Чĕре суранĕ
Урамра шăп. Каçхи шăплăха вăйлă мар çил выляни, чӳрече умĕнче ӳсекен яштака хурăнсем юлашки çулçисем шĕпĕл-шĕпĕл алă çупни ыйхăран вăратать. Улька аппа шăплăх ытамне путать, хуллен кăна шăннă кантăк умне çывхарать. Хура чĕнтĕр карнă тавралăхăн асамлăхĕпе киленсе шухăшĕсемпе аякка-аякка вĕçет. Куç умне пурнăçĕнчи кашни самант, тĕкĕр çинчи пек, ярăмăн-ярăмăн тухса тăрать... Ытарайми ачалăх, асран кайми юратнă амăшĕ, шухă çамрăклăх. Пурте паян пулса иртнĕ пек. Мăшăрĕпе паллашни те куç умĕнчех.
...Чӳк сăртне утă çулма кайнăччĕ вĕсем. Йăм хура çӳçлĕ, çĕмĕрт куçлă Якур яштака пӳллĕ утмăл турат чечекĕ пек кăн-кăвак куçлă Улькана ытти хĕрсем хушшинче тӳрех асăрхарĕ. Улька çакна тӳрех сисрĕ, унăн чунĕ те Якур патнелле туртăнчĕ. Акă сана пурнăç тĕрекĕ, ан вĕçерт ăна, асту тесе хистерĕ шалти туйăм. Якур хăйпе ăмăртса утă çулакан сăпайлă хĕре куç хĕррипе сăнарĕ. Унăн кашни хусканăвĕ хăйне майлă илемлĕ. Çак илĕртӳ каччă чĕринче ăшă туйăмсем вăратрĕ, хĕрпе çумлăн пулма хистерĕ. Каччăн хĕре ырă сăмахсем калас килчĕ, анчах чĕлхи çаврăнмарĕ. Хĕр вара хăех хăюлăх çитерчĕ.
— Маттур йĕкĕт иккен эсĕ. Санпа танлашма çăмăл мар.
— Тавтапуç ырă сăмахушăн. Сан пек правур пирĕштие эпĕ те пĕрремĕш хут куратăп. Мĕн ятлă эсĕ, хăш ялтан?
— Аччаран, Улька ятлă.
— Кӳршĕ ялсемех иккен. Ара, эпĕ унта пĕрре мар пулнă. Санпа тĕл пулса паллашма халиччен мĕнле тӳрĕк килмен-ха?
Тахçанхи пĕлĕшсем пек, икĕ çамрăк кирлĕ сăмахсене çине-çине тупса пычĕç, калаçу çыхăнса кайрĕ. Çак тĕлпулу вĕсен чĕрисенче юрату вучахĕ чĕртрĕ...
Унтанпа мĕн чухлĕ шыв юхса иртмен-ши? Пурнăç таппинче ыррипе те, усаллипе те куçа-куçăн тăма тӳрĕ килнĕ. Кашăк-чашăк шакăртатни те пулкаланă. Ара, пурнăç хăйнеевĕрлĕхĕ çакăнта мар-и? Чупса иртекен вăхăта тытса чарма çукки çеç чун-чĕрере шупка йĕр хăварать. Куç айĕнчи пĕрĕмсем çулсем иртнине шутлаççĕ. Илемлĕ те таса пит-куç тарăн йĕрсемпе тулать. Кăвакарнă çӳç пĕрчисем иртнĕ вăхăта каялла тавăрма çуккине систереççĕ,
Вăтăр çул вăтăр кун мар çав. Ывăлĕпе хĕрĕ ӳссе çитĕнсе çемье çавăрма ĕлкĕрчĕç. Мăнукĕсем те пур. Улька аппапа Якур пичче халĕ тивĕçлĕ канура ĕнтĕ. Анчах ĕçсĕр ларма хăнăхман вĕсем. «Ахаль лариччен кĕрĕк арки йăвала», — теççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ тулти ĕçсенчен пушансан чăлха-нуски çыхма ларать, юратнă тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшать. Вĕсемшĕн пурăнать-çке вăл çак тĕнчере.
Якур пичче ăста платник. Пӳрт-çурт çавăрмалла е эреш-тĕрĕш каскаламалла — пурте ун патне çул тытаççĕ. Уçă кăмăллăскер кашни çĕре çитме тăрăшать, мăшăрĕ ӳпкелешнине пăхмасăрах пурттине çакса тухса утать.
Паян та вăл Шемккере пурăнакан Илюковсем патне ир-ирех çитрĕ. Инкек куçа курăнса килмест çав: иртнĕ эрнере Ивансен мунчи çунса кайрĕ. Пушарĕ токран тухнă теççĕ. Мĕнле пулсан та инкеке лекнĕ çынна пулăшма епле хирĕçлĕн-ха?
Платниксем кун каçах мунча пураларĕç. Каçалапа вара сĕтел хушшине ларчĕç, ĕçсе-çирĕç. Хаяр шĕвексĕр иртмест ĕнтĕ кун пек чух. Черкке хыççăн черкке пушанчĕ. Шĕвекĕ хăйĕн ĕçне тăватех...
Чĕлхи-çăварĕ самай çемçелнĕ Якур кил хуçисемпе сывпуллашса килне кайма тăчĕ. Танкки-танкки пускаласа урама тухсан аллине сулкаласа юрă пуçласшăн пулчĕ, анчах «пирĕн урам анаталласăр» пуçне урăх нимĕн те астăваймарĕ. Çилпе сулăнакан арçын тĕрлĕ кĕвĕ ĕнĕрлесе пăхрĕ. Унтан аллине сулчĕ те мăштах утрĕ.
Акă вĕсен килĕ те инçе мар. Эрешсемпе илемлетнĕ чӳречесенчен çутă сăрхăнать. Якур ун еннелле ăнтăлчĕ. Вăйĕ пĕтсе çитнĕскер, тин утма вĕренекен ача пек, пĕр утăм ярса пусрĕ, тепре... Кĕлетки йывăрланса çитнине хăй те туйрĕ, çапах малалла куçма хăтланчĕ. Анчах тем çумне пырса çапăнни ăна ураран ӳкерчĕ...
Улька аппан канăçсăр чĕри йăшкарĕ, çапах та ăшне пусарма тăрăшрĕ. Вăл çине-çинех тикĕс шăвакан сехет йĕпписене сăнарĕ. Мăшăрĕ çук та çук. Пĕр пӳлĕмрен тепĕрне утма тытăнчĕ Улька аппа. Вăхăт ирттерес тесе йĕке илчĕ, çип пĕтĕрме пуçларĕ. Анчах алăсем ĕç патне пымарĕç.
Аптранă енне фуфайкине тăхăнчĕ, явлăкне çыхрĕ те урамалла тухре. Йыттине йыхăрчĕ: лешĕ йывăррăн йынăшать, ун-кун чупкалать. Улькка аппан пит-куçĕ çак самантра татах та пĕркеленсе кайрĕ, тутисем чĕтрерĕç. Сасси те тытăнчăклăн тухрĕ: «Ырра мар ку, ырра мар...»
Хураçка алăка уçнă-уçманах урамалла вирхĕнчĕ, чупса кайрĕ. Хĕрарăм — ун хыççăн, анчах ăна куçран çухатрĕ. Улька аппа такăна-такăна утать, тутăрĕ сĕвĕнсе ӳкнине те туймасть. Акă арман пӳрчĕ. Ун çумĕнче арçын кĕлетки тăсăлса выртни курăнса кайрĕ. Йытă ăна питĕнчен çулать, йынăшса сĕртĕнет, ун тавра чупкаласа çаврăнать. Патне çитсен Улька аппа Якура тӳрех палласа илчĕ. Анчах лешĕ чĕнсен те хуравламасть. Халран кайнă хĕрарăм ун пиншак тӳмисене вĕçертрĕ, чĕре тĕлĕнчен тытрĕ те: «Турра мухтав, сывах иккен», — терĕ. Упăшкин пуçĕ юнпа пĕвенсе ларнă, çӳç пайăркисем хытса ларнă. Хĕрарăм пичĕ тăрăх куççуль юхнине, çăварне кĕнине те сисмерĕ. Чупса кайса пĕр çурт чӳречинчен шаккарĕ.
Якура район пульницине çитерчĕç. Анчах тухтăрсем ăна вилĕмрен çăлаймарĕç — юн нумай кайнă...
Паян Якурăн çулталăкĕ. Асăнма килнĕ çынсем пурте кайнă ĕнтĕ. Сĕтеле те тирпейленĕ. Турăш кĕтессинче çурта çунать. Улька аппа унта пырса хăй çине хĕрес хучĕ те: «Якурăм, йывăр тăпру çăмăл пултăр. Чуну сĕтлĕ кӳлĕре çӳретĕр. Çĕр çинче пурăнакансене усалпа ан асăн. Эсĕ чăн çĕрте, чăн çĕрте», — тесе пăшăлтатрĕ.
Чĕре суранĕ тепĕр хут амаланчĕ. Пĕччен хĕрарăм çуртине сӳнтерсе çутă çутмасăрах кантăк патне çывхарчĕ.
Урамра çил тухнă, вăл шухăланса йывăç тураттисене енчен-енне силлерĕ, туларĕ. Улька аппа хытса кайса каçхи тĕттĕмлĕхе пăхса тăчĕ.
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...