Шур вăкăр юмахĕ
(хĕрпе каччă монологĕ)
– …!
– Сана та ырă каç,
хама та ырă каç.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …
– Сана та калам,
хама та калам.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эсĕ те ухмах,
эпĕ те ухмах.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эсĕ те хулленрех,
эпĕ те хулленрех.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …!
– Эс те ан ыталаш,
эп те ыталашам мар.
Шур вăкăр юмахĕ калам-и?
– …
Сана та кураççĕ,
мана та кураççĕ.
Шур вăкăр юмахĕ...
…………………………..
– Сан туту та…
пылак,
ытаму та
вĕри.
Хам юратни çинчен
калам-и?
5.12.1973.
Шухăшсем
Аркати Казанов хăй сăввине питĕ те ăст...
Лĕпĕшпи сăмахĕсем çумне хушса автора чун...
Лайăх сăвă çырнă санăн асатте, Саша!
Очень красивая сказка...
Мĕнех вара, чанах! Хирĕç нимĕн те "шарл...
Эпир те шкул вăхăтĕнче вереннĕччĕ çак сă...
Кĕске те лайăх...
Чăвашсен чи хăватлă сăвви...
Тăван чĕлхене мухтани пур енчен те лай...
Каçарăр, тархасшăн...