Сулахай атă çинчен хывнă хайлав
Çу
çывхарсассăн,
çĕр
тăртансассăн
эп
улăхаттăм
мачча
тăррине.
Пурччĕ
пĕр атă
ватă
кукаçăн.
Çук,
тăхăнмастчĕ,
вăл –
сулахай.
Сулахай ури унăн вăрçăра суранланнăччĕ, хурлăх хирĕпе утнă аттине усратчĕ вăл, асăнмалăх упратчĕ.
Эпĕ
йĕреттĕм,
йĕрсех çав
илеттĕм
çавă атта.
Тусан та
тиеттĕм,
тăм
турттараттăм
трактор
туса.
Кукаçăм
кулатчĕ,
шăлне çеç
çыртатчĕ...
Кам каçарĕ-ши манăн чунсăрлăха?
Тен,
хăлхинче ун
марш
янăранă?
Салтак
аттисем
парадри пек
шаклатнă?
Ачалăх çеç каçарĕ чунсăрлăха манне. Кукаçăм, сулахай атту умĕнче тупа тăватăп.
Хăрах
атăсем
ӳлĕмрен тек
ан пулччăр!
Ун пек
атăсем
пире
кирлĕ мар.
Эпир
сывă чух
сывах
сулахайĕ.
Эй, вăйăç!
Утатпăр.
Кала
мирлĕ марш!
Йĕпреç. 1973, çĕртме.
Шухăшсем
Lifehack que pode facilitar sua rotina...
Spar energi med en intelligent losning...
What if chuvash...
Discover how our AI can skyrocket your c...
En rebus som testar din fantasi — http...
Want more targeted traffic to your Chuva...
Темле çын та пур çĕр çинче, тĕлĕнместĕп....
En ny rebus til skarpe hjerner — https...
Prakticke triky do domacnosti — https:...
En losning uden besv?r — https://www.....