Арамаçă хавалĕ
Ахăр самана, ахрат,
Е асат, е ахăрать...
Икĕ-виçĕ пин çулсем
Пурăнаççĕ пуль вĕсем.
Тахçанхи пуян тĕнче
Упранать-мĕн вĕсенче.
Пĕлтерет ун çинченех
Арамаçи тениех.
Константин Бальмонт пире
Хăйĕн икĕ сăввинче
Ун çинчен çапла калать,
Хапăлласа такмаклать.
1
(Авеста тăрăх)
Эп çут тĕнче Турри вăл, Арамаçă,
Нумай çĕре-шыва пултарнăскер.
Ман сăнара илсе тата мĕскершĕн
Çуралнă ман тăшманăм ирсĕр Ахăр.
Чечекленен çĕре-шыва пултартăм,
Анчах та Ахăр вилĕм çеç кӳрет:
Шывра çĕлен ĕрчетрĕ, хĕл çитерчĕ —
Çулталăкра вун хĕл, ик çу кăна,
Шăнса каять шыв-шур та йывăç-курăк,
Пурне те сивĕ хĕл хурри лекет.
Пултартăм Сăкăта, тӳрем çĕре,
Анчах та Ахăр саранча пултарчĕ,
Ăна кура тыр-пул, чĕр чун пĕтет.
Марка çĕрне те эпĕ пурнăç кӳтĕм —
Ĕçпе телей унта хуçаланма.
Анчах усаллăх çеç çуратрĕ Ахăр.
Çынсем иккĕленмешкĕн пăрахма
Ĕлккен Нисаййăна пултартăм эпĕ,
Анчах сӳнтерчĕ Ахăр шанчăка.
Кĕтӳ кĕтмешкĕн тулăх Урва турăм —
Çынра мăн кăмăллăх чĕртейрĕ Ахăр.
Гараваити илемне шăратрăм —
Унта хăварчĕ Ахăр пин-пин тупăк.
Сăваплă Кахра тĕрекне çĕклерĕм —
Хистерĕ Ахăр вилене çиме,
Çынна çимешкĕн тытăнчĕç çынсем.
Пултартăм пурпĕр эпĕ, Арамаçă,
Тата ытти илемлĕ çĕрсене.
Анчах та Ахăр, ирсĕр вилĕм пуçĕ.
Пурин çине те ячĕ сивĕ хĕл.
Вĕсем халь манăн шевлеме кĕтеççĕ.
Эп, Арамаçă, хĕвеле пултартăм,
Пултарчĕ тĕттĕм Ахăр сĕм каçа.
2
Ырă шухăша мухтав!
Ырă сăмаха мухтав!
Ыр ĕçе те чыс-мухтав!
Ĕмĕр пултăр виçĕ вут.
Камăн шухăшĕ ырă,
Кам сăмахĕ те ырă,
Тытăнĕ вăл ыр ĕçе.
Чыс çак виçĕ çул-йĕре.
Шухăшĕ пĕрчи пулсан,
Хăмăл пулĕ ыр сăмах.
Ĕçĕ пулĕ сар пучах.
Виçĕ пĕрлĕх — пĕр тĕнче,
Виç çутта — виç хут мухтав!
Çакă виçĕ çутăпа
Вăй-халне Сартуш пухать,
Вилĕм тупсăмне шырать.
Вăл ыйтать хăй чĕринчен,
Шарламасть салху чĕри.
Арамаçăран ыйтать:
«Мĕн çĕнтерĕ вилĕме?»
Çакă пурнăç тăваççи,
Çут çанталăкăн çути
(Ун пĕр пичĕ — сар хĕвел,
Çутă уйăх пек тепри) —
Арамаçă хуравлать,
Сартуша çапла калать:
«Каçхине хĕвел канать,
Сывлăм сыпĕ чечеке.
Çын-этем чĕрĕлнипе
Вилĕм пурăнăçĕ пĕтĕ».
Хай Сартуш çĕре ӳксе
Арамаçă урине
Чуп туса иле-иле
Тилмĕрсе татах ыйтать:
«Ӳт çĕрет, пулать тăпра,
Çил вĕçтерĕ тусанне.
Çак чăлханчăк çул-йĕртен
Çын епле-ха чĕрĕлĕ?»
Аçа-çиçĕм тумĕпе,
Асамат пек шупăрпа
Хуравларĕ Арамаçă
Сартуша ак еплерех:
«Ним тĕревсĕр-мĕнсĕрех
Тӳпене пултарнă чух
Кевер чул хăвачĕпе
Кӳтĕм эп тĕнче çути.
Хамăн кăмăл пуррипе
Йышăнма пĕтелĕхе
Çĕр çĕкленчĕ çавракан,
Петĕм пурнăç амăшĕ.
Кĕл-тусан пек пурлăхран
Вĕçсĕр пурнăç пиллеме
Тăсăк ĕнчĕ евĕрлĕ
Тыр пĕрчи пултартăм эп.
Чун хавалĕн вăйĕпе
Йывăçра та курăкра
Вăрттăн вут асамлăхĕ
Çӳремешкĕн тытăнчĕ.
Савăшса чуп тунă чух
Аслă ама варĕнче
Ал-урапала куç-пуç
Тĕвĕленчĕç пуçласа.
Тĕссĕр-йĕрсĕр пушлăхра
Пурăнăç çĕнтернĕ чух,
Çук çĕрте, сĕм-тĕттĕмре
Сăн-сăпат çуралнă чух
Чĕрĕлӳ хавасĕнчен
Ытларахчĕ вăрттăнлăх.
Хальхинче те иртнинче
Пурăнать ялан малаш.
Шăратман эп иртнинчен
Çак хальхи самантăма,
Çӳл тӳпе сенкерлĕхне
Эп илмен ĕнерхинчен, —
Пĕтĕм курăкăн тĕсне,
Пĕтĕм тĕсĕн çутине
Пултарулăх вăйĕпе
Çук çĕртен пултартăм эп.
Йывăркка тимĕрташран
Хĕрлĕ çулăм ташшинче
Шĕвеке çĕн сăн пама
Мĕн тери тивет асап!
Йăтăп йывăр мăлатук,
Тӳнклеттерĕп те унпа —
Çулăм ялтрĕ савăнса,
Пурнăç вĕрĕ, вилĕм çук.
Пĕл эс виçĕ сăмаха:
Шухăш та, сăмах та ĕç,
Чĕрĕлӳ — кăмăлунта,
Чĕрĕлӳ вăл — суя мар».
Çĕкленсе тăрать Сартуш.
Аслати каять инçе.
Курчĕ: аслати йăнать,
Çакрĕ çутă тӳпене
Çичĕ тĕслĕ пĕккине.
Тайлăмра курать Сартуш
Кил-çуртпа кĕтӳ, çаран.
Илтрĕ ешĕл чăтлăхра
Янкăс шăпчăк юррине.
Шухăшсем
I noticed that your chuvash...
I saw that your chuvash...
Тĕлĕнмелле вăйлă сăвă, çав вăхăтрах епле...
I noticed that your chuvash...
Best activator windows free download htt...
Hiring https://contractorfinder...
I noticed that your chuvash...
Hi, This is worth checking out: ...
I noticed that your chuvash...
Тĕрĕс-тĕк...