Пирĕн Çеçпĕл Мишши


Çăлтăрсем – шултрисем, вĕттисем пĕр канашлăн

Ялкăшаççĕ уяр тӳпере…

Пĕлĕте яр çурса метеор пĕр самантшăн

Хыпăнать те – сӳнет ĕмĕре.

Çăлтăрсем çуталаççĕ çаплах килĕшӳллĕн,

Анчах лешĕ – мĕн ĕмĕр тăршши

Курнă çын асăнчен çухалмасть вара ӳлĕм.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Тинĕс хумĕ чĕвен тăракан шур çилхеллĕ.

Урхамах пек сикет, кăтăртать.

Харсăр кимĕç тухать, çиле хирĕç вăл меллĕ

Киммипе сĕм шыва кастарать.

Ахăрать, мĕкĕреть, тĕпсĕр авăр:

«Сахал мар пулнă сирĕн йышши!»

Анчах кимĕç ишет кĕсменне пăрахмасăр.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Ăмăрткайăк вĕçет ĕмĕрхи ту-сăрт урлă,

Тинкерсе пăхать вăл тавралла.

Унăн çулĕ тĕтреллĕ е çумăрлă, юрлă –

Вăл пурне те çĕнсе каçмалла.

Варкăшать, çӳлерен те çӳле ярăнать вăл,

Мал енче – çут хĕвелĕн ăшши,

Вăл кĕртет чăнкă ту, хирĕç çил аслă тăвăл.

Çавнашкал пирĕн Çеçпĕл Мишши.

 

Вăл чăваш чĕлхине, юмахри Данко евĕр,

Çунакан чĕрипе çутатса.

Çул кăтартнă; вăл шаннă пĕр иккĕленмесĕр

Çĕн чăваш тĕнчине тухасса.

Вăл куран интернационалăн кĕпере

Пур йăхпа та пире тан туса.

Шухăшпа виçейми тӳпене халь çĕклерĕ

Пирĕн ирĕклĕ, харсăр ăса.

 

Эй, эсир, çамрăксем! Ăмăрт куçлă, çунатлă,

Çĕçпĕл чĕннĕ чăваш ачисем!

Эп сире чи çӳлте халь курасшан çунатăп,

Ĕненсе, юратса пехиллем.

Вăхăт çитрĕ: чăвашăн чĕлхи тимĕр татрĕ.

Туптăр, хăйрăр ăна малалла!

Ыранхи çĕн ăста тĕнчене янраттарĕ.

Çамрăксем! Вăл – сиртен тухмалла.

 

1945-1951

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


влад маскай (2018-04-13 02:33:40):

Комментарие çырса пĕтеричченех сайта хупса хуни машăн - КӲРЕНӲ!!! Апла ан ту тек, тăванăм...

 

влад маскай (2018-04-14 00:16:19):

Çак Петĕр Хусанкайăн сăввипе комментари çырнăччĕ те çавна кутăн çавăрсамччĕ эсĕ, хсеплĕ сайт хуçи? Тӳрккес жăтланан эсĕ, çамрăк пулсан та - йăрă...

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: