Многоуважаемый Товарищ Редактор!
Очень прошу Вас сделать распоряжение поместить в одном из ближайших номеров Вашей газеты прилагаемую при сем заметку. При чем прошу напечатать без изменений, без сокращений, в таком же виде как написано мною.
Извиняюсь за беспокойство. Заранее благодарю вас за Ваше любезное внимание к заметке.
С уважением к Вам И. Ефимов-Тăхти.
* * *
Кăçал татах тухнă пĕр пĕчик кĕнеке, Колчак ятлăскер.
Вăл кĕнеке пеккинче пурĕ 23 ен теме юрать пуль. Хакĕ 30 пус ун.
* * *
Кĕнеке çырас ĕçе çыраканни витĕр чухлайман пирки, тĕрлĕ çĕрте авторăн тăн çитмен майпа унта-кунта йăнăшсем пулнă вăл кĕнекере.
Куç кĕретех курăнса тăракан йăнăшсем: 8-мĕш енче — Дутов ятлă адмирал тенĕ, апла мар, Дутов ятлă атаман тесе çырмалаччĕ; 10-мĕш енче паллă туса çырни пур: — Качча кайнă хĕрĕн хăйматлăх ашшĕне ун упăшки вăртах тет, — тенĕ. Хăйматлăхпа вăртах пĕр сăмах-ши вара?! Харпăр хăй сăн-пуçне çухатса хăçан пĕр çĕре çăрăнса кайнă-ши вара вăл сăмаххисем?! Çăмахпа пашалу иккĕш те пĕр япалах-çке тенĕ пекле пулмас-ши апла вăл. Унашкал «чаплă сăмах-юмаха» ăнланма хамăн та тăн çитеймес-çке те.
Точка, тире, запятай таврашсене кирлĕ-кирлĕ мар çĕре лартни-лартманни чылай пуль вăл пĕчик кĕнекерех. Витĕр курса вулакансем çыракан йăнăшĕсене тата чылай кураççĕ пуль унта.
* * *
Колчак çинчен çырнине поэма тенĕ. Литература историйĕнче асăнма тивĕçлĕ пулсан «политический памфлет» текен япаласен картине кĕртме май килмес-ши ăна та.
* * *
Кĕнеке хуппи çине çӳле — И. Тхти (Ефимов) — тесе çапса хунă. Тăхти тенипе çех сахал пулĕ, апла кăна çырсан ăна никам та палламĕ. Ятлă çын пулма, паллă, чаплă пулма Ефимов тесе те хушса хурас тенĕ пекле пулнă-ха та ĕнтĕ вăл. Ытах чапла тухас кăмăлпа çырас пулсан çичĕ хут Тăхти (7 х Тăхти) тесе математика формипе çырнă пулсан та юратчĕ пуль те ăна.
* * *
Этем чĕлхипе çырма чухлаймасан, мĕн-мĕн çырнине И. Тхти (Ефимов) хăй те ăнланаймасан, унта-кунта йăнăш çырса кĕнеке илсе вулакансене чăрмантаракан этем малалла кирлĕ-ши вара ăна?! Апла мухтанас кăмăл пулнă та ĕнтĕ ачин. Хăйне хăй мала хуни, мухтанни те тивĕçлĕ пулман хайхи шереметĕн.
* * *
Чухламасăр сăмах-юмах ывăтнăшăн ятлассине ятлăр та, ятласан та ан çиленсемĕрчĕ ĕнтĕ мана, хаклă юлташсем!
Тăхти
Шухăшсем
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Your website, chuvash...