Ватăлсан


Лена пĕр самант шăп ларчĕ. Маня аппа малалла калаçасса кĕтрĕ. Анчах кӳрши те темĕн аса илсе пуçне усса ларчĕ. Хĕр хăйĕн парнине сумкинчен халĕ те кăларманнине аса илсе хыпкаланма пуçларĕ.

— Ку сана валли, Маня аппа. Сан çуралнă куну çинчен манман-ха эп. Сакăрвун çул тултарнă ятпа саламлатăп сана, канлĕ те лăпкă пурнăç сунатăп, — тесе кинемейĕн имшер кĕлеткине хăй çумне пăчăртарĕ. Кĕçех хăй сăмахĕсенчен вăтанса пуçне аяккалла пăрчĕ. «Мĕн каларăм-ха эпĕ? Мĕнле канлĕ те лăпкă пурнăç пирки каласа ват çын чĕрине амантрăм. Ун чĕринчи асапа сăмах сиреймĕ ĕнтĕ», — вăтанса шухăшларĕ Лена.

— Тавах сана, хĕрĕм. Санпа калаçса чуна пусартăм. Аннӳне салам кала. Эп ĕнтĕ нумаях пурăнас çук, чĕре сисет. Тĕлĕкре час-часах Хĕветĕре, аннепе пиччесене, аттене куратăп. Мана хăйсем патне чĕнеççĕ.

— Усал тĕлĕке пуçна ан ил, Маня аппа. Хĕвел çути пурин валли те çитет. Тен, майлашăнĕ. Саша ун пек усал ача марччĕ-иç? Килсе те илĕ ак.

— Малтан эпĕ те çапла пуласса кĕтеттĕм. Кунта килсенех питĕ тунсăхчĕ. Тăват стена. Ниçта тухса çӳремелли çук. Апат, емел енчен аван-ха. Анчах эп çĕр çинче ĕçлесе ӳснĕ. Ман виличченех çĕр çинче ĕçлес килетчĕ. Чун çуралнă киле туртрĕ. Мана кунта ĕç мар, хуйхă вăйран ӳкерчĕ. Кил-тĕрĕшĕнче кăштăртатса ĕçлекелесе çӳренĕ пулсан, тен, çапла хавшаман та пулăттăм-и? Тунсăх чуна кĕшĕклет. Виличчен тăван уя тухса тăраниччен сывлăттăм. Ир пуçласа каçченех чӳрече умĕнче тăратăп. Никам та килмессине пĕлетĕп пулин те чĕрене кĕтме чараймастăп. Паян килмерĕç, вăхăчĕ пулмарĕ пуль, тен, ыран килĕç текен шухăшпа çывăрма выртаттăм. Этеме юнашар çывăх çынсем пурри вăй-хал парать. Амăшĕшĕн ачасенчен хакли мĕн пултăр. Кăшт ӳсĕрсен те çĕрĕпе куç хупмасăр вĕсен умĕнче ларнă. Чи тутлă апата вĕсен умне хунă.

Лена чĕнмерĕ. Çак сăмахсене Маня аппа ачисем илтмешĕн ăшĕнче пăшăрханчĕ. Анчах тăван килтен йытта хăваланă пек хăваласа кăларса янă çын чĕрине вĕсем ăшăтайĕç-ши? Пĕр ыйту, пĕртен-пĕр ыйту çеç парĕччĕ вĕсене халь Лена. «Асап тӳссе хăвна кун çути парнеленĕ, кăкăр ĕмĕртсе, чĕрçи çинче утьăкка сиктерсе ӳстернĕ тăван çынна килтен хăвалакансен чĕрине мĕнрен тунă-ши? Чулран-ши?»

Çук, чулран мар. Тумласан-тумласан тумла та чула шăтарать тенĕ ваттисем. Анчах Маня аппа ачисен чĕрисене амăшĕн тăварлă куççулĕ те витеймен ав. Хурçă тимĕртен шăратнă-ши вĕсен чĕрине?

— Хăйсен те ывăл ӳсет. Ман куна ан курччăр вĕсем. Хăйсен килĕнчех ватăлса вилмелле пултăрччĕ. Эп вара атте килĕнче куçа хупаймастăп ĕнтĕ.

— Яла кайсан Сашăпа курса калаçатăпах. Хăй мĕн тери йăнăш тунине ăнланма кирлех вăл.

— Кирлĕ мар. Халĕ тин вĕсене хирĕçтерес мар. Хам та хăнăхрăм ĕнтĕ. Туслă пурăнатпăр эпир кунта. Хамăрăн пахча пур. Чечек ӳстеретпĕр. Эс илсе килнĕ пекки те пур унта. Хăш-пĕрин халĕ те çеçки тăкăнман. Атя сана кăтартам.

Пахчана тухсан, чăн та, Ленăн куçĕ алчăрасах кайрĕ. Мĕн тĕрлĕ кăна чечек ӳстермеççĕ иккен ваттисен çуртĕнче. Килĕсемпе сывпуллашма тивнĕ ватăсем чун канăçлахне çĕр çинче ĕçлесе тупни хĕршĕн куç кĕрет пулчĕ: чечек йăранĕсем пĕр тикĕс, пуçтарса кĕртнĕ пахча çимĕç вырăнĕсене пусса тухнă, ниçта та çум курăк йăваланса выртни курăнмасть. Маня аппа Ленăна чечексем пирки ăста пахчаçă пекех каласа парать. Хĕр сисмерĕ те: кӳрши аллинчи чи илемлĕ кĕрхи чечек шăрши ун сăмсине кăтăкларĕ.

— Ку сана, хĕрĕм, — терĕ те Маня аппа чылайччен хĕр çинчен куçне илмерĕ. Лена та ун пĕркеленчĕк питне, хурлăхлă куçне чĕрине ыраттарса сăнарĕ.

— Тĕлĕнетĕп Сашукран, мĕн тупрĕ вăл çак пĕлĕт пек каçăр Соньăра? Мĕнпе илĕртрĕ вăл ман ывăла? Куç умĕнчи кĕл чечеке пиçен çеçкипе улăштарчĕ. Хам хĕр пекех юрататăп сана. Пит те Сашука илсе парасшăнччĕ те, пулмарĕ ав. Хăвăр та пĕр килти пекех ӳсрĕр. Эс шкула каяйман кунсенче эпĕ те ăна шкула яраймастăмччĕ. Кăвапусем çыпăçнă пекех ӳсрĕр.

— Мĕн эс, Маня аппа. Саша вăл маншăн пичче пек çеç. Чечекшĕн тавах.

Кӳршĕ хĕрне автобус чарăнакан вырăна çитичченех ăсатрĕ Маня аппа. Лена хирĕçлесен те яхăнне те ямарĕ.

— Кун пек çанталăкра кăна мар çӳренĕ. Хускану туни шăм-шакшăн та усăллă, — тесе хĕре хулран çавăтрĕ. — Чим-ха, — терĕ вăл унтан Ленăна хăйне хирĕç çавăрса, — эп сана чи кирлине калама маннă. Аннӳне калас тенĕччĕ те район центрне килсе çӳреме вăхăчĕ çукрах пулĕ терĕм. Килте мунча çенĕкĕнчи арчара эп вилсен хама тăхăнтартма япаласем илсе хунă. Акă сана, ме, арча уççи. Унтах кама чĕнмелли, кама хама çутармалли, апат пĕçерттермелли çынсен ячĕсене çырнă хут татки пур. Манран тин килте пулса курасси пулмĕ. Эсир мана тирпейлесе пытарăр. Тупăка Сашук тутăр. Кине апат пĕçернĕ çĕре ан явăçтарăр. Ман виле çинче те пулин çинишĕн ан сăмахлатăр.

— Маня аппа... тен... — ăна пӳлме тăчĕ Лена.

— Çук, итле мана, Лена хĕрĕм. Ман каясси нумаях юлман. Камăн та пулин мана тирпейлесе пытармаллах. Йыт çурине те урама кăларса пăрахмаççĕ те. Эп йыт çури те мар.

Маня аппа сăмахĕсем çул çинче те канăç памарĕç хĕре. Вăл ват çынна йăпатма сăмах тупайманшăн хăйне ӳпкелерĕ. Общежитие çитсен çумăра пăхмасăрах ялне кайма пуçтарăнчĕ. Пӳлĕмре Клава çукки ăна савăнтарчĕ. Пурне те пĕлме юратаканскер кунĕпе ăçта çӳрени пирки тĕпчесе тинкине яратчех унăнне. Маня аппа парса янă чечек çыххине ялтисем валли туяннă кучченеçĕпе пĕрле сумкине чикрĕ те автоьус чарăнакан вырăналла васкарĕ.

— Сана кĕтни паян, килет-и, килмест-и тесе Тольăна икĕ хутчен район центрне машинăпа чуптартăм, — ăшталанчĕ утмăлсенчен иртнĕ Наçук аппа хĕрне хывăнма пулăшса.

— Каникул икĕ эрне, йăлăхма та ĕлкĕрĕр-ха, — тесе Лена ашшĕпе амăшне чуптуса илчĕ. — Анчах халь ман хывăнса ларма вăхăт çукрах-ха, васкавлă ĕç пур.

— Мĕн ĕçĕ тата киле таврăннă-таврăнманах? — хаçат вулакан ашшĕ ура çине тăчĕ те хĕрĕ çине тинкерсе пăхрĕ.

— Ман кӳршĕри Сашăпа курса калаçмалла.

— Вĕсен халь санпа калаçма вăхăт çукрах-ха. Анчах Соня килсе кайрĕ. Амăшĕ ваттисен çуртĕнче вилсе кайнă пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕç терĕ. Саша машинăпах унта кайрĕ пулмалла. Толя пиччӳ правленине утрĕ. Тупăк тума пуçласшăн. Аçу та унта кайма хатĕрленет ав. Эпĕ те каçасшăн. Сăра тăвас. Эс ыран ир пыр. Маня аппуна хăçан курнине те астумастăн пулĕ, сана вăл питĕ юрататчĕ.

— Пĕлетĕп, анне, пĕтĕмпех пĕлетĕп. Акă, анне, арча уççи. Маня аппа ăна сана пама хушрĕ. Арчара ун пурте хатĕр терĕ, — Лена шывлă куçĕпе амăшне тинкерсе уçă тыттарчĕ.

— Эс... ăçтан...

— Кайран, анне, кайран, юрĕ-и? Халь... мана ахаль те йывăр.

Маня аппана пытарма ялти ватăсем пуртĕ пуçтарăннă тейĕн. Пӳртре вырăн çуккипе кил картинче тăраççĕ. Унта та кунта ăна хĕрхенсе калаçни, ачисене ятлани илтĕнет. Саша çывхарнине курсан çеç шăпланаççĕ. Маня аппан аслă ачисем те кунтах. Хура тутрисем айĕнчен куçĕсене çĕклеймесĕр амăшĕн тупăкĕ умĕнче хухлеççĕ. «Çынран аванмарланса йĕреççĕ-ши е хăйсем йăнăш тунăшăн чăннипех те хурланаççĕ-ши?» — илтрĕ Лена хыçра икĕ кинемей калаçнине. Тупăк хыççăн утнă май Лена хăйне Маня аппа парнеленĕ чечекĕсем çине пăхрĕ. Çумăр чарăннă иккен. Сарă хĕвел, вăтанчăк хĕр пек, пĕлĕт айĕнчен пĕр пăхать, пĕр çухалать. Ун çути хĕр аллинчи çеçкесене перĕнсе йăлтăртатса илет. Кĕçех çил юлашки пĕлĕт таткисене хĕвел умĕнчен хăваласа ячĕ. Сарă хĕвел тинех хăй çутине çĕр çине ирĕклĕн сапаларĕ. Маня аппан чечекĕсем татах та илемлĕн йăлтăртатрĕç. Хĕр вĕсене вил тăпри çине васкамасăр хучĕ. Хĕрлĕ, кăвак, кĕрен тĕслĕ астра çеçкисем. Вĕсем хушшинче сакăрвун çулти пĕркеленчĕк питлĕ, ĕçре кукăрăлнă Маня аппан сăнарĕ хĕр куçĕ умне килет. Кĕç Лена ун тути ăшшăн кулнине, алли чĕтренине асăрхарĕ. Çак сăнар чылайччен хĕр умĕнчен каймарĕ. Кирек мĕнле йывăрлăхра та Лена ăна аса илчĕ. Хăйне Маня аппа пулăшса пынине туйрĕ.

Кӳршĕри тантăшĕпе курса калаçрех вăл. Саша васкаса авланни, амăшне килтен хăваланăшăн хурланни пирки калаçрĕ, анчах ӳсĕр арçын сăмахне хĕр ĕненмерĕ. Маня аппа калашле, «çĕр çаврака, йăлт каялла çаврăнса çитесрен хăрушă» тенипе чунне лăплантарчĕ.

■ Страницăсем: 1 2

Вулавçăсен шухăшĕ Вулавçăсен шухăшĕ


Алексей Сурков (2013-01-16 23:43:42):

Çак калава пурнăçран илсе çырнă-ши?

Чĕлхе илемлĕхĕ: илемлĕ | Шухăшĕ: вăйлă | Содержанийĕ: тарăн

 

Галина (2013-01-17 13:49:15):

Пурнăçранах пуль, ваттисен çуртĕнче ытларахăшĕ ачи-пăчи пур çинчех пурăнать теççĕ. Ват çын сывă чухне кăна кирлĕ, тата ун укçи кирлĕ.

 

Галина (2013-01-17 13:49:15):

Пурнăçранах пуль, ваттисен çуртĕнче ытларахăшĕ ачи-пăчи пур çинчех пурăнать теççĕ. Ват çын сывă чухне кăна кирлĕ, тата ун укçи кирлĕ.

 

nikolaewagalina (2015-12-27 20:58:08):

Тарăн шухăша яракан калав.Шел пулин те, пурнăçра кун пек тĕслĕхсем пулкалаççĕ çав.Кашни çын хăйне кун çути парнеленĕ атте-анне умĕнче ĕмĕр парăмра пулнине манас марччĕ.

 

Ярмат (2015-12-28 19:31:52):

Юлашки çăкăр таткине ачине паракан çынна ватлăх кунĕнче килĕнчен кăларса яни—тĕнче кулли!Çĕр чăмăрĕ çаврака: ватлăхра çак ирсĕрлĕх хăйсен патне çаврăнса çитесси пĕртте чăрмантармасть пулмалла çамрăксене!

 

add comment Çĕнĕ комментари хуш


Ят:
Хăвăр шухăша çырса пĕлтерĕр:

Ă ă Ĕ ĕ Ç ç Ÿ ÿ Ӳ ӳ « ... »
Хаклав:
Шухăшĕ:
Чĕлхе илемлĕхĕ:
Содержанийĕ: