕç. Самсун сумка çĕкленĕ, Манул — чăматан. «Мир» кинотеатр патĕнче анса юлчĕç.
— Апла кĕтетĕп сана, — терĕ Манул хĕр илме каймашкăн Самçун та килĕшнипе савăнса.
— Юрĕ... Эй-эй! — кăшкăрса ячĕ юлташĕ. — Авланас шухăшпа пуçна пачах çухатмарăн пуль те. Чăматанна хăвартăн!
Манул картах каялла çаврăнчĕ.
— Чăматан? Ман нимле чăматан та çук.
— Ку вара?
— Пĕлмес. Эп санăн тесе. Пулăшмалла çĕклерĕм те...
Пĕр-пĕрне куçран пăхрĕç. Вĕсем такам чăматанне çаклатса килнĕ. Чим, хайхи Агафонăн мар-ши? Кам пĕлет... Халь мĕн тумалла ентĕ?
— Вокзала каялла кайма тивет, — сĕнчĕ Самсун. — Хуçине çавăнта шырамалла. Агафон-и вăл, урăххи-и...
Анчах вĕсем автобус чарăнăвне çитме те ĕлкĕреймерĕç — юнашарах милици машини çухăртса ячĕ.
— Çавă, çавă, шăпах ман чăматан! — Автомашинăран милиционерпа пĕрле тăрнаккай çын сиксе тухрĕ. — Тытăр вĕсене!
Икĕ туса темиçен хупăрласа илчĕç.
— Э-э, лекрĕр-и? Вăрăсем!
Калаçу малалла милици уйрăмĕнче тăсăлчĕ. Агафона чĕнтермен пулсан хăйсем айăпсăррине хăвăртах ĕнентерме май килĕччĕ-ши — пĕлме çук. Телее, лешĕ киле çитме ĕлкĕрнĕ-мĕн.
Мĕн пулса иртнĕ-ха вокзал патĕнче?
Пуйăс килнĕ чухне Агафон шăпах лапамра чарăннă-мĕн, вакунсенчен туха-туха автобус-троллейбус, такси еннелле васкакан çынсене сăнаса тăнă.
— Калăр-ха, эрех ăçта сутаççĕ кунта? — илтĕннĕ çав хушăра. Сайра сарă сухаллă тăсланкă çын унран ыйтать-мĕн. Агафон вокзал çывăхĕнчи лавкка еннелле пуçĕпе сĕлтнĕ.
— Итле-ха, юлташăм, — тенĕ вăрăмкка. — Турă пул, тархасшăн. Чăматана сĕтĕрсе çӳреме йывăр. Лавккана çитсе киличчен çакăнта лартса хăварам-ха ăна, а? Тăхта пăртак. Эп халех!
Агафон хуравласса кĕтмесĕрех çакскер лавкканалла чуптарнă. Ку «хуралçă» тăнă-тăнă та, Самсунпа Манул пырсан вĕсене чăматан пирки асăрхаттармасăрах пăрахса кайнă. Хуçи вăт-вăт килсе çитессе шаннă ĕнтĕ. Самсунпа Манул вара чăматана çĕклесе уттара панă. Темиçе кĕленче эрех туяннă тăрнаккай каялла персе çитет: Агафон та, чăматан та çук! Вара шăв-шав çĕкленĕ.
Самсун çак путиш çинчен юлташĕсене каласа кăтартсан лешсем ĕненмерĕç: чăматана палламан-туман çынна кам ухмахĕ парса хăвартăр.
Самсун йăл кулса ячĕ:
— Халĕ мар, вăтăр çул каялла пулса иртнĕ вăл.
Шухăшсем
What if your website chuvash...
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...